Атте-анне чи хаклине асра тытар

1 Фев, 2017

Шкула кайма пуçласанах ваттисен пĕр каларăшĕ пуçа кĕрсе юлнă: «Кам Тăван çĕршыва юратмасть — вăл тăван халăхне юратмасть, кам тăван халăхне юратмасть — вăл тăван амăшне юратмасть». Астăватăп, шухăша кайнăччĕ: тăван аннене юратмасан та пулать-и вара?

Ара, пĕчĕк чухне пирĕншĕн пĕтĕм тĕнче аннепе çыхăннă-çке-ха. Тавралăхра мĕн пулса иртнине атте-анне ăнлантарса пани тăрăх ăса хывма пуçланă. Анне каланă сăмах тĕрĕсрен тĕрĕсси туйăннă. Тантăшсемпе килле вылянă чухне, кашниех астăвать-тĕр, анне е атте пек выляма тытăнсан яваплăха еплерех туяттăмăр! Чи çывăх çыннăмăрсене тĕп-тĕрĕс евĕрлеме тăрăшаттăмăр мар-и?

Çÿлерех калани йăлтах — этемлĕхĕн йĕркеллĕ аталанăвĕн палли. Çавăн пек пулмалла та: хамăра пурнăç парнеленĕ çынсем яланах чи çÿлте тăмалла. Çакна, шел те, чăн пурнăçра уяманнисем те пулкалаççĕ. Çак çитменлĕхе тымарĕпе кăкласси, паллах, Чăваш Енре кăçалхи çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннипех май килмĕ. Анчах республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн палăртнă çак тапхăрта пурнăçра чи пысăк хаклăхсен шутĕнче чи малти йĕркере кашниншĕн Амăшĕ, Ашшĕ пулнине аса илтерсех тăни ырă витĕм кÿресси иккĕлентермест. Республикăра йĕркелекен тĕрлĕ мероприяти аннесемпе аттесене сума сăвасси чи сăваплă пулăмсем шутланнине чĕре патне çитерме пулăшĕ.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тенĕрен, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Анна Кузнецова Чăваш Ен правительствин çакăн пек пуçарăвне ырланă. «Чи кирли — килти çанталăк, теççĕ. Кунта логика çирĕп. Чăваш Енре çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Чылай пуçарăва çĕршывăн ытти регионĕнче те сармалла», — палăртнă вăл.

Мĕнлерех ырă туртăмсем палăраççĕ-ха пирĕн республикăра? Чи курăмлисем — нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿсни, тин çуралнă ачасем сахал вилни, хĕрарăмсем хырăм пăрахасси чакни, çемьесем сахалрах уйрăлни. Çак пулăмсем тавра тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха.

Юлашки виçĕ çулта нумай ачаллă çемьесен шучĕ 27 процент ÿснĕ. Халĕ пирĕн республикăри ял-хулара вĕсем — вунпĕр пин çурă çемье! Мĕнпе çыхăннă ырă улшăну? Паллах, ашшĕ-амăшĕ пурнăç тăнăçлăхне шаннипе, укçа-тенкĕ тăкакĕсем хăратманнипе. Раççей тата Чăваш Ен правительствисем юлашки çулсенче Амăшĕн капиталĕпе йĕркеллĕн тивĕçтерсе пыни ырă витĕм кÿни те паллă. Анна Кузнецовăн шухăшĕ-тĕллевĕ тÿрре тухсан, укçапа пулăшмалли субъектсене суйлас критерисене çĕнĕрен тишкернĕ май нумай ачаллă çемьесем майлă палăрăмлă улшăну пулсан — тем пекехчĕ.

2006 çултан тытăнса республикăра ача çураласси пĕрре виççĕмĕш чухлĕ ÿснĕ. Ача çураласлăх ÿснипе пĕрлех тĕнчене килекен пепкесен, кăкăр ачисен вилеслĕхĕ чакни — ырă пулăм. Юлашки çулсенче ку енĕпе пирĕн республика Раççейри регионсен йышĕнче чи малта. Çакăн сăлтавĕсем — медицина хутлăхĕ çÿллĕ шайри технологисемпе пуянланнăçемĕн пепке мĕнле аталаннине амăшĕн варĕнче чухнех тимлĕрех сăнани, тĕрлĕ паталогие ир тупса палăртса вĕсене кĕске тапхăрта сирме тăрăшни, ача кĕтекен хĕрарăмсен çут тĕнчене килес пепке е тин çуралнă ача сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕхĕ ÿсни.

Уйрăлу кирек мĕнле çемье­шĕн те чун аманăвĕпе çыхăннă. Аслисем çакнашкал утăм патне çитни ача чунне уйрăмах тарăн суран кÿрет. Республикăра çемьесене сыхласа хăварас йÿтĕмпе пулакан ĕç-пуç самаях йышлă. Выртакан чул айĕн шыв юхманни куçкĕрет. Тĕрлĕ пуçару вара ырă витĕм кÿретех. Çапла, хальхи вăхăт тĕлне, Раççей шайĕпе илес тĕк, Чăваш Ен уйрăлнă çемьесен йышĕпе — тăххăрмĕш, федерацин Атăлçи округĕнче Мордвапа пĕрле — пĕрремĕш вырăнта. 1000 çын пуçне 3,3 коэффициент — Росстатăн иртнĕ çул вĕçĕнчи кăтартăвĕ ку. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче ăна тата та лайăхлатма май килсен — аванччĕ.

Раççейри, Чăваш Енри демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси хĕрарăмсем хырăм пăрахнин ыйтăвĕпе те тачă çыхăннă. Вăрттăнлăх мар, варта тĕвĕленнĕ чунран медицина витĕмĕпе хăпнă хыççăн хĕрарăм сывлăхĕ сиенленес хăрушлăх пысăк. Хăшĕ-пĕрин ÿлĕм çие юлмасан та пултарать — хĕрарăм çут çанталăк панă миссие — амăшĕ пулассине — пурнăçлаймасть те. Чăваш Енре хĕрарăм хырăм пăрахнă тĕслĕхсем сахалланнин сăлтавĕсенчен пĕри — медицина тытăмĕ çивĕч çак ыйту тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатни. Ача çуратма палăртман, çие юлнă хĕрарăмсемпе психологсем çине тăрса калаçу ирттереççĕ, анкета ĕçне йĕркелеççĕ. Çакă хĕрарăмсен консультацийĕн çурчĕсенчех пулса иртни пушшех аван. Темиçе кун каялла кăна çирĕп йышăну туни пирки ĕнентерекен хĕрарăмсен хушшинче шухăшне улăштарса пепкене упраса хăваракансем те сахал мар.

Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕршывăмăрăн тĕп пуянлăхĕ вырăнĕнче этем капиталне курса аталанмалли çинчен каларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара унăн сăмахĕпе килĕшсе «этем капиталĕ» ăнлавăн чи хисеплĕ тĕслĕхĕ Амăшĕпе Ашшĕ пулнине палăртрĕ. Халăхăмăр хăйĕн кун-çулĕнче çемьене яланах чи пысăк хаклăхсен ретне лартас пархатарлă йăла малалла тăсăласса шанать Пуçлăхăмăр. Çак шанăçа тÿрре кăларасчех эппин.

Ирина ИВАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.