Ялта фельдшерсăр пурăнма йывăр

26 Янв, 2017

Пĕлтĕрхи Упăте çулĕ Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакансемшĕн лăпках иртмерĕ. Республикăри пысăк тиражпа пичетленекен “Çамрăксен хаçачĕ” вăрман варринче вырнаçнă ял çинчен çине-çинех статья пичетлерĕ. Канлĕ пурăнма хăнăхнă ялшăн уяр çанталăкра аçа çапнăнах пулчĕ ку. Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле теççĕ — кашнин хăйĕн шухăшĕ.

Пĕлтĕрхи раштавăн 15-мĕшĕнче “Пĕр каç кăна канлĕн çывăрасчĕ” статьяра М.Г.Корнилова пирки: “Арçын пурри-çуккипе кăсăкланиччен сусăрăн, унăн ашшĕн сывлăхне тĕрĕслесчĕ фельдшерăн” тенипе килĕшместпĕр. Çак йĕркесем хăйĕн ĕçне чунран пурнăçлакан çын кăмăлне кăна мар, пирĕнне те амантрĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.