Шупашкарăмăр чăваш хулиех-ши? е Наци архитектури епле аталанать?
Кашни халăх çĕр çинче пĕртен-пĕрре. Вăл никам пек те мар, хăй пек çеç. Унăн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки, ал ĕç ăсталăхĕ, ăс-хакăл пуянлăхĕ ăна ытти халăхран уйăрса тăрать. Шăпах çак тата ытти пахалăхпа эпир те, чăвашсем, тĕнче тытăмĕнчен çухалмастпăр.
Хальхинче манăн чăваш наци архитектури пирки сăмах пуçарас килет. Асăннă ыйту питĕ кăсăклă, çапах та массăллă информаци хатĕрĕсенче питех çĕклемен-ха ăна. Сăлтавĕсене те пĕлсех каймастăп, тен, совет саманинче ун пирки калаçма кирлех те пулман. Халĕ те ыйтăва çĕклекенсем, тапратакансем çукрах пек.
Эпир, чăвашсем, Шупашкарта — хамăрăн тĕп хуламăрта — пурăнатпăр. Çапах та ăна пирĕн çеç, урăх наци республикин тĕп хулийĕ мар, теме пултаратпăр-ши? Мĕнпе уйрăлса тăрать пирĕн Шурă Шупашкарăмăр ытти хуларан?
Чăваш Ен тĕп хулине пуçласа килекен çын мĕнлерех туять хăйне кунта? Хулана кĕнĕ чух «Чебоксары» тесе çырнисĕр пуçне хула варринче çак ят «ирĕлсе» çухалмасть-и? Айтăр-ха самантлăха хула урамĕсем тăрăх çаврăнса килер. Йĕри-тавра пирĕн патра та, ытти вун-вун хулара та тĕл пулакан ÿкерчĕк: шăрпăк курупкине аса илтерекен çуртсем, вун-вун çул хушши пĕр йышши проектпа çĕкленнĕскерсем, хăйсен «çимĕçне» кÿнех: хула ятне палăртмасан вăл е ку çурт, урам хăш хулара вырнаçни те паллă мар. Унашкалли пĕр кинори пек /урам ячĕ, хваттер номерĕ пĕр килни/ пăтăрмах патне те илсе çитерет. Хальхинче «геройсем» çуртсен «пичĕ-куçĕ» пĕрешкел пулнипе инкеке лекĕç.
Кÿлмек /залив/ хĕрне çитсен тин Анне монуменчĕ пире чăвашлăх пирки аса илтерĕ. Чăваш хĕрарăмĕ, амăшĕ — пурнăç тыткăчи, ăрăва малалла тăсаканĕ. Çак çынна сума суса, пуç тайса палăк лартниех туса пĕтереймен тата пуçăнма та шутламан ĕçĕмĕрсемшĕн çылăхăмăрсене каçарттарни пулĕ.
Çук, пĕтĕмĕшле илсен, хулара мĕн пуррипе, унти Киев, Франци, Финн... технологийĕсемпе çĕкленнĕ капмар çуртсене, питĕ чаплă коттеджсене сивлеместĕп эпĕ. Çав вăхăтрах наци архитектурине те курас, унпа чунтан савăнас, мухтанас килет манăн. Анне монуменчĕшĕн хĕпĕртенĕ пекех.
1920 çулта Шупашкар Чăваш автономи облаçĕн тĕп хули пулса тăнă. Вăл çав тапхăрта çине тăрса аталанма пуçланă. Ку енĕпе Мускавран тĕслĕх илме пикеннĕ. Хĕрлĕ тÿремре Хĕрлĕ хапха туса лартнă. Мускаври Хĕрлĕ тÿрем илемлĕ, хитре сăмахпа кĕвĕленсе тăнă пулсан, пирĕн вара — революципе. 20-30-мĕш çулсенче, каярах та архитектурăра конструктивизм, классика мелĕсемпе анлăн усă курма пуçланă. «Родина» кинотеатр, Чулхула урамĕнчи почта çурчĕ /халĕ çук/, ыттисем те — конструктивизм паллисем.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Шупашкарта Ф.С.Сергеев чăваш архитекторĕ ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра Вырăс драма театрĕ, хула администрацийĕ, ЧР ШĔМ вырнаçнă çуртсем, «Родина» кинотеатр пулнă çурт тата ытти те — унăн ĕçĕсем. 1959 çулта Феофан Сергеева Г.Н. Павлов архитектор çыру янă. Вăл унта шăпах чăваш архитектурин ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Сăмах Филармони çурчĕ /хальхи вăхăтра Вырăс драма театрĕ вырнаçнă терĕмĕр/ çинчен пынă. Çырура çакăн пек йĕркесем пур: «Эсир тăвакан филармони — пирĕн наци эреш искусствин пуянлăхĕпе усă курнине çирĕплетекен çурт. Ман шухăшпа, ку енĕпе Филармонире интерьер питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Вестибюльти тата фойери колоннăсен капителĕсен эрешĕсенче, плафонсен, карниз çыххисенче чăвашсен çеç пур эрешсем, хăйевĕрлĕхсем тĕл пулаççĕ». Çавăнтах çыру авторĕ архитектурăра çĕнĕ терминсемпе — «кĕскĕ», «масмак», «хултăрма», «сарă» эрешсемпе — усă курма май пуррине те асăннă, мĕншĕн тесен çаксем Ф.С.Сергеевăн ĕçĕсенче палăрса тăнă. Унсăр пуçне тата Г.Н.Павловпа Н.О.Ятманов архитекторсем те архитектурăна наци еткерлĕхĕпе пуянлатас тĕлĕшпе ĕçленĕ.
Çапах та кусем — архитектура формисем мар, чăваш эрешĕсемпе усă курни çеç. Кирпĕчпе тĕрĕлесе илемлетнипе çеç наци архитектури пулаймĕ. Унăн хăйĕн тытăмĕ, хăйевĕрлĕхĕ пур. Специалистсем çак пулăма, сĕме Константин Ивановăн Атăл хĕрринчи палăкĕнче асăрхаççĕ.
Çак рете Анне монументне те кĕртмелле. Пирĕн хулара ку таранччен монументаллă произведенисем пулман темелле. Çавна май унăн саккунне, майне-шывне чухлакансем те сахалрах пулĕ. Анне палăкĕ — монументаллă ĕç. Халăхра вара хăнăхнă йĕркепе, ăна ахаль палăк пек курасшăн. Çавна пулах: çыннăн ури те пулмалла е хĕрарăмăн кĕпи мĕншĕн питĕ вăрăм тата ытти ыйтăва та илтме тÿр килет. Ку пĕтĕмпех эпир çакăн йышши ĕçсем пирки тĕшмĕртменнипе çыхăннă. Манăн шухăшăмпа, Анне монуменчĕ питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Композиципе сăнар та çыхăнуллă. Анне чăваш тумĕпе пулнипе çеç мар. Постаментах илер. Унăн конус евĕрлĕ моделĕ тĕнче мĕнле пулса кайнине аваллăхра палăртнă мелсене çывăх. Çÿл тÿпе, хĕвел паллин эрешĕсем те пур. Скульптурăн композицине пурнăçланă чух халăх шухăшлавĕн тĕп принципĕсене тĕпе хунă. Хĕрарăм — Анне — халăх тумĕпе. Ывăç тупанне кăштах çÿлелле çĕкленĕ. Чăваш хĕрарăмĕ яланах çапла çÿремест. Чунтан, тахçантанпа кĕтнĕ çыннине тĕл пулсан çеç çавăн пек хавхаланать вăл.
Шел те, чăваш сĕмĕллĕ проектпа çĕкленнĕ çурт тĕп хулара тата пурри пирки пĕлместĕп. Правительство çурчĕ çинчи Чăваш Республикин гербĕ те наци палли-ха, анчах вăл элем, объект мар-çке.
Надежда СМИРНОВА.
Праски Витти, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ:
— Шупашкарти кирек хăш çурта илсен те унашкаллине тепĕр хулара тĕл пулатăнах, мĕншĕн тесен вĕсене пĕр проектпа тунă. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăма пултаратпăр-ха? Хамăрлăхпа. Çав çуртсем çине чăваш эрешĕсем ÿкерсе хунипе кăна-ши? Çук. Капла туни хамăра суйни пулĕччĕ. Пирĕн питĕ пахалăхлă тата хăйнеевĕрлĕ, халиччен никам та усă курман майсемпе çуртсене çĕклемелле. Шел те, ку енĕпе чăвашсен еткерлĕх те, опыт та çукрах. Çавăнпа пушă вырăнтан пуçлама тивет. Тепĕр 50-60 çултан вăл пирĕн, чăвашсен, архитектури пулĕ.
Хуласен пахалăхне вĕсен кĕперĕсем те палăртаççĕ. Чылай хула ку енĕпе тĕлĕнмелле илемлĕ пулса тухнă. Пирĕннисене илсе пăхар-ха. Хăшĕ-пĕрин эрешĕсем масар çинчи картасенни пек вĕт. Çавăнпа та вĕсене реконструкци тунă чухне наци эