Продукци паха, коллектив маттур

30 Янв, 2017

Шăматкун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Яхтинг» ООО ĕçченĕсене предприятин 25 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламланă.

Михаил Васильевич предприяти ура çинче çирĕп тăнине палăртнă: атă-пушмакăн пуян та паха ассортименчĕ, пултаруллă коллектив — çакă компание ăнăçлă ĕçлеме пулăшать. Регион ертÿçи предприяти малашлăхĕ пысăкки, производствăна ÿстермелли майсем анли çинчен каланă. «Яхтинг» гендиректорĕ Анатолий Шатиков 25 çул хушшинче ÿсĕмлĕ тапхăрсем те, йывăр вăхăт та пулнине аса илтернĕ, çапах коллектива упраса хăварма пултарнă — компани аталанса пырать. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне тата Правительствине предприятие пулăшса пынăшăн тав тунă.

Михаил Игнатьев предприятин чи маттур ĕçченĕсене парнесем парса хавхалантарнă.

Н.ЯКОВЛЕВ.

Комментировать