"Пичке сăрчĕ" хулашри алăстисем

4 Фев, 2017

"ПИЧКЕ СĂРТĔНЧЕ" ТУПНĂ ĔÇ ХАТĔРĔСЕМ: ШĂТĂКЛĂ ÇАВРАШКА ТАТА ПУТКĂЧ.

Пирĕн республикăри авалхи ял-хула вырăнĕсене федераци шайĕнчи культура эткерлĕхĕн палăкĕсен йышне кĕртнĕ. Хальхинче Муркаш районĕнчи Якаткассипе Уйкас Апаш çывăхĕнчи "Пичке сăрчĕ" хулаш çинчен каласа кăтартасшăн.

Чи малтан ун пирки 1889 çулта В.Магницкий асăннă. 1954 çулта Саратоври пединститут студенчĕсем çак вырăна чавса пăхнă. 1958 тата 1960 çулсенче ку ĕçе Н.Трубникова ертсе пыракан Чăваш археологи экспедицийĕн ушкăнĕ малалла тăснă. Çавна май 987 тăваткал метра яхăн лаптăка тĕпченĕ. Тăпра купаласа çаврăннă тĕле тата пурăннă вырăнăн пысăк пайне тĕрĕсленĕ. Сăмах май, 1970-80-мĕш çулсенче хулаш лаптăкĕн çĕрĕпе пĕве пĕвелемешкĕн усă курнă. Чавса кăларнă япаласем Патшалăх истори музейĕнче, Чăваш наци музейĕнче тата Саратоври облаç музейĕнче упранаççĕ.

Çĕр айĕнчи хулаш виçĕ сийрен тăрать. Пĕрремĕшĕнче алăпа ăсталанă керамика хатĕрĕсен пайĕсене, тăм кашăк, чул пуртă катăкĕсене, ĕç хатĕрĕсен ванчăкĕсене тупнă. Çав япаласемпе I-III ĕмĕрсенче пурăннă çынсем усă курнă теççĕ. Иккĕмĕшĕнчен хÿтĕленмелли вырăн, пурăнмалли комплекс пайĕсене чавса кăларнă. Йывăç пÿртсене тултан тăм сĕрнĕ, шалта вучах вырăнĕ хатĕрленĕ. Çавнашкалах пытарнă мул тĕлне пулнă. Унта тимĕр сулă, пăхăр тăха, тĕрлĕ шăрçа пулнă. Унсăр пуçне ĕç тата çапăçу хатĕрĕсем, эрешсем тупнă. Виççĕмĕш сийре тăват кĕтеслĕ çĕрпÿрт вырăнне палăртнă. XVI-XVII ĕмĕрте пурăннисен керамика хатĕрĕсене, тимĕр çĕççине, пăхăр суллине кăларнă.

Пичке Сăртĕнче тупнă ĕç хатĕрĕсен ванчăкĕсем тăрăх çакăнта пирĕн эрăри I-III ĕмĕрсенчех çăм арласси тата пир тĕртесси аталаннă тесе шухăшлаççĕ.

Н.Трубникова палăртнă тăрăх, керамика путкăчĕпе /грузило/ пулăçсем усă курнă. Варринчен шăтарнă çаврашкасем /пряслица/, пир такăкĕ тупнине, çавнашкалах ке-

рамика путкăчĕсене халăх пурăннă вырăнта чавса кăларнине шута илсе çав хатĕр пир станокĕн пайĕ пулнине çирĕплетеççĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем. Çитменнине, вĕсем путкăч çинче тетел мар, станок çиппи йĕрĕ юлнине палăртаççĕ. Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, 20 километр тăршшĕ, 1-2 метр сарлакăш Юрпаш юханшывĕнче унашкал путкăчпа пулă тытни иккĕленÿллĕ. Сăр вара çак вырăнтан инçерех — 20 километрта — вырнаçнă.

"Н.Трубникова палăк çийĕнчи кăмрăкпа кĕл сийне хулаша тĕп тунă пушар йĕрĕпе сăлтавлать. Путкăчсене пĕр вырăнта тупни çав тĕлте станоксем çуннине кăтартать ахăр.

Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, пир станокĕн путкăчĕ 200-300 грамран ытла тайман. Ытлашши йывăрри çипе туртса лартать. "Пичке сăрчĕ" хулашра тупнисен виçи те, йывăрăшĕ те тĕрлĕрен /44 грамран пуçласа 211 грамм таранччен/. Шăтăкĕ те расна. Тен, çав япаласен пĕр пайĕпе пулă тытма е урăх тĕллевпе усă курнă?", — çырать гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Николай Мясников хăйĕн статйинче.

Вăлах хулашра сыхланса юлнă япаласене тишкернĕ май çакăнта çурма тĕпленсе пурăнакан е куçса çÿрекен халăх вырăн тупнине палăртать. Чăнах, çакăнта алăстисен центрĕ пулман-ши? Вĕсем тумтир çĕлеме, хĕç-пăшал, эреш хатĕрлеме пултарнă.

Çак вырăна, паллах, туристсен маршрутне кĕртес килет. Çакăн тавра Сосновкăри шкулта ĕçлекенсемпе сăмах пуçартăм. Ку ыйту çакăнта пурăнакансене те канăç памасть иккен. Вĕсем истори, географи, тăван тавралăх урокĕсенче хăйсен тăрăхĕнчи паллă вырăнсем çинчен каласа кăтартнине палăртрĕç.

Н.Никольский музейĕн пуçлăхĕ Татьяна Степанова çак тăрăха хăна нумай килнине çирĕплетет. Каникул вăхăтĕнче, сăмахран, шкул ачисем пырсах тăраççĕ. Нумаях пулмасть Татьяна Зиновьевна экскурси ирттерме ятарласах вĕреннĕ. Музей çумĕнче "Шураппасем" клуб ĕçлет. Хĕрарăмсем тĕрлĕ ĕç майне вĕренсе çитнĕ. Хăнасене пир тĕртсе те, çăм арласа та, çыхса та, тĕрлесе те кăтартĕç.

Çак вырăнпа паллашакансемшĕн, паллах, хулаш историйĕ те кăсăклă пулĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.