Аталану – пысăк тухăçлă техникăра
Çĕршывра ял хуçалăх продукцийĕ лайăх сутăннă тата ассортимента пуянлатса, экспортпа усă курса унăн производствине татах ÿстерме май пур чухне агропромышленноçа инвестици ытларах хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна аграрисем лайăх пĕлеççĕ. Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе — АПК организацийĕсемпе çыхăну тытса ĕçлекен пайĕн ертÿçипе Анатолий Николаевич ЕГОРОВПА продукци туса илекен çĕре инвестици хывасси çинчен калаçатпăр.
— Иртнĕ 5 çулта укçа чылай тăкакласа хуçалăхсем валли техника нумай туянтăмăр, çĕрĕçĕн технологине çĕнетрĕмĕр, производство объекчĕ вуншар турăмăр. Çавăнпа продукци, вăл шутра тĕштырă, маларахринчен чылай ытларах туса илтĕмĕр. Ун чухне хуçалăхсенче хура пусă хăварса тăпрана пулăхлатмастчĕç. Юлашки çулсенче хытă суха туса кĕрхи культурăсем акаççĕ. Вĕсен тухăçĕ çурхисенчен лайăхрах. Çакна 2016 çул та çирĕплетрĕ.
— Ĕç хатĕрĕсен хăватне ÿстеретĕр-и?
— Палăрмаллах хушрăмăр. Тăкака пĕчĕклетессишĕн харăсах темиçе тĕрлĕ ĕç тăвакан — тăпрана кăпкалатакан, сÿрелекен, çиелтен тикĕслекен, вăрлăх акакан, пĕрчĕ патне удобрени хывакан — агрегат туянчĕç. Асăннă кашни ĕçе маларах уйрăммăн пурнăçланă. Пĕлтĕр «Цивиль» общество К-500 трактор туянчĕ. Çуркунне культурăсене сарлака агрегатпа акасшăн. Хуçалăхра вĕсенчен те, выльăхран та тупăш илме вĕренсе çитнĕ. Сăвакан ĕне çеç 100 пуç. Пахчаçимĕç сутса та укçа тăваççĕ. Общество умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлассишĕн коллектив тăрăшса ĕçлет.
— Фермăсене модернизацилессипе ырă тĕслĕх пур-и?
— Киров ячĕллĕ хуçалăх 200 ĕне вырнаçмалли вите хута ячĕ. Унта пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5 пин ытла килограмм — виçĕм çулхинчен ытларах — сĕт сунă. Районта туса илекеннин 50 процентне яхăн çак хуçалăх завода ăсатать.
— Раççей Ял хуçалăх министерствин программисемпе субсиди илеççĕ-и?
— 2012 çулран пуçласа «Ĕç пуçаракан фермер» ятлипе 12 грант илчĕç. Сăмахран, Янкăлч ялĕнчи Валерий Никонов. 2014 çулта ĕне вити ĕçе кĕртрĕ. Арăмĕпе, икĕ ывăлĕпе, тăванĕсемпе сăвакан 50 ĕне, ытти выльăх пăхаççĕ. Гранта тивĕçнĕ çул Çеçпĕл ялĕнчи Иван Партасовăн çĕр 200 гектар çеçчĕ, халĕ — 1000. Иртнĕ çул кĕрхи культурăсем 800 гектар акрĕ. Олег Шпаков пахчаçимĕç çитĕнтерсе районти шкулсемпе садиксене тивĕçтерет. Техника çителĕклĕ.
— Пирĕн фермерсенчен ытларахăшĕ продукци пысăккăн туса илейменнине Канашсем те çирĕплетеççĕ.
— Çапла. Анчах нумайăшĕ производствăна ÿстерме тĕллев тытмасть, пĕчĕкпех çырлахать. Вĕсен кăмăлĕ çавнашкал пулĕ. Сиккасси ялĕнчи Сергей Качанов çемйи 8 ĕне усрать. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 4 пин килограмм сĕт сунă. ХФХ йĕркелесенех çĕрĕ 16 гектар кăначчĕ, паян — 200-е яхăн.
— «Фермер хуçалăхĕсем пĕчĕк, вăтам е пысăк пулаççĕ», — тесшĕн-и?
— Çапла. Александр Кондратьевăн та ХФХ тусанах сурăх 360 пуç пулман. Кĕтĕве çуллен пысăклатрĕ. Ашне Мускавра сутать. Çуллен 2 пин ытла хур çитĕнтерет, халăха, Канашри ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикине хур çăмартипе тивĕçтерет. Татьяна Захарова фермер та ĕçе кил хуçалăхĕнче пĕчĕкрен пуçланă. Каярахпа пĕрлехи хуçалăхран юлнă витене харпăрлăха илнĕ. Унта ĕне выльăх 50 пуç усраççĕ. Упăшки хулара çуралса ÿснĕ. Ялта пурăнаççĕ, вĕсен виçĕ ача. Татьяна тăваттăмĕшне çуратма хатĕрленет.
— Районта халиччен усă курман çĕр пур-и? Унпа мĕн тăвасшăн?
— Пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Иртнĕ çул 3 пине яхăн гектар сухаларăмăр. Çав шутра Ачча тăрăхĕнче — 300, Шаккăл таврашĕнче — 1700. Кунта ытларах техника культурисем туса илчĕç. Ытти çĕре те сухалаççĕ. Кăшнаруй, Ăвăспÿрт Кипеч таврашĕнчине инвесторсене тара парас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр.
— Хуçалăхсен кăтартăвне еплерех пĕтĕмлететĕр?
— Продукци сутса тунă укçа 2013 çулта — 305,5 млн, 2014 ç. — 215,5 млн, 2015 ç. 371 млн тенкĕлĕх пулнă. Çав çулсенче рентабельноç 4,2, 10,5, 14,4 процентпа танлашнă, таса тупăш 12,5 млн, 29,8 млн, 44 млн тенкĕ тунă, тăкаклă 5 предприятирен пĕрре те юлмарĕ.
— Районта çеç мар, республикăра та чапа тухнă «Канаш» колхоз паян мĕнле сывлать?
— Вăл ЯХПК чухне ăна азербайджансем туянса ООО турĕç. Темиçе çул ĕçленĕ хыççăн пăрахса кайрĕç. Унта конкурс производстви кĕртсен вĕсем Раççей Перекет банкĕнчен илнĕ кредита Канашри ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики туянчĕ. Вăл хуçалăхăн çĕнĕ хуçи теме юрать ĕнтĕ. «Канаш» колхозăн пулнă çĕрсем çинче кайăк-кĕшĕк валли тĕштырă çитĕнтересшĕн. Ял хуçалăх производстви хушăнсах пынине кăтартакан тĕслĕх татах илсе кăтартма пулать. Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: районта паянхи тĕллевсене тивĕçтерекен ĕçсем сарăлсах пыраççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать