«Тӳрĕ тӳлев» проект

2 Фев, 2017

«Тӳрĕ тӳлев» пилотлă проект 2011 çулта икĕ регионта хута кайнă /Чулхула облаçĕпе Карачай-Черкес Республикинче/. Унтанпа Раççейри 20 регион «Тӳрĕ тӳлев» çине куçнă. Вĕсен йышĕ çулсерен хушăнса пырать. 2019 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре те сăнавлă проект хута кĕмелле.

Çĕнĕлĕх мĕн енĕпе лайăх? Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - вăхăтлăх ĕçлейми пулнипе, малашлăхпа çыхăннă обязательнăй социаллă пособисене страхланă граждансене шутласа парассине, тӳлессине малашне автоматизацилеççĕ.

Унăн тĕллевĕ:

- граждансене социаллă хӳтлĕх парассине ӳстересси;

- страхлакансен пособипе çыхăннă ĕçне-хĕлне лайăхлатасси, тăкака чакарасси;

- пособи тӳлевне палăртассине, тӳлессине уçăмлатасси;

- пособи палăртнă, шутласа панă чухне саккуна пăсасран асăрхаттарасси.

«Тӳрĕ тӳлев» проект организацин çаврăнăшри укçине перекетлеме пулăшать. Ĕçлекен çын умĕнчи финанспа çыхăннă социаллă обязательствăсем туллин пурнăçланас шанăç ӳсет. Ку ĕçсене малашне социаллă страховани фончĕ хăй пурнăçлĕ.

Çĕнĕлĕх страхланă çыншăн та усăллă. Вăл ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетекен хут кăтартнă хыççăн 10 кунра тӳлев илет. Çакă предприятин финанс лару-тăрăвĕпе çыхăнман. Пособие тĕрĕс шутласа парĕç.

Фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ проектпа çыхăннă мероприятисен планне - «Çул картти» - хатĕрленĕ ĕнтĕ. Унпа килĕшӳллĕн çĕнĕлĕх пирки халăхра, страхлакансем хушшинче ăнлантару ĕçне тума тытăнмалла. Çав шутра отчета электронлă майпа йĕркелесси, вĕренӳ семинарĕсем ирттересси тата ытти те.

Лариса НИКИТИНА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.