Янăратăр ача-пăча сасси шкулта та килте!

2 Фев, 2017

Элĕк районĕнчи Элĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Оксана Борисовна Петрова хăйĕн профессийĕпе питĕ кăмăллă.

— Ачасене юратнăранах ĕнтĕ шкул сукмакне нумай çул такăрлататăп. Кăçал авă 1-мĕш «в» класс ертӳçи эпĕ. Иртрĕ сентябрĕн 1-мĕшĕ, иккĕмĕшĕ, виççĕмĕшĕ... Класс пурнăçĕ такăр çулпа чупнине сиссе те юлаймарăм темелле. Хĕрачасемпе арçын ачасем çак вăхăтра чылай çĕннине пĕлчĕç, шкул пурнăçне хăнăхрĕç. «Тетте» журналпа та çав тери туслашрĕç. Пирĕншĕн вăл чи юратнă кăларăм пулса тăчĕ. Хăйсен ĕçĕсене журналта курни вĕсемшĕн калама çук пысăк телей. Вĕсен савăнăçĕ мана та хăпартлантарать. Пичĕсем йăл кулăпа тулни, куçĕсем çăлтăр евĕр çиçни пурнăçра та ӳсĕмсем тума пулăшать. Манăн класра 23 ача. Пурте хăйне евĕр пултаруллă. Хитре ӳкерекен те, спорта чунтан кăмăллакан та, сăвă-калав вулама юратакан та, аслисене пулăшма ăнтăлакан та, кайăксемшĕн тус пулакан та пур пирĕн хушăмăрта. Малашне те кашни куна усăллă, ăнăçлă, тухăçлă ирттерме ĕмĕтленетпĕр, — çирĕплетет Оксана Борисовна хавхалануллăн.

Хастар педагогăн ашшĕпе амăшĕ Элĕк тăрăхĕнчен. Çамрăк чухне Тюмене куçса кайнă вĕсем пĕр канашлă пулса. Оксана Борисовна вара шăп çав тăрăхра кун çути курнă.

— Тюменьти самантсене пачах та астумастăп тесен те йăнăш пулмĕ. Эпĕ пĕчĕк чухнех юратнă çыннăмсем тăван тăрăха каялла килсе тĕпленнĕ. Маншăн та кунти тавралăхран хакли çук. Унăн илемне çут çанталăк капăрлатать. Кайăк-кĕшĕк, йывăçсем, юханшыв, пĕве, йăл кулса пăхакан хĕвел... Е тата ача-пăчасăр тĕнче илемлĕ пулĕччĕ-и? Çук, паллах! Апла-тăк яланах янăратăр ача-пăча сасси шкулта, килте, садикре! Вĕсем пире пурнăçра хавхалантараççĕ, ӳсĕмсем тума пулăшаççĕ, — тет Светлана Борисовна.

Вĕренекенсем педагога хисеплеççĕ, юратаççĕ. Унăн кашни сăмахне ăша хываççĕ.

— Ӳссен эпĕ те вĕрентекен пулатăп! — тет пĕри хавхаланса.

— Мана та килĕшет учитель профессийĕ, эпĕ те Оксана Борисовна çулнех суйлăп, — çирĕплетет тепри те.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.