“Чăваш хĕрарăмĕ” ура çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ

Александр ИВАНОВ,

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ

Хисеплĕ “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçата кун çути кăтартассишĕн ырми-канми тăрăшакансем тата çак кăларăма юратса вулакансем!

Сире пурне те хаçатăн пĕрремĕш номерĕ вулакан патне çитнĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа саламлатăп. Çак тапхăр, пĕр енчен, нумай та мар пек, анчах çын ĕмĕрĕпе шутласан та — “Чăваш хĕрарăмĕ” ура çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ, аталану çул-йĕрне тупса палăртнă, унăн хăйĕн вулаканĕ, хăйĕн аудиторийĕ йĕркеленнĕ.

“Чăваш хĕрарăмне” па­ян ватти те, вĕтти те вулать, хĕрарăмсемшĕн кăна мар, арçынсемшĕн те кăсăклă вăл. Ахальтен мар-тăр хаçатăн географийĕ те анлăлансах пырать. Ăна Сахалин таранах çырăнса илеççĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: хаçат хăйĕн тĕллевне туллин пурнăçлать. Влаçпа халăха, республикăра тата ун тулашĕнче пурăнакансене çирĕп кĕперпе çыхăнтарать вăл. Хаçат паян информаципе тивĕçтернипе кăна çырлахмасть, вулаканшăн вăл çывăх тус та. Унран пулăшу та, сĕнÿ-канаш та ыйтаççĕ. Пĕрле вара кирек епле ыйтăва та татса пама пулать.

Кăрлач сиввинче çут тĕн­чене килнĕ кăларăм ăшă кăмăлĕпе палăрать. Яланах çапла пултăрччĕ. Журналистсен калемĕ ан мăкалтăр, вулакансен йышĕ ан чактăр. Уяв ячĕпе сире!

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.