«Тĕрĕсех тенĕ çултан пач пăрăнман…»

3 Фев, 2017

Шăпах çак ятпа нарăсăн 2-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕнче Геннадий Архиповăн — общество деятелĕн, журналистăн, ЧР XII суйлаври Аслă Канашĕн депутачĕн, ЧР пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Чăваш наци конгресне 16 çул ертсе пынăскерĕн — ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне халалланă фотокурав уçăлчĕ.

Геннадий Николаевич пурăннă пулсан пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, хăйĕн юбилейĕччен пурăнса çитеймерĕ вăл. Шăпах ăна асăнса йĕркеленĕ те çак фотокурава Сергей Журавлев, Алексей Леонтьев тата Эдуард Бахмисов. Унпа малтан Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче паллашма май килнĕ, халĕ акă — Патшалăх Канашĕнче. Каярахпа асăннă курава чăваш халăхĕшĕн пархатарлă ĕçсем тунă çыннăн тăван тăрăхне — Етĕрне районне — илсе каясшăн, шкулсенче çамрăк ăрăва кăтартасшăн. Сăнÿкерчĕксенче Геннадий Николаевич тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра сăнланнă: шкул çулĕсенче, салтакра, студент пулнă тапхăрта… «Коммунизм ялавĕ» хаçат ĕçченĕсемпе, СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа, Геннадий Волков этнопедагогпа, Чăваш Енри паллă ытти çынпа юнашар. Чĕмпĕрти пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче, казахсем патĕнче хăнара…

Фотокурава уçнă май ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Геннадий Архипов питĕ пуçаруллă та хастар çын пулнине палăртрĕ. ЧР Аслă Канашĕн депутатне суйланнăскер массăллă информаци хатĕрĕсемпе, общество организацийĕсемпе, граждансен юхăмĕсемпе çыхăну тытас тата халăх шухăш-кăмăлне тĕпчес енĕпе ĕçлекен комисси йышне кĕнине, чăваш чĕлхине сыхласа хăварас ĕçе пысăк тÿпе хывнине пĕлтерчĕ.

Унпа асăннă комиссире пĕрле ĕçленĕ Петр Краснов — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ — çав тапхăрăн хăйнеевĕрлĕхĕсем пирки аса илчĕ, ун чухне депутатсем хăйсемех нумай ыйтупа тата нумай енпе саккунсем çырнине каларĕ. Енчен те Раççей шайĕнче пĕр-пĕр ыйту çинчен калакан саккун пулмасан ăна регионсенчи депутатсем хăйсемех кăларма пултарнине аса илчĕ. Геннадий Николаевич «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна кăларас, каярахпа ăна пурнăçа кĕртес тесе нумай тăрăшнине пĕлтерчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ, ЧНК вице-президенчĕ Алексей Леонтьев Г.Архипов «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ тапхăра тата вăл ЧР пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ — культура, вĕренÿ, ăслăлăх тата массăллă информаци хатĕрĕсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ — пулнă /Алексей Петрович хăй те çак комитетрах тăрăшнă/, ЧНК лавне туртнă çулсене аса илчĕ. Геннадий Архипов «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ята çирĕплетес, культурăпа вĕренÿ сферисене, нацисен хутшăнăвĕсен аталанăвне пырса тивекен саккун акчĕсене хатĕрлес тата йышăнас ĕçе хастар хутшăннă. Çавăн пекех Чăваш Енре Республика кунне паллă тăвассипе çыхăннă йышăнăва хатĕрленĕ çĕре те хăйĕн тÿпине хывнă.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев Геннадий Архипов чăвашлăха аталантарас енĕпе çав тери нумай ĕçленине, республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне тăтăшах тухса çÿренине палăртрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Владимир Иванов профессор Геннадий Николаевич чăвашлăха парăннă паттăрсенчен пĕри, чăн-чăн кĕрешÿçĕ пулнине çирĕплетрĕ. Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ Леонид Софронов та ентешне ырăпа çеç аса илчĕ.

Фотостендпа кашниех кăсăкланса паллашрĕ. Валерий Филимонов спикер Патшалăх Канашĕнче ĕçленĕ çынсене асăнса çакнашкал куравсем татах йĕркелессе пĕлтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.