Медицина вăйне шанмалла

3 Фев, 2017

Чир-чĕртен пурте хăратпăр, усал шыçăран пушшех. Ку амак пирĕн хутлăхра кăна мар, тĕнчипех сарăлса пырать. Ăна пула пурнăçран уйрăлакансен йышĕ чĕрепе юн тымарĕн чирĕпе нушаланакансенчен те ытларах. Инкек юнашарах-мĕн: пире пырса тивмессе шанса асăрхаманçи тусан та кĕтмен çĕртен çапса антарать, пин-пин çыннăн кун-çулне икке — пурăнса ирттернĕ тапхăра тата умри кунсене — уйăрать.

Пĕччен хулă пулас марччĕ

Чире аталанăвăн малтанхи тапхăрĕнче тупса палăртсан тухтăрсем чылайăшне пулăшĕччĕç. Шел, амак шала кайнă тĕслĕх сахал мар. Инкеке лекнисене сиплемешкĕн хальхи йышши кăткăс оборудовани, хаклă эмел, пысăк квалификациллĕ врачсем пурри кăна çителĕксĕр. Чи малтанах ку енĕпе çын ăс-тăнĕнче, шухăшлавĕнче пысăк улшăну пулса иртмелле: пурăнма хистекен туртăм çĕнтермелле. Хăрушă амак медицина ыйтăвĕ кăна маррине чунпа-юнпа туйса илмелле тата пĕрлехи — влаç, бизнес, общество — вăйпа унпа кĕрешмелли витĕмлĕ мелсем шырамалла.

Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕ курăмлă: ачаллă çемьесене, йывăр шăпаллисене хÿтĕлет, тантăшĕсене обществăра тивĕçлĕ вырăн йышăнма майсем туса парать... Çавăнпа пĕрлех асăннă организаци ертÿлĕхĕ ентешсен сывлăхне упрамашкăн, уйрăмах усал шыçăпа нушаланакансене ура çине тăратмашкăн, сумлă тÿпе хывнине чи пархатарлă туртăм тесе хакламалла.

Хастарсем ĕçе 2013 çултах кÿлĕннĕ. Чÿк уйăхĕнче Мускавра уçăлнă Пĕтĕм Раççейри онкопсихологсен съездне хутшăннă хыççăн хăй пекех хастарсен чун хавалĕпе тытăнса тăракан тытăмăн ертÿçи Ольга Зайцева тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман психотерапевчĕ Елена Калинина усал шыçăллă пациентсене социаллă тата психологи реабилитацийĕпе тивĕçтерес енĕпе хĕрарăмсен юхăмне йĕркелесе «Пурнăçшăн» проект хатĕрленĕ, конкурсра çĕнтернĕ, ăна ĕçе кĕртмешкĕн 296 пин тенке тивĕçнĕ. Çапла тухтăрсемпе психологсем, общественноç пĕрлехи вăйпа чирлĕ çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тата амакпа кĕрешмешкĕн пациентсене хавхалантарма пикеннĕ.

Асăннă проектпа килĕшÿллĕн диспансерта ун чухнех пациентсене психологи пулăшăвĕпе тивĕçтермелли ятарлă пÿлĕм йĕркеленĕ. Хăрушă диагноз пирки пĕлнĕ е йывăр операци тÿссе ирттернĕ хыççăнах специалистсем хÿтте илнипе пациентсем лару-тăрăва чăнлăхпа çыхăнтарса хакламашкăн хăнăхса пыраççĕ, лăпкăрах пулма тăрăшаççĕ.

Пурте — пациент ырлăхĕшĕн

Ырă улшăнусене кура каярахпа «Пĕрле эпир пултармаллах» программа вăй илнĕ. «Тимлĕхпе сиплетпĕр» проект — малтанхисен тăсăмĕ. Ольга Зайцева шухăшĕпе — пурин сехрине те хăпартакан амак алăкран шаккасан пациентăн шанчăка çухатмасăр йывăр инкекре пĕччен юлманнине, хăйне пулăшакан службăсем пуррине пĕлсе тăмалла, кăмăла хытарса кун-çулăн çĕнĕ тапхăрне кĕтсе илмешкĕн талпăнмалла.

Пациентсене социаллă тата психологи реабилитацийĕпе тивĕçтерес енĕпе палăртнă тĕллевсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем тата сиплевçĕсем Республикăри онкологин клиника диспансерĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире паллаштарчĕç. Асăннă мероприятие ирттермешкĕн психологсен пÿлĕмне суйласа илни те сăлтавсăр мар. Ăна пациентсене меллĕ пултăр тесе майлаштарнă: йывăр шухăш-кăмăла сирекен кĕвĕ чуна тыткăнлать, пысăк экран çийĕн «шăвакан» асамлă ÿкерчĕксем тинĕс шавĕпе, тăван тавралăх илемĕпе киленме йыхравлаççĕ. Ларса е выртса канмалли вырăн та ахаль йышши мар — ÿт-пĕве те, чуна та çăмăллăх кÿрет.

«Тимлĕхпе сиплетпĕр» программăпа килĕшÿллĕн чирлĕ çынна, çав шутра операци хыççăнхи условисенче, пăхса усрамалли хальхи йышши мелсене тата хатĕрсене пациента хăйне тата унăн çывăх çыннисене ятарласа йĕркеленĕ центрта /ăна Пĕтĕм тĕнчери онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли кун тĕлне уçнă/ хăнăхтараççĕ. Общественноçпа медиксем çак тиеве туртмашкăн пĕрлехи вăйпа кÿлĕннĕ май йывăрлăха лекнисене физиологи, психологи тата социаллă ыйтусене уçăмлатма пулăшаççĕ.

