Пилеш кайăкĕ
Пилеш кайăкĕ тĕнчипех анлă сарăлнă. Унăн 60 яхăн тĕсне палăртаççĕ. Хăшĕсем пысăкрах кĕлеткеллĕ, хăшĕсем пĕчĕк. Вĕсене пилеш кайăкĕ йышĕнчисем тесе палăртаççĕ.
Пилеш кайăкĕ шăнкăрч хыççăнах вĕçсе килет. Кайăка асăрхиччен сассине илтетĕн, унтан сасă тăрăх юрăçа шыратăн.
Кĕркунне пилеш кайăкĕ хăвăрт вĕçсе каймасть, тăранса пурăнмалли çителĕклĕ, пилеш ăнса пулсассăн, вăл раштав уйăхĕсенелле çеç пĕчĕккĕн кăнтăр еннелле куçса пырать.
Пилеш кайăкĕсем ушкăнпа пилеш çине пуçтарăнса лараççĕ те йывăçа тирпейлĕн çимĕçрен «тасатаççĕ». Шăкăлчи те пилеше юратать, анчах вĕсем ушкăнпа йывăçа тасатнăçемĕн питĕ нумай çĕре ÿкереççĕ, ÿкнине пачах пуçтармаççĕ. Пилеш кайăкĕсем ÿкнине те çĕре анса сăхаççĕ. Юр çинче ура йĕрĕ нумаййи çирĕплетет çакна. Çак тĕслĕхсем тăрăх пилеш йывăçне мĕнле кайăк çаратнине хăйсене курмасăрах палăртма май пур. Хура пилеш çырлине пилеш кайăкĕ хапăлах мар.
Çуркунне вăл хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнать. Тăван тăрăхне вĕçсе килсен йывăçăн вăтам çÿллĕшĕнче йăва çавăрать. 3-4 çăмарта тусан пусма ларать. Тухнă чĕпĕсене ытти кайăк пекех, çемçе хуртсемпе тăрантарать. Уй-хирте тырă, сад-пахчасенче тутлă çимĕçсем пиçсе çитнĕçемĕн çак пĕчĕк сăтăрçă вăрлама пуçлать. Чи тутлă çырлана курать вăл, хурлăхана, чиене тапăнать, пĕрлĕхене, палана та тиркемест. Тутлă панулмисене сăха-сăха шăтарать, арпус, дыня пиçнĕ тĕк — вĕсене те асăрхамасăр иртмест. Паллах, панулми-груша çимĕçне пит нумаях сăтăр тăваймаççĕ вĕсем, çырла йăранĕсене самаях тустараççĕ. Кун пек чухне пахчаçăн хÿтĕлев пирки шутламалла, кайăка хăратма шакăртмасем, йăлтăркка дисксем çакма юрать, йăрана хÿтĕлев материалĕпе витмелле.
Пилеш кайăкĕ хитре юрлать, алла хăнăхать. Ăна юрришĕн килте читлĕхре тытакансем те пур. Юрлаканни — аçи. Ами вара йăва çавăрать.
Çу каçипе пилеш кайăкĕ икĕ хутчен чĕпĕ кăларма пултарать. Чĕпĕ хăвăрт çитĕнет, 2-3 эрнерен вĕçме пуçлать. Чĕпĕ вĕçсе тухсан вĕсене тек йăва кирлĕ мар, ăна пăрахаççĕ. Тепĕр хутчен чĕпĕ кăлармашкăн çĕнĕ йăва тăваççĕ. Вĕсем пăрахнă йăвасене тăманасем, пакшасем, ытти пĕчĕк чĕрчун, вĕçен кайăк йышăнать.
Комментировать