- Чăвашла верси
- Русская версия
Кулибин арăмĕ вертолет ÿкесрен хăрать
Красноармейски районĕнчи Йÿçкассинчи Станислав Владимирова ял-йыш Кулибин тесе чĕнет. Вăл тимĕр-тăмăртанах хуçалăхра кирлĕ япаласем — вак-тĕвекрен пуçласа снегоход, трактор таранах — ăсталать. Пĕр çулхине Станислав Германович журналистсене вертолет пуçтарас шухăшпа пурăннине пĕлтернĕччĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ: хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ-ши 67-ри арçын?
"Телекуравран килнисен умĕнче темшĕн персе ятăм çав сăмаха? Халĕ манран пурте вертолет çинчен ыйтаççĕ. Ун валли саппас пайсем туянмасăр та килти хуçалăхра тăкак нумай. Пĕлтĕр чÿрече рамисене улăштартăмăр, пÿртре юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. "Заводра туса кăларнисем те персе анса арканаççĕ. Санăн вилес килет-им?" — тет арăм. Вăл мана дельталăт тума сĕнет. Ăна ăсталама чылай ансатрах", — ăнлантарчĕ Станислав пичче. Вĕçев хатĕрĕсемпе вăл çамрăк чухнех кăсăкланнă. Салтака кайичченех вăл аэроçунашка хута янă. Çарта Камчаткăра тăнăскер офицерсем валли те çавнашкал транспорт пĕрре мар ăсталанă. Малалла вулас...
Алина ИЗМАН.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментировать