Кÿлĕ халапĕсем

4 Фев, 2017

Эль кÿлли — Тăвай районĕнчи чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Вăл Элпуç çывăхĕнче вырнаçнă. Унăн тăршшĕ — 300, сарлакăшĕ 250 метра яхăн. Аякран тĕкĕр пекех курăнакан кÿлĕ тарăнăшĕ — 8-10 метр. Тахçан малтанхипе танлаштарсан унăн шывĕ чакнă. Ĕлĕкрех хăш-пĕр вырăнта 20 метр тарăнăш пулнă вăл. Ăна таса шывĕшĕн тата çак тăрăх историйĕпе çыхăннăшăн 1992 çулта регион шайĕнчи çутçанталăк палăкĕсен йышне кĕртнĕ.

Çак вырăн çинчен нумай халап сарăлнă халăхра. Енчен те кÿлĕрен кăтрашка пĕлĕтсем тухсан çумăр чарăнмасăр çума пуçлать. Ку пулăма йĕри-таврари халăх çаплипех сăнать.

Эль шывĕ çĕр айĕнчи каналсемпе çыхăннă имĕш. Темиçе ĕмĕр каялла кÿлле ÿкернĕ салтак пилоткине Каспи тинĕсĕнче тупнă теççĕ.

Унсăр пуçне çынсем кÿлĕ шывĕ чир-чĕртен сыватнине, çылăх каçарттарма пулăшнине ĕненеççĕ. Ĕлĕк-авал тĕне ĕненекенсем ятарласах çакăнта килнĕ. Вĕсем тĕмескесем патĕнче кĕлĕ тунă. Çуртасене турпас çине лартса шыва янă. Парне хăварнă. Кÿлĕ айккинче çитĕнекен эмел курăкĕсене пуçтарнă, чечексем татнă.

Уявра чипертерех курăнас, пултарулăха тивĕçлипе кăтартас тесе хĕрсемпе каччăсем Эль шывĕпе çăвăннă. Ахальтен мар çак тăрăх хисепе тивĕçнĕ çынсемпе палăрнă. Василий Воробьев композитора, Илле Тăхти, Валентина Элпи çыравçăсене, Геннадий Терентьев драматурга асăнса хăварас килет.

Кÿлĕрен юхса тухакан шыв пĕрешкел ятлă Эль юханшывпа пĕрлешет. Кÿлĕ мĕнле майпа тулса пынине никам та пĕлмест. Ахăртнех, унăн тĕпĕнче тапса тăракан çăлкуçсем пур.

Çакăнта тĕрлĕ пулă ĕрчет. Кÿлле кайăк-кăвакал, чарлан, шыв чăххи анса ларнине хăнăхнă.

Кÿлĕ çывăхĕнчи тĕмескесем çинче йывăçсем çитĕнеççĕ. Çак вăрманта тилĕ, мулкач, ытти чĕрчун хăтлăх тупнă.

Эль кÿллин çыранĕ хăйăрлă. Унта çанталăк ăшăтсан çутçанталăк илемĕпе киленмешкĕн нумайăн пуçтарăнаççĕ.

Вырăнти халăх сăнанă тăрăх, кÿлĕ çуллахи ирхине уйрăмах хитре. Ун чухне таса шыва пăхсан йĕри-тавралăх тĕкĕрти майлах курăнать.

Тăвай район сайчĕпе усă курса

Марина ГРИГОРЬЕВА хатĕрленĕ.

Хисеплĕ таврапĕлÿçĕсем! Ахăртнех, сирĕн тăрăхра та кăсăклă вырăн нумай? Вĕсем çинчен пирĕн пата çырса пĕлтерсемĕр. Сирĕн тăрăхри паллă вырăнсем çинчен вара ыттисем те вуласа пĕлме пултарĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.