Атте-анне — кил илем?

26 Янв, 2017

"Ачалăхăм нушапа иртрĕ. Эпир, выçăллă-тутăллă ÿс-нĕскерсем, пурнăç тути-масине аван чухлатпăр. Ун чухне эпĕ 5-мĕш класра вĕренеттĕмччĕ пулас. Чĕкеç Михали пĕррехинче мана сурăх кĕтĕвне илсе кайрĕ. Тепĕр çул вара ĕне кĕтĕвĕ кĕтме хам кĕрĕшрĕм. Уншăн апат-çимĕç, кĕркунне темиçе кĕрепенкке тырă паратчĕç", — иртнĕ кун-çулне куç умне кăларчĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Степан Павлов.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен вĕçĕнче вĕсен çемйи ыттисемпе пĕрле Финляндие кайнине, вăрçă пуçлансан унтан каялла тăван тăрăха таврăннине аса илчĕ вăл. "Çурта сутнăран 5 çул çынсем патĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Юлашкинчен колхоз правленийĕнче выртса тăраттăмăр. Анне кунта тирпейлÿçĕре вăй хуратчĕ. Выçлăх çулсенче вăрмана курăк татма çÿренисене, уй-хиртен крахмал пуçтарнисене епле манăн тата! Атте те вăрçăран хăрах урапа таврăнчĕ", — малалла тăсăлать сăмах çăмхи.

Çемьеленсен кăштах алă çавăрма май килнине палăртрĕ вăл. Сăмах май, мăшăрĕпе, Татьяна Кирилловнăпа, вĕсем 57 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Сакăр ача çуратса ÿстернĕ. Паян 13 мăнукĕпе тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. 5 ывăлĕ те хĕсметре пулнă. Тĕпренчĕкĕсене пурне те туй туса мăшăрлантарнă, кил-çурт çавăрма пулăшнă. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те тăрăшуллă, хастар. Яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Кĕçĕн Павловсен хушшинче паян кам кăна çук пулĕ: строитель, ветеринар, зоотехник, çĕвĕç, водитель, вăрманçă... Мăнукĕсем те маттур çитĕнни савăнтарать ватăсене. Акă, сăмахран, Павел велоспортпа кăсăкланать, волейболла, футболла ăста вылять. Ăмăртусенче пĕрре мар малтисен йышне кĕнĕ. Таня вара йĕлтĕрпе чупать, шашкăлла выляса виçĕ кубок çĕнсе илнĕ.

Çтаппан тете ĕмĕрне "Труд" хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Хăй каланă тăрăх — 40 çул ытла водительте тăрăшнă, 5-6 машина улăштарнă. Халĕ те час-часах руль умне ларать. "Шоферта ĕçлени пурнăçра пулăшса пычĕ. Малтанхи çурт кивĕччĕ. Çавна май çĕнни тума шут тытрăмăр. Вăрмантан йывăç турттарсах пÿрт лартрăмăр. Çемье йышланнă май вăл та пĕчĕкленчĕ. Каярахпа шлакран турăмăр. Ăна та хамах тиесе килеттĕм", — терĕ Степан Трофимович.

"Эпĕ те 15 çул грузчикре ĕçлерĕм, — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — 90 кг михĕсене те йăтнă. Тырă та, вак чул та тиенĕ. Цемент илме Ульяновск хулине кунне икшер хутлаттăмăр. Салонра ларса пынă вăхăтра та ахаль ларман, алса-чăлха, кофта çыхаттăм".

Паллах, сакăр ачана çитĕнтерме çăмăл пулман çемьене. Сăмахран, сĕтел хушшине ларсан та сакăр чĕлĕ çăкăр касăлнă, сакăр кашăк яшка ăсăннă. Унсăр пуçне тумтирĕ те чылай кирлĕ-çке. "Чаплă çи-пуç тăхăнтартайман, паллах, çĕтĕк те çÿретмен. Тумтирĕсем таса, питĕ пулччăр тесе тăрăшаттăм", — кăмăллăн калаçрĕ Татьяна Кирилловна. Ачисене çитĕнтерме пулăшнăшăн хунямăшне чунран тав тăвать. Ара, ĕçе пула вĕсемпе ларма май килмен ăна. Апла пулин те тĕпренчĕкĕсем пурте маттур çитĕннĕ. Вĕсене ĕç воспитани панине калать вăл. Колхоз уй-хирĕнче сахал мар тар тăкнă-çке. Халĕ пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ.

Аслă Павловсем паян та ĕçсĕр лармаççĕ. Вĕсем кĕçĕн ывăлĕн, Сергейĕн, çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Çамрăксене выльăх-чĕрлĕх пăхма, кил-тĕрĕшри ытти ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ. Хăйсен юратнă ĕçĕпе те аппаланаççĕ. Чылай çул вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Туслă мăшăр кунта та яланах юнашар.

Çак кунсенче Степан Трофимович 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ĕç ветеранне ачисем, тăванĕсем, тус-юлташĕсем чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.