Проект консультанчĕ, Республикăри психиатри больницин тĕп врачĕ Елена Калинина психологи пулăшăвĕн Чăваш Енри служби пекки медицинăн çакăн йышши ытти учрежденийĕнче хальлĕхе çуккине уйрăммăн палăртрĕ. «Çынсем усал шыçăпа чирленине пĕлсен умра çĕнĕ пурнăç кĕтни, ăна пĕчченлĕхре ирттерме тивмесси пирки ăнланса илме пултарччăр тесе тăрăшмалла. Кун пек чухне йывăрлăхран хÿтĕлекенсем, пулăшакансем, хавхалантарса тăракансем юнашарах пулассине ĕнентермелле. Реабилитацин шанчăклă мелĕсем те чуна лăплантарĕç: сенсор пÿлĕмĕ, тĕслĕхрен, кăмăл-туйăма хăтлăх кÿрĕ, ĕмĕт-тĕллеве çирĕплетĕ», — ĕнентерет Елена Валерьевна. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — вырăн çинчен тапранайман пациента пăхмалли медицина технологийĕсем çĕнелсех пыраççĕ. Вĕсемпе усă курмашкăн чирлине хăйне те, çывăх çыннисене те хăнăхтарма ятарлă курс уçма, ку енĕпе ĕçлекен специалистсен реестрне йĕркелеме палăртаççĕ.

Социаллă ĕçченсем, волонтерсем пулăшĕç

Шупашкар хулинчи халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр директорĕ Ренада Федорова пĕлтернĕ тăрăх — онкологи диспансерĕпе çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх унашкал специалистсемпе вăл ертсе пыракан тытăм тивĕçтерме пултарать. Хевтесĕр çынна пăхмашкăн кăмăл тăвакансен йышĕ информаци базинче 25-рен иртет: вĕсем — хăйсен профессийĕпе чылай çул ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ тивĕçлĕ канури çынсем, пултаруллă социаллă ĕçченсем, медиксем. Сăваплă юхăма Хĕрлĕ Хĕрес обществин ыркăмăллăх сестрисене хутшăнтарма, волонтерсен юхăмне вăй илтерме шухăшлаççĕ.

Диспансерăн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Шаржанова çирĕплетнĕ тăрăх — реестра хатĕрленĕ чухне пациентсем вăй-хала тĕреклетмелли мĕнпур меле тивĕçме пултараслăха тĕпе хураççĕ, çавна май психологи пулăшăвĕпе социаллă хÿтлĕхĕн тулли тытăмне туса хумалла.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп онкологĕ Сергей Агафонкин палăртнă тăрăх — асăннă проектăн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри информаци тата халăха çутта кăларас ĕç шутланать. «Усал шыçă, ăна мĕнлерех палăртасси тата амакпа кĕрешесси çинчен çынсен пĕлмеллех тата хăрушă амак улăштарма май килмен йышăну маррине ăса хывмалла, диагноз кăна пулнине ăнлантарса пама пĕлмелле. Чылай чир-чĕре, çав шутра рака та, парăнтарма вĕренсе çитрĕмĕр. Пирĕн пациент шутланнисем темиçе çул иртсен диспансера ырлăх-сывлăхпа килсе çÿрени çакна аван çирĕплетет», — терĕ тĕп онколог.

Пресс-конференци хыççăн журналистсем хирурги корпусĕнче, сенсор пÿлĕмĕнче пулчĕç, реабилитаци уйрăмне çитсе курчĕç, пациентсем тата вĕсен тăванĕсем валли йĕркеленĕ шкулта вырнаçтарнă оборудованипе — хăнăху илмелли манекенпа, тренажер залĕпе, релакс-холпа паллашрĕç.

Медицина вăйне шанмалла

«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçу та усал шыçăпа нушаланакансене тата вĕсен тăванĕсене сиплев вăхăтĕнче медиксемпе тачă çыхăну тытмалли çинчен пĕлтерсе тăнин пĕлтерĕшĕ пирки пычĕ.

«Тимлĕхпе сиплетпĕр» проекта республика ертÿлĕхĕ те тивĕçлипе хаклать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура онкологипе чирлекенсене пулăшассине уйрăммăн палăртнă: «Пĕлтĕр Чăваш Енре пысăк технологиллĕ çĕнĕ объект — Республикăри онкологин клиника диспансерĕн хирурги корпусĕ ĕçлеме пуçларĕ. Регионсен хушшинчи Ядерлă медицина центрне туса хуни онкологи енĕпе паракан пулăшăва лайăхлатас ĕçĕн тепĕр тапхăрĕ шутланать. Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕллевĕ — палăртса хунине пурнăçа кĕртесси тата онкологипе чирлĕ пациентсене диагностика ĕçĕнчен пуçласа пысăк технологиллĕ сиплевпе тата реабилитаци пулăшăвĕпе тивĕçтерекен хупă цикл туса хурасси пулса тăрать. Çынсене çакнашкал диагноз ан хăраттăр. Пациентсен медицина вăйлă иккенне, онкологи вара иртекен чир пулнине çирĕппĕн шанса тăмалла».

…Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх — сиплев ăнăçлăхĕ пациентран хăйĕнчен те, унăн ĕненĕвĕнчен, талпăнăвĕнчен, килет. Çавăнпа специалистсен çыннăн шикленÿлĕхне сирме пултармалла, ăнтăлăвне вăй илтермелле, чунĕнче шанчăк çуратмалла, унсăрăн хальхи йышши чи кăткăс оборудовани те, пысăк технологиллĕ медицина та, ылтăн алăллă врач та пулăшаймĕç. Çакна тĕпе хунă та ĕнтĕ хĕрарăмсен канашĕ пуçарнă «Тимлĕхпе сиплетпĕр» проектра.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.