Ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ
Иртнĕ ĕмĕрте вăрçă ачисен шăписем ытла та йывăр пулнă. Çул çитменскерсен мĕнле кăна ĕçе пурнăçлама тивмен! Юлия Матвеева колхозсем йĕркеленме пуçланă тапхăрта Мартынкасси ялĕнче çуралнă. 1940 çулта ăна ялти 7 класс вĕренмелли шкула яраççĕ. Вăрçă пуçлансан ашшĕне çав çулах фронта илсе каяççĕ. Пурнăç йывăрланать. Амăшне çул çитмен ачисем пуррине пăхмасăр ĕçлеме янă. 9 тата 11 çулти ывăл-хĕрĕн хăйсен тĕллĕн пурăнма тивнĕ. Юрать-ха ялта кукамăшĕпе асламăшĕ пулнă. Вĕсем мăнукĕсене тĕрĕслесе тăнă. Ачасен килти выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла пулнă. Пÿрте ăшăтма пахча хыçĕнчи вăрмантан хĕл каçмалăх вутă хатĕрлеме тивнĕ. Пурăнмалăх тырă илес тесе колхоз уй-хирĕнче вырнă, çулнă, йĕтем çинче авăн çапнă, михĕсем йăтнă.
1942 çулта вăрçăран ашшĕ сылтăм аллине амантса таврăннă. Юлия 6-мĕш класран вĕренсе тухсан инкек сиксе тухать. Ашшĕ вăрçă хыççăнхи çулсенче кладовщикра ĕçленĕ. Документсем йĕркере пулманнипе ăна 10 çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Вăрманта ĕçлекен амăшĕ каçхине ĕшенсе таврăнсан хул-çурăмне çемçетме тесе кăмака çине çур литр сăмакун лартса хăварнă. Ăнсăртран вĕсем патне милици пырса кĕрет... Çур литр сăмакуншăн хĕрарăма 2 çуллăха кирпĕч шутлама ăсатаççĕ.
Киле 14 тата 16 çулти икĕ ача тăрса юлать. Вĕсен хуçалăха иккĕнех тытса пымалла пулса тухать. Хăйсене валли — тырă, выльăха тăрантарма улăм ĕçлесе илме тивет.
Юлия йывăр пурнăçа пула 6 класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме каяймасть. 14 çулти хĕрача сысна фермине ĕçе кĕрет. Унта вăй хуракансем лаçра мăн хуранпа çĕрулми пĕçернĕ. Колхозăн çунтарма вутти пулманран ял хушшинчи çырмасенче авалхи вăрмантан юлнă йывăçсене урлă пăчкăпа хăйсен касса, татса, çурса хатĕрлемелле пулнă. Хĕрача 4 çул тертленнĕ хыççăн ферма ĕçне пăрахать, бригадăна куçать. Унта ытларах лашапа ĕçлет. Суха тунă, утă çулсан — утă, тырă вырсан йĕтем çине кĕлте турттарнă. Тырă миххисене йăтнă. Хĕллехи вăхăтра та ĕçсĕр ларман: фермăсене вăрмантан вутă тиесе килнĕ.
24 тултарсан хĕре Саша Матвеев кăмăлланине пĕлтерет, качча тухма ыйтать. Çамрăксем çемье чăмăртаççĕ. Килĕштерсе пурăнма пуçланăранпа икĕ çул та çитет, çамрăк хĕрарăм йывăрланаймасть. Килти ватăсем те ырă хыпара чăтăмсăррăн кĕтнĕ. 1959 çулта тинех умлăн-хыçлăн икĕ пепке: хĕрпе ывăл — парнелет хĕрарăм. Ачисем ÿссе çитнĕ халĕ, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Юлия Абрамовнăн паян 6 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем те пур.
Юлия Матвеевăн мăшăрĕ малтан "Восход" колхозра, унтан "Сорминский" совхозра ĕçленĕ: тырă акнă, утă-улăм пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленĕ, çĕрулми кăларнă, хăмла татнă... Пурнăçра пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ, туслă пурăннă. Хуçалăхра яланах икĕ ĕне тытнă. Ытти выльăх-чĕрлĕх те усранă. Шел, упăшки пенсие тухсан пурнăçран уйрăлнă.
Пурнăçра инкек çине синкек тупăнсах тăрать. 5 çул каялла, ĕнисене уя кăларма кайнă чухне пĕри выляса каять, туртса ÿкерет — хĕрарăмăн ури хуçăлать. Больницăра операци туса шăмăсене вырăна лартаççĕ пулин те Юлия Абрамовна çулталăк асапланать. Хушăран суран халĕ те хăй пирки систерет. Халĕ хĕрарăма хĕрĕ Марина пăхса пурăнать.
Вениамин АРХИПОВ.
Элĕк районĕ.
Комментировать