Ял пурнăçне кăмăллакан Типшĕм Андрей

2 Фев, 2017

Шупашкарта пурăнакан Андрей çулталăкăн кашни вăхăчĕпе кăмăллă. Хĕлле сивĕрен хăраманскер тăвайккинчен ярăнать. Кĕркунне вăрманта сарă, хĕрлĕ, симĕс çулçăсем пуçтарма ухута. Çуркунне хĕвел ăшшинче тумла пăт-пат тумланине, кайăксем савăнăçлăн чĕвĕлтетнине, çырмасенче шарласа шывсем юхнине итлесе хĕпĕртет. Çулла çитсен вара юрла-юрла пĕчĕк кутамккине теттисене чикет те яла, кукамăшĕпе кукашшĕ патне, Елчĕк районĕнчи Курнавăша васкать.

Çар çынни пулăп эп!

Шупашкарти 151-мĕш садике çӳрекен улттăри Андрей теттисемпе вылянă вăхăтра яланах юрлать. Ара, пысăк сцена çине те пĕрре мар тухнăскер шăпăрт лараймĕ. Çакна кура паллакансем, тус-пĕлĕшĕ ашшĕнчен, Типшĕм Сашукран:

— Ывăлна та хăвăн пекех юрăçă тăвасшăн пуль-ха? — тесе кăсăкланать.

— Çу-у-ук, килте пĕр юрăçă пур. Çитет. Январĕн 12-мĕшĕнче, прокурор кунĕнче çуралнăскере прокурорах тăвасшăн, — хуравлать вăл çапла самант-рах.

Андрей сцена çине пĕрремĕш хут утма пуçласан, сакăр уйăхра, ашшĕн концертĕнче хĕреснеашшĕпе Андрей Шадриковпа тухнă. Ун хыççăн каллех халăх умне васканă пĕчĕкскер. Юратнă çыннипе юрă шăрантарнă...

Арçын ача вунă уйăх тултарсан тухтăрта вăй хуракан амăшĕ, Татьяна Владимировна, ĕçе тухнă. Çакна пула Андрей ытларах ашшĕпе вăхăт ирттернĕ. Асли концерта хатĕрленнĕ май, кĕçĕннине пĕрле студие, репетицие илсе çӳренĕ. Андрейшăн çак кунсем хăйне евĕр кăсăклă иртнĕ... Çавăн пекех Типшĕмсем пĕр пек тăхăннă, парикмахерскинче те пĕр пек прическа кастарнă. Пĕтĕм чун хавалĕпе гитара каланă.

Ĕнтĕ паян пĕчĕк Типшĕме урамра та, лавккара та — кирек ăçта та палласа илеççĕ.

— Типшĕм Андрей вĕт ку! Пулас юрăçă! — хавхаланаççĕ хăпартлансах.

Ӳссен Андрей ашшĕ çулĕпе кайĕ е урăх професси суйлĕ? Ку ыйтăва вăл татăклăн хуравлаймасть-ха хальлĕхе. Официант, оператор, рокер пулас ĕмĕт канăç памастчĕ-ха ăна ку таранччен. Ĕнер телевизорпа çар çыннисем пирки мультфильм курчĕ те:

— Атте! Эпĕ урăх никам та мар, пограничник пулатăп! — савăнăçлăн сиккелерĕ вăл çав самантра. — Кур-ха, кур! Çар тумĕ тăхăннă, çӳллĕ пӳллĕ çамрăк. Ух! Мĕнлерех вăл! Чĕн пиçиххипе пилĕкне туртса çыхнă. Пуçĕнчи карттусне симĕс тĕспе тыттарнă. Пограничник, акă кам пулатăп эпĕ те, атте!

Пĕтĕм чун хавалĕпе пӳлĕм тавралла тĕпĕртетрĕ те вылямалли машинисене çӳлĕк çинчен илчĕ.

— Çар çыннин техникăна лайăх пĕлмелле. Çавăн пекех тирпейлĕх пирки те манас çук. Унсăр пуçне техника тасалăха кăмăллать, — тесе пультпа машинине урай варринче чуптарма тытăнчĕ.

Чăнах, пысăк çын пек калаçать вăл. Темиçе çул каялла илсе панă теттисем паянхи кун та вĕр çĕнĕ авă. Вылянă хыççăн урай варрине вĕсене сапаласа хăвармасть, арăш-пирĕш тыткаласа çĕмĕрмест. Кашни теттин хăй вырăнĕ пур. Тепĕр чухне тусĕсене те хăйĕнчен тĕслĕх илме сĕнет.

 

Атте, хăçан яла каятпăр?

Ял тесен-и? Пуçăннă ĕçне пăрахса, пĕчĕк кутамккине хăпăл-хапăл çурăм хыçне çакса хваттертен тухса кайма хатĕр. Анчах хальлĕхе ăна пĕччен çула тухма никам та ирĕк памасть. Çавăнпа вăл кукашшĕпе кукамăшĕ Владимир Михайловичпа Валентина Александровна Порфирьевсем патне час-час шăнкăравлать. Ял пурнăçĕпе кăсăкланать. Лешсем те мăнукĕшĕн тунсăхланăскерсем:

— Хăçан яла килетĕн? Выльăхусем те сана курасшăн, — тесе ăшшăн калаçаççĕ.

Ах, çуначĕсем пулсан-и? Паянах Курнавăша вĕçнĕ пулĕччĕ Андрей! Чи малтанах пӳрте те мар, сарайне чупса кĕрĕччĕ. Чĕлхесĕрскерсене пурне те ыталаса ачашлĕччĕ. Тус-юлташĕсемпе кĕреçе тытса окоп чавĕччĕ, йывăç çинчи сырăшсем çине кайăксем валли апат хурĕччĕ, тăвайккине çуна сĕтĕрсе чупĕччĕ...

Çакнашкал калаçу хыççăн ашшĕ-амăшĕ çумне сухăр пек çыпçăнать арçын ача.

— Атте, анне хăçан яла каятпăр?

— Эрне варринче май çук, ĕçлетпĕр. Эрне кунччен е шăмат кунччен чăт-ха, вара çула тухăпăр, — илтет вăл çакнашкал хурав.

— Эх, хăçан çулла çитет-ши? Çăвĕпех ялта пурăнатăп! Унта савăнмалли тем чухлех. Сурăхсене сыхланă вăхăтра пĕр кайăк сассине итлесе тăнă хушăра тепри юрласа ярать. Маттур шăпчăк та вăрмана янратать. Симĕс çулçă витĕр хĕвел çути ӳкни, лĕпĕшсем вĕçни — пурте савăнтарать, — хăпартланать пĕчĕксер.

Паян та ялшăн, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхшĕн тунсăхлать Андрей. Куçĕ умне ачаш ĕни, çăкăр чĕлли çиме юратакан сурăхĕсем шуса тухаççĕ те пĕчĕк тути йăл кулать.

— Кукамай вĕсене çăнăх пама манмасть-ши? Кукаçи тата техĕмлĕ утăпах савăнтарать-ши? Шывне вăхăт-ра параççĕ-ши? Е тата епле сивĕсем пулчĕç те каçсерен витене хупрĕç-ши? — калаçать вăл хăйпе тепĕр чух.

Тунсăха сирес тесе алла кăранташпа шурă хут илсе ӳкерме тытăнать. Шухăшĕпе каллех ялта. Акă, ĕне ӳкерет. Умĕнче — ула-чăла пăрушĕ. Çурăмĕ çинче хăйма тăкнă тейĕн — унта та кунта шурă лаптăксем курăнаççĕ... Авă, инçех мар хур-кăвакал, чăххи-чĕппи...

— Ывăлăм, аслаçу та выльăх тухтăрĕ пулнă, эсĕ вара йăлтах ăна хывнă. Картишри кашни чуншăн пăшăрханатăн, вĕсене хĕрхенетĕн. Кукамупа кукаçу ялĕнче те ферма заведующийĕ пекех эсĕ. Куçна уçнă-уçманах картише чупса тухатăн. Атя, пуçри шухăшсене аталантармалла алла гитара тытар-ха, — тет ашшĕ ывăлĕпе ăшшăн калаçса.

...Тĕлĕкре те Андрей Курнавăшра. Ир-ирех сысна витине çурасене курма чупса кĕчĕ.

— Çуллахи кун пулсан, валашкара чăпăл тăвăттăм сире. Супăньпе çăвăттăм, çемçе мунчалапа сăтăрăттăм. Çыпçăнăр лайăхрах, çыпçăнăр аннĕр çумне, — вĕçĕмсĕр калаçрĕ вăл çурасемпе. — Чим, эсĕ чи пĕчĕкки мĕн çухăратăн? Ак тепре тытса чăмăртам-ха сана. Хытă кăшкăрнăшăн ачашшăн хăлхуна лăскам. Ну, ăçта кайса тăтăн? Кĕтесе кайса хĕсĕнтĕн-и? Кил, кил кунталла. Чим, аннӳ мĕн стена еннелле çаврăнса выртнă? Тăр-ха, тăр, ак кунта вырт. Хуллентерех, хуллентерех çĕклен, çурусене хăратса пăрахăн. Ну, вырт халĕ.

Йăл кулса вăранчĕ Андрей, анчах хăй хулара пулнине аса илчĕ те чунĕ пусăрăнчĕ. Юнашар выртакан ашшĕне кăлт! тĕксе:

— Атте, хăçан яла каятпăр? — терĕ.

...Кукашшĕпе кукамăшĕн, аслашшĕпе асламăшĕн чĕлхине аван пĕлекен Андрей пысăк ĕмĕтпе пурăнать. Ашшĕпе амăшĕ ăна пĕр-пĕр кун пĕчĕк шăллĕне парнелессе кĕтет.

— Юлташсен шăллĕ е йăмăк пур. Манăн вара вăл та, ку та çук. Эсир ăна парнелесен, эпĕ ăна юрласа çывăрттарса янă пулăттăм. Сăпка юррисене те вĕренĕттĕм ун чухне. Кăшт пысăк-лансан атте, эпĕ тата ВĂЛ халăх умне тухăттăмăр, — хăпартланать Андрей çунатлă ĕмĕт авăрĕнче вĕçнĕ май.

Апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнче вара Типшĕм Андрей çĕнĕ юрăпа сцена çине тухма ĕмĕтленет. Унччен вăхăт пур-ха, анчах шутлă кунсем хăвăрт, сисĕнмесĕр иртессе пĕлет вăл. Çавăнпа пысăк уява хатĕрленме тытăннă та.

— Унччен кукамайпа кукаçи патне çитсе килмелле, сцена çине тухма ялтан вăй-хăват илсе килмелле, — тет вăл юратнă çыннисене.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

СĂНӲКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Егоровсен çемйи; сцена çинче пĕчĕк Андрей; кĕтӳре мороженăй тата тутлăрах.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.