Чĕрĕп шăши тытать-и?
Чĕрĕп килти шăшисене тытать теççĕ, тĕрĕсех-и?
Владимир ВОЛКОВ.
Çĕрпӳ районĕ.
Чĕрĕп вăрманта, уй-хирте, çынсемпе юнашар — сад-пахчасенче — пурăнать. Чĕрчунăн куçĕсем вăйсăртарах, шăршă лайăх пĕлет, хăлхи — çивĕч. Çут çанталăкра чĕрĕп 5 çула яхăн пурăнать. 6 çултисене нумай пурăннисен йышне кĕреççĕ. Нӳрĕ, йĕпе вырăна чĕрĕп юратмасть. Çуллахи çумăра та кăмăлламасть, çумăр килнине сиссенех йăвине кĕрсе пытанать. Ăна типĕ çĕрте çавăрать: йывăç тымарĕсем хушшине, хыт-хура, çатрака айне. Çын пурăнакан вырăнсенче час-часах çăмăл сарай, капан, вут шаршанĕ айĕнче тупма пулать унăн йăвине.
Чĕрĕпĕн çулла апат нумай çимелле, çу пуçтармалла. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче е чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче чĕрĕп ыйха путать, ака уйăхĕнче вăранать. 127 куна яхăн çывăрать. Ыйхăран вăраннă чĕрĕп питĕ начар, вăйсăр. Хăшпĕр чухне çуркунне вăраннă чĕрĕп апат тупса вăй илеймесĕрех вилет. Хăшпĕр чĕрĕп ыйхăран вăранаймасть те.
Çуркунне кăшт вăй илнĕ чĕрĕпсем çемьеленеççĕ. Анчах та ами çăвăрлас умĕн аçи ăна пăрахса тарать. Ама 3-7 çура тăвать. Чĕрĕп çурисем суккăр, шурă тĕслĕ тата пачах та йĕпленчĕк мар çуралаççĕ. Вĕсене амăшĕ сĕтпе, кăшт аталансан тытса килнĕ хурт-кăпшанкăпа тăрантарать. 1,5-2 уйăхран чĕрĕп çурисем хăйсем тĕллĕнех тăранса пурăнма вĕренеççĕ. Çемье тĕрлĕ енне саланать.
Мĕн çисе пурăнать-ха чĕрĕп? Пахчаçимĕç, тымар, ӳсен-тăран вăрри, вĕтĕ чĕрчунсем, калта-шапа, кайăк чĕппи, çăмарта, йăмпăлчăк /слизни/, ăман, хурт-кăпшанкă — тиркемест вăл. Чупакан йăрă шăшие, йĕкехӳрене тытаймасть, анчах та вĕсен çитĕнсе çитмен çурисене тытма пултарать. Мулкач çурине тĕл пулсан та йăвине сĕтĕрсе каятех.
Пахчана хурт-кăпшанкăран пĕр чĕрĕп тасатса тăраймасть паллах. Чĕрĕп çӳрекен вырăнтан çĕлен-калта тарать. Мĕншĕн тесен çĕлен çурисене пĕтерсе тăрать вăл.
Чĕрĕп — çынсене килĕшекен чĕрчун. Çавăнпа ăна хăшĕ-пĕри килте усрама тытăнать. Анчах та ас тăвăр: чĕрĕп чи таса мар тирлĕ чĕрчунсенчен пĕри. Унăн йĕпписем çинче тĕрлĕ сăвăс, микроскоппа çеç курăнакан пыйтă тем чухлех. Йĕпписене тасатса тăрайманнинчен килет çакă. Аманнă, сусăрланнă чĕрĕпе ăнсăртран тĕл пулсан пулăшу кӳни вырăнлă. Сывалсассăн ăна каялла çут çанталăка ямалла. Вĕсем ирĕкре хăйсене аванрах туяççĕ. Çут çанталăкра ĕрчесе пурăнаççĕ, тĕнчене илем кӳреççĕ.
Комментировать