Вулакансем корреспондентсемпе тĕл пулчĕç

2 Фев, 2017

Нумаях пулмасть республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлӳпе наци литературин уйрăмĕнче «Самант» журнал корреспонденчĕпе Нина Царыгинăпа тата «Тантăш» хаçат корреспонденчĕпе Лариса Петровăпа тĕлпулу иртрĕ. Унта Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем хутшăнчĕç.

Библиотекарь тĕлпулăва пуçтарăннисене çамрăксен «Самант» журналĕ нарăс уйăхĕнче 88 çул тултарассине пĕлтерчĕ. Унăн пĕрремĕш номерĕ 1929 çулхи нарăс уйăхĕнче 3 пин экземпляр тиражпа «Хатĕр пул» ятпа тухнă. Пĕрремĕш редакторĕ Иван Яковлев пулнă. Журнал кăларас ĕçе Уйăп Мишши, Нестер Янкас, Марфа Трубина, Петр Митта, Иван Малкай, Леонид Агаков, Митта Ваçлейĕ, Василий Алагер, Степан Лашман çыравçăсем хастар хутшăннă. Журналăн кашни номерĕнче чăваш композиторĕсемпе художникĕсен ĕçĕсем пичетленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче, журнал кăларас ĕç чарăннă. 1977 çулхи пуш уйăхĕнче çеç «Хатĕр пул» тепĕр хут тухма тытăннă. 1991 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа 2003 çулхи авăн уйăхĕччен журнал «Çилçунат» ятпа тухнă. Тĕрлĕрен çулта журнал редакторĕ пулса ĕçленисем: Порфирий Афанасьев, Александр Мефодьев, Анатолий Смолин тата Людмила Смолина. Журналта çамрăк талантсен сăввисем, калавĕсем, ӳкерчĕкĕсем пичетленнĕ, çав авторсенчен чылайăшĕ кайран паллă поэт, писатель, художник пулса тăнă. Çавăн пекех викторинăсем те пичетленнĕ, конкурссемпе диспутсем те иртнĕ. 2003 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа журнал «Самант» ятпа тухса тăрать. Паянхи «Самант» — чăвашла хыпарлакан, Чăваш Ен çамрăкĕсен пурнăçне çутатакан тĕрлĕ тĕслĕ журнал.

Нина Царыгина корреспондент журнал çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ: рубрикăсем, конкурссем, парнесем, «Самант» хăнисем… Журналист ĕçĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхне те уçса пачĕ вăл, çамрăксен сĕнĕвĕсене те шута илчĕ.

«Самант» журналти рубрикăсенчен пĕрне «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Лариса Петрова тытса пырать. Вăл çамрăксене хаçат-журналти хыпарсемпе паллашма кăна мар, хăвăн та çырса хатĕрлеме май пурри çинчен каларĕ.

Корреспондентсем тĕлпулăва пуçтарăннисен ыйтăвĕсене тулли кăмăлпа хуравларĕç, вĕсене лайăх вĕренме тата пултарулăхра çитĕнӳ тума ăнăçу сунчĕç.

Татьяна ЗАХАРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.