Пирĕн алăксем лайăх хупăнаççĕ

1 Фев, 2017

«Чăваш Енре мĕн кăна çук: вăл çук, ку çук...» Çапларах шÿтлет йĕплĕ чĕлхеллĕ пĕр пĕлĕшĕм. Мĕн-мĕн çуккине пÿрне хуçлатсах шутласа пама пултарать: ăна туса кăлармаççĕ, кăна хатĕрлемеççĕ... Шел те, унăн вăрăм списокĕ пирĕн патра çук нефтьпе-ылтăнпа кăна вĕçленмест. «Промышленноç тракторĕсемпе те мухтанаймастпăр», — тет. Унтан вăйпитти нумай-нумай çыннăн пурнăçа йÿнеçтермешкĕн укçа ĕçлесе илмешкĕн Мускава, пуян ытти региона кайса çÿреме тивнине систерсе хушса хурать: «Халь ĕç укçи те çук...» Чăваш Енри уйăхри вăтам ĕç укçи 22,5 пин тенкĕпе çеç танлашнă май ăна хирĕçлеме те чĕлхе çаврăнмасть.

Çапах, шухăшлатăп та, тепĕр чух хамăра ытлашшипех хурламастпăр-ши? Чăваш мухтаннине авалтанпах килĕштерменни вăрттăнлăх мар-ха, çапах каппайланас-курнăçланас сĕмпе мар, пултаруллă çынсене, вĕсен хастар ĕçне хаклас йÿтĕме тĕпе хурса мăнаçланмалли самантсем те пур-çке. Иртнĕ эрнере Шупашкара Раççей промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров килнĕ май чылай промышленноç предприятийĕн ĕçĕпе тÿрремĕнех паллашма тÿр килчĕ те — çÿлерех каланă шухăш пушшех вăй илсе çирĕпленчĕ. Çапла, Шупашкарта тахçан вун-вун пин çын ĕçленĕ ХБК та паян çук, трактор завочĕн хăй вăхăтĕнче халăх хĕвĕшнĕ, тем тĕрлĕ оборудовани кĕрлевĕпе тулли пулнă корпусĕсенче те халь шăп, тунсăхлă. Анчах ĕçлекен, малаллах талпăнакан предприятисем те çук мар.

Мантуров министр «Чăвашторгтехника» АУОра пулчĕ. Кунта чăннипех ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çĕнĕ йышши оборудовани, паха продукци — унăн 35% ют çĕршывсене каять. Йышăнма та намăс: çак йĕркесен авторĕ, тĕп хулари, республикăри нумай промышленноç предприятийĕнче пулса курнăскер, Пичет çуртĕнчен инçе те мар çакнашкал хăйнеевĕр тата ăнăçлă производство пулнине тавçăрман та. Программăламалли бойлер тата инженери пароконвектомачĕсем, савăт-сапа çăвакан машинăсем, тĕрлĕ çимĕç пĕçерекен-ăшалакан шкафсем, апат валеçмелли линисем, кăмакасем, ĕçме-çимене сивĕтмелли сĕтелсем тата ытти те — продукци ассортименчĕ питĕ анлă. Çийĕнчен ăна пĕр вĕçĕмсĕр пысăклатса пыраççĕ. Пĕтĕмпех — Европа стандарчĕсемпе, паянхи кун дизайнĕпе.

Çак предприяти, унпа алла-аллăн ĕçлекен тулли мар яваплă «Фросто» общество цехĕсенче курни Раççей министрне те, паллах, килĕшрĕ. Хайхи конвектомат алăкне уçрĕ те — каялла хупма тăрсан вăл тÿрех хупăнманнине кура кулăшла самант та пулчĕ. «Раççей министрĕ умĕнче мĕнле намăс — çĕр тĕпне анса кайăн!» — çакнашкал шухăш вĕçсе иртнĕччĕ кăна — Наиль Хайрутдинов гендиректор çухалса кайманни çăлса хăварчĕ. «Сирĕн поварсен курсĕсенче вĕренмелле», — шÿтлеме именмерĕ вăл министрпа. Хайхи алăка унăн тыткăчне каялла пăрмасăрах хупмалла иккен — çапла тусан чип-чиперех хупăнчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, самантлăха аптраса тăнăскер, тÿрех шÿте тăсрĕ: «Ку сире УАЗ алăкĕ мар...» Темиçе çул каялла Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕр автозаводра пулнă май унта конвейер çинчен тин кăна антарнă автомобилĕн алăкĕ ниепле те хупăнманнине аса илсе çапла каларĕ ĕнтĕ. Чăнах, ун чух çав автозавод ертÿçисен те, предприяти вырнаçнă регион кĕпĕрнаттăрĕн те пĕтĕм çĕршыв умĕнче пите хĕретме тивнĕччĕ. Кунта вара, куртăмăр, апла мар: пирĕн алăксем лайăх хупăнаççĕ.

Пур, тепĕр хут калатăп, пирĕн те пур ĕçе ăнтарма пĕлекенсем. Эпир пурне те пĕлменни — урăх калаçу. Республика ертÿçисем тăрăшуллисем пирки калаççĕ-ха, анчах пирĕн çĕршывра халăхра влаç сăмахĕсене тап-таса чăнлăх вырăнне хурса йышăнасси йăлана кĕмен те, мĕн пытармалли, «хурине шурă пек кăтартма тăрăшаççĕ» теме пăхатпăр. Çакă та тепĕр чух сăлтавсăр мар пуль, çапах, пуррине курманни те сисĕнетех. Çакăнта, тен, предприятисем хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартма ăнтăлманнин витĕмĕ те пур-тăр. Халь вĕт хаçат та, телекурав-радио та кама е мĕне те пулин мухтама укçа ыйтаççĕ — тÿлевсĕр ырă сăмах кĕтсе илеймĕн. Тепĕр тесен «реклама — суту-илÿ двигателĕ» тетпĕр тĕк, предприятисен тупăшăн пĕчĕк кăна пайне çак тĕллевсемпе тăкаклама та хытса тăмалла мар пек — çапла мар-им?

Юрĕ, темăран пăрăнтăм пулас — «хамăрăн сурăхсем» патне таврăнар. Лайăх ĕçлекенсем пуррине çирĕплетмешкĕн тепĕр цифра асăнам: 2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енĕн промышленноç комплексĕн 31 организацийĕ тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕпе миллиард тенкĕ шайĕнчен иртнĕ. Промпроизводствăн пĕлтĕрхи индексĕпе /107,7%/ Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕш вырăнта — удмуртсем /107%/, виççĕмĕшĕнче — Чулхула облаçĕ /105,5%/. Пĕтĕмĕшле илсен вара Раççей промышленноçĕ пĕлтĕр вăтамран 1,1% кăна ÿснĕ — çакă та аван кăтарту теççĕ. Эппин, Чăваш Ен тракторсемпе кăна тутă мар. Концерн предприятийĕсем тепĕр хут ĕçлесе каяс шанăç сÿнмен-ха та, çапах пĕлтĕр «трактористсем» «Тăван çĕршыв пÿлмисене» курăмлă тÿпе хывман. Апла пулин те иртнĕ çул республикăн тулашри суту-илÿ кăтартăвĕ те 102% танлашнă: предприятисем хăйсен продукцине тĕнчери вун-вун çĕршыва ăсатаççĕ — АПШпа Канадăран пуçласа Эквадорпа ЮАР таран.

...Ну, çаплах «вăл çук та ку çук» тетĕр-и? Çапла, çукки нумай — хирĕçлемĕпĕр, анчах пурри те сахал мар — çакăнпа та килĕшмелле. Çакна хирĕçлени пин-пин çыннăн тăрăшулăхĕпе пуçарулăхне хисеплеменни, ним вырăнне хуманниех пулĕччĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.