Ялта купăсçă ылтăнран та хаклă
«Ялта купăс калама пĕлекен пирĕн хыççăн тек çук темелле. Эпир пĕр вăхăтрисем Анатолий Егоровпа иксĕмĕр купăс калатпăр. Пирĕнтен кĕçĕнреххисем /40-рен çамрăкраххисем/ çак ăсталăха алла илеймен. Мана туя купăс калама тăтăшах чĕнеççĕ. Ĕçкĕçе тухасран хăраса ывăлăма та купăс калама вĕрентместĕп. Хам эпĕ пач та ĕçместĕп. Музыка инструменчĕ калама çамрăксем вĕренесшĕн пулĕ-ха, анчах халĕ купăсне туянаймастăн. Чи йÿнни те 50-60 пин тенке яхăн тăрать те», — калаçăвне çапларах пуçларĕ Шăмăршă районĕнчи Виçпÿртре пурăнакан Федор Малов.
Ăста купăсçăпа тĕл пулма сăлтав та пурччĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăл Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăваш Улхаш ялĕнче клуб заведующийĕнче ĕçленĕ Родион Кириллов баяниста асăнса регионсен хушшинчи фестивале хутшăнса купăсçăсен йышĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. Унта 20 ытла ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Федор Малов куракансене чăваш кĕввисене каласа савăнтарнă. Вăл çармăс, ирçе, тутар кĕввисене те кăларать. Чăваш халăх юррисене кăмăллать. «Самартан илтĕм», «Атăл урлă каçма та хунă» — чи юратнисем. Федор Арнольдович Пуянкассинчи «Ахаяс» фольклор ушкăнĕн купăсçи. Тĕрĕссипе, тепĕр купăсçă та пур-ха «Ахаяссен», пĕри Мускавра чухне тепри купăс калать. Çапла пĕр-пĕринпе улшăнса тăраççĕ. Пурнăçĕ çапла хистет.
Федор Малов музыка тĕнчипе фольклор урлă çывăхланнă. Вунçиччĕре чухнех Виçпÿрт Шăмăршăри «Сурпан» фольклор ушкăнне çÿреме пуçланă. Маларах хăйĕн пултарулăхĕпе шкулта савăнтарнă. Купăс калама ултă çултах вĕреннĕ. Çак пултарулăх арçын ачана ашшĕнчен Арнольд Федоровичран куçнă. Ун чухне вĕсен килĕнче икĕ-виçĕ купăс та пулнă. «Сурпан» фольклор ушкăнĕпе Самар облаçĕнчи ялсене гастроле кайнăччĕ. Унта мана асăрхакансем пулнă-тăр, Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрăмне чĕнсе илчĕç. Вĕренме çăмăллăнах кĕтĕм. Икĕ çултан çемьери лару-тăрăва пула яла килтĕм. Зинаида Козлова преподаватель /«Уяв» ансамбль ертÿçи/ пăрахтарасшăн марччĕ. Пĕр хушă Виçпÿрт Шăмăршă клубĕнче ĕçлерĕм. Çав çулсенче балетмейстер та, аккомпаниатор та пулнă. Пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи, клуб заведующийĕ — уйрăм штатсемччĕ. Вăл тапхăрта ĕçлеме çăмăлрахчĕ. Колхоз пулăшса, хавхалантарса пынă. Халăхĕ те нумайрах çÿренĕ. Ĕç укçи пысăкчĕ. Халĕ арçын культура сферинче ĕçленипе çемйине тăрантараймĕ. Шкулта та вăй хутăм. Кайран вара Мускавра ĕçлеме тытăнтăм. Хутран-ситрен «Ахаяс» фольклор ушкăнĕпе купăс калама çÿретĕп. Чылай çул ĕнтĕ çапла. Фольклор ушкăнĕнче маларах штатра та шутланнă. Кÿршĕ ялсене, районсене, республикăсене гастроле çÿренĕ. Мускавра та пулнă. Тепĕр купăсçа Николай Андреева та чĕнетпĕр хамăр йыша», — паллаштарчĕ Федор Арнольдович. Унăн ашшĕпе амăшĕ те хăй вăхăтĕнче «Сурпан» фольклор ушкăнне çÿренĕ. Ун чухне «Сурпан» халăх ячĕллĕ пулнă. Шел те, халĕ саланнă ĕнтĕ вăл. Шăмăршă тăрăхĕнче паян «Ахаяс» — ырă ят çĕнсе илнĕ ушкăн. Унта аслă ăрури хĕрарăмсем ытларах çÿреççĕ. Тата тăватă арçын. «Арçынĕсене явăçтарма пулать-ха, анчах вĕсем Мускава е Чĕмпĕре ĕçлеме каяççĕ те пур чухне те концертсене хутшăнаймаççĕ. Юрлас-ташлас текенсем пур, анчах пурнăçĕ çÿреттермест. Халĕ ав хĕрарăмсем те ĕç шыраса инçетри хуласене кайма пуçларĕç», — чăнлăха пытармарĕç «Ахаяссем». Вĕсемшĕн çÿлерех асăннă икĕ купăсçă ылтăнран та хаклă.
«Ахаяс» фольклор ушкăнĕн купăсне 1992 çулта туяннă. Çав купăса янăраттаратăп концертсенче. Килте купăс çук. Ăна туянмалăх мулăм çук. Манăн, тĕрĕссипе, ачасене, çамрăксене вĕрентме те шухăш пур. Анчах вĕсене мĕнпе вĕрентĕн? Ялта хăшĕ-пĕрин купăс пур, анчах çынсем хаклă япалана парасшăнах мар. Çынран ялан ыйтас та килмест. Ялта хăй вăхăтĕнче эпĕ «Сурпан» çумĕнче арçынсен инструмент ансамбльне йĕркеленĕччĕ. Темĕн тĕрлĕ инструмент та пулнă ун чухне. Спектакльсем те лартнă, хаваспах вылянă. Районĕпе кĕрленĕ. Фольклора юратма вĕрентнĕшĕн манăн паян вĕрентекенĕмсене Зинаида Козловăпа Илья Сакмарова тав сăмахĕ калас килет. Пĕрле вĕреннĕ, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Владимир Верликов та /халĕ «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕн ертÿçи вăл. — Авт./ ăсталăха ÿстерме пулăшрĕ. Унпа паян та çыхăну тытатпăр. Çакна та калам: мана паян ялта ĕç çукки питĕ пăшăрхантарать. Никам та ахаль укçа парасса кĕтмест. Ĕçлĕччĕç пурте, анчах ĕçĕ çук. Вăтăрти арçынсем çемйине пăрахса Мускава тухса каяççĕ. Мăшăрсем капла уйрăлма та пултараççĕ. Çавăнпах культура та пĕтсех пырать. Клубсем хупăнаççĕ. Виçпÿрт Шăмăршă клубне паян ав çур ставка кăна панă. Фольклор ушкăнне çÿрекенсене юрлаттарма тесе чĕнеççĕ те чунăм чăтмасть — каятăп. Ялти культурăшăн çунакансем мана хăйсен кĕсйинчен тÿлеççĕ. Эпĕ вĕсенчен ыйтмастăп та ĕнтĕ... Çапах культурăпа çыхăннă профессие суйланăшăн ÿкĕнместĕп. Ĕç çукки кăна: «Мĕншĕн яла юлтăм-ши?» — тесе шухăшлаттарать. Шел, хулари сцена çинче те курмалли çук паян. Телевизор пăхатăн та — пĕтĕм пылчăк кăна. Сцена çине нухратшăн тата хăйсене кăтартассишĕн кăна тухаççĕ. Капла пулсан культура институтĕнче фольклор уйрăмĕ те пĕтме пултарать. Ĕç çук пулсан кам пырса вĕрентĕр?» — шухăшне палăртрĕ Федор Арнольдович.
Федор Малов пурнăç çăмăлланасса, лару-тăру улшăнасса кĕтет. Купăс калакан йышĕ ÿсессе, «Кала, хуткупăс» йышши конкурссем йĕркелессе шанать. Хальлĕхе вара... «Мĕн ĕмĕчĕ ĕнтĕ пирĕн ялта? Ыран çиме çăкăр пултăр тетпĕр», — çапла каласа ăсатрĕ вăл мана.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать