Вучаха çемйипех вут хурсан

1 Фев, 2017

Хамăрăн çĕнĕ ятпа тухакан страницăна хатĕрлеме тытăннă май Йĕпреç тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемье çинчен аса илесси пĕр сăлтавсăрах пулмарĕ. Ĕç çыннин, Кино çулталăкĕсене вĕçлессине, Амăшĕпе Ашшĕн тата Экологи çулталăкне уçассине халалласа иртнĕ уявра — вăл раштав уйăхĕн варринче Пăр керменте иртнĕччĕ — тăватă ачаллă çак çемьен хуçисене сцена çине чĕнчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Татьяна Аркадьевнăпа Владислав Васильевича Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Ку — Пашковсен çемье историне пуянлатакан черетлĕ награда. 2011 çулта «Çулталăк çемйи» конкурсăн республикăри лауреачĕ пулнăччĕ. Пучинке ял тăрăхне кĕрекен Çирĕклĕре тĕпленнĕ çак çемье.

Кил хуçи — Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнче физкультура вĕрентекенĕнче, мăшăрĕ Пучинкери «Пучах» ача садĕнче кĕçĕн воспитательте ĕçлеççĕ — яра куна вăйпитти çынна килте тытайăн-и вара? Татьяна Аркадьевнăпа ĕç вырăнĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.

— Килĕрех, тĕпелерех иртсемĕр, — ăшшăн кĕтсе илчĕ ача сачĕн заведующийĕ Альбина Семенова эпĕ мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлсен. — Çавăн пек çемьесем пуррипе аталанать те ĕнтĕ паянхи ял: ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те ĕçчен, алли-ури çыпăçуллă. Татьяна Аркадьевна çыхнă япаласене ытармалла мар. Хăйĕн пултарулăхне хĕрĕсене те вĕрентет. Çирĕклĕре кăна мар, Пучинкере иртекен пĕр мероприяти те Пашковсемсĕр иртмест. Спорт ăмăртăвĕсем тесен — пушшех. Ачисене тимлĕхрен вĕçертмеççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме хăнăхтараççĕ — çакă паянхи кун çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Куршанак ир çыпăçнă

Татьяна Кĕлĕмкассинчи Антоновсен йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ. Ултă пĕртăванран чи кĕçĕнни. Чи ачашши теме вара чĕлхе çаврăнмĕ — куршанак ир çыпăçнă ун çумне.

— Атте, Аркадий Антонович, пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ, эпĕ иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех. Анне хулпуççийĕ çине пысăк тиев йăтăнса анчĕ. Паллах, эпир — ачисем — май килнĕ таран пулăшаттăмăр. Шкултан килеттĕмĕр те хăшĕ — выльăхсем патĕнче, хăшĕ тĕпел кукринче тăрмашаттăмăр. Анне дояркăра ĕçлетчĕ, сĕт сăвассипе районта чи малта пыракансен йышĕнчеччĕ — чылай чухне ирсерен эпир ăна курман та. Уроксем хыççăн таврăннă тĕле каллех ĕçреччĕ çывăх çыннăмăр. Пахчара йăрансене çумламалла-и, колхоз уйĕнчи пай çинче вăй хумалла-и — аслисене тархаслаттарман, часрах ĕçе пуçăннă, — çапла пуçланчĕ пирĕн калаçу.

Антоновсен ачисем хăйтĕллĕнлĕхе хăнăхса ÿснĕ. Пулас профессие суйлама вăхăт çитсен те хăйсемех йышăну тунă.

— Мĕн пĕчĕкрен медсестра пулма ĕмĕтленеттĕм. Шурă халат тăхăнасси, чирлĕ çынсене ăшшăн пăхасси илĕртетчĕ. Çапла сакăр класс хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кĕрес тесе тапаçланса пăхрăм. Конкурс питĕ пысăкчĕ: пĕр вырăншăн çиччĕн-саккăрăн тупăшрăмăр. Шел, кирлĕ чухлĕ балл пухайманнипе кĕреймерĕм. Тăван тăрăхах таврăнма, Туçари вăтам шкула кайма тиврĕ. Аттестат илсен Çĕмĕрлери педагогика училищине çул тытрăм. Куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Шупашкарти пĕр садикре воспитательте ĕçлеме тытăнтăм, — аса илчĕ хăйĕн малашлăх çулне епле шыранине Татьяна Аркадьевна.

Ачасене яланах юратнă, апла пулин те тĕп профессипе тăтăшах ĕçлеме пÿрмен ăна. Качча кайсан хулари ĕçе пăрахса яла таврăннă. Мăшăрĕн тăван ялĕнче, Çирĕклĕре, тĕпленнĕ. Унта вара ача сачĕ çук. Чылай вăхăт иртсен тин Пучинкери садикре яланхи ĕç вырăнĕллĕ пулнă. Шалăвĕ пысăк мар пулин те ÿпкелешмест куншăн хĕрарăм — пуç тата алă-ура сывă пулсан пурнăçа йÿнеçтерсе пыма пулать тесе çирĕплетет.

Футбол туслаштарнă

Владислав Пашков ятне асăнсан Йĕпреç тăрăхĕнче ватти-вĕтти пĕлет. «Спортсмен-и?» — теççĕ пĕр хушă «Патвар» сывлăха çирĕплетмелли комплексра тренер-преподавательте ĕçленĕскер пирки. Педагогика каçалăкĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшакан вĕрентекенĕн тĕллевĕ — кашни шкул ачинех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтарасси, спортпа туслаштарасси, çавна май çитĕнекен ăрăвăн ÿт-пÿ пиçĕхĕвне вăйлатасси. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăран сахал мар спортсмена вĕрентсе çитĕнтернĕ вăл. Вĕсен йышĕнче Раççей спорт мастерĕсем те пур.

Çакнашкал кил хуçипе юнашар çемьери çын спортран аякра тăма пултарать-и вара? Пашковсен икĕ ывăлĕ те — Александрпа Эдуард — ашшĕ ертсе-вĕрентсе пынипе спорта мĕн пĕчĕкрен юратса ÿснĕ. Малтуртăмлăх пур тăк — çитĕнÿсем кĕттермеççĕ. Акă Александр, Шупашкарти политехника институчĕн иккĕмĕш курс студенчĕ, хĕллехи полиатлон енĕпе — Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче, республикăра темиçе хутчен те чемпион ятне тивĕçнĕ. Эдуард та, электромеханика колледжĕнче вĕренекенскер, пиччĕшĕнчен юласшăн мар: йĕлтĕрпе чупассипе тата хĕллехи полиатлонпа пĕрремĕш разряд кăтартăвĕсене пурнăçланă.

Пашковсен кĕçĕннисем — йĕкĕрешсем. Вуннă тултаракан Машăпа Настя Çĕнĕ çула кĕтнĕ май Хĕл Мучине 2016 çул вĕçĕнче çырнă çырура мĕнле парне кирлĕ тесе палăртнă тетĕр? Çук, йĕлтĕр мар — вĕсен вăл ахаль те пур. Коньки кĕтнĕ хĕр пĕрчисем! Раштавăн 31-мĕшĕнче пÿртре ларакан елка айне темиçе те пырса пăхнă — парне çук. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче ирхине вăранса кайнă та хайхискерсем — елка айĕнче икĕ мăшăр коньки пуррине курах кайнă! Ĕмĕчĕ пурнăçланнăшăн хĕпĕртенĕ хĕрачасем халĕ пушă вăхăт тупăнсанах, çанталăк лăпкă чухне, Пучинкери каток çине васкаççĕ.

Спорта килĕштерекен çемьесĕр районта пĕр пысăк ăмăрту та иртмест тени — тĕрĕсех. Тата тепĕр вăрттăнлăх та пур-ха спортпа çыхăнни. «Пĕр-пĕрне епле тупнă-ха эсир?» — тесе ыйтсан кил хуçи мăшăрĕ çапла каласа кăтартрĕ:

— Ун чухне Владислав Кĕлĕмкасси шкулĕнче ĕçлеме тытăннăччĕ ĕнтĕ. Эпир вара Туçана çÿреттĕмĕр. Тăван ялти шкул стадионĕнче ăмăртусем пĕрмаях иртетчĕç. Районти тĕрлĕ шкултан та ушкăнсем килетчĕç. Аслăрах ÿсĕмрисем футболла вылятчĕç — Владислав Васильевич пире те хутшăнтаратчĕ хăйсен командине. Çапла туслашрăмăр та.

Ялтах — хăтлă, ирĕк

Хăйне çакăн пек упăшкапа пĕр çулпа утма шăпа пÿрнишĕн хĕпĕртет Татьяна — çакă сăмахпа каламасăр та, унăн ялкăшакан куçĕнченех палăрать.

— Чăн-чăн арçын хăйĕн пурнăçри тивĕçĕсене пурнăçланине виçĕ пулăмпа хаклаççĕ — çурт туни, ывăллă пулни, йывăç лартни. Манăн мăшăр авланичченех çурт хăпартнă — пĕрлешсенех унта хамăр тĕллĕн пурăнма тытăннă. Вĕсен те çемйи йышлă — пиллĕкĕн вĕсем. Асли пулнă май авлансан пурăнмалли кĕтес кирлĕ пуласси çинчен çамрăклах шухăшланă ĕнтĕ, — кăмăллăн калаçать 20 çул каялла чĕртнĕ кил вучахне малалла упрассишĕн тăрăшаканскер.

Владислав Васильевич çемьене пурнăçри чи пысăк пуянлăх пек хаклакан арçын пулса çитĕннинче унăн ашшĕ-амăшĕн — Василий Арсентьевичпа Раиса Порфирьевнăн — витĕмĕ пысăк. Шел, темиçе çул каялла ашшĕне юлашки çула ăсатма тивнĕ.

— Хуняма — ылтăн çын. Эпир унпа çав тери çывăх. Çитмĕлтен иртнĕ пулин те пур ĕçре те маттур. Кил хуçи хĕрарăмĕ пĕлмелли вăрттăнлăхсене унран чылай вĕреннĕ — тавах ăна çавăн пек уçă кăмăллă, ăнланакан çын пулнăшăн. Анне /çапла чĕнет ăна кинĕ качча килнĕренпех. — Авт./ тутлă кукăль пĕçерме ăста. Хушăран киле ывăнса килетĕн. Пÿрте кĕретĕн — тин пиçнĕ çимĕçсен техĕмлĕ шăрши сарăлнă. Эппин, ывăлĕпе кинне, мăнукĕсене сăйлама хаклă çыннăмăр килсе кайнă. Çавăн пек ырă çын вăл, манăн хуняма, — терĕ аслă ăру çыннине май пур чухне хăй те савăнтарма тăрăшакан çамрăк хĕрарăм.

Тăвансен хушшинче лайăх хутшăнусем хуçалансан ялта пурăнма юлнăшăн ÿкĕнесси пуçĕсене нихăçан та пырса кĕмест çакăн пек çемьере.

— Йĕпреç тăрăхĕ — илемлĕ вырăн. Вăрман та, улăх-çаран та çителĕклĕ кунта. Сывлăш еплерех таса! Çирĕклĕрен Пучинкене ирсерен киленсе çуран утатăп. Шухăша ирĕке ямашкăн никам та чăрмантармасть уйра. Çак ырлăха хулари нимĕнле чаплă хваттерпе те улăштарма килĕшмен пулăттăм, — терĕ Татьяна Аркадьевна ачасен сассисене илтме васканă майăн.

Ирина ПУШКИНА.

Р.Власова сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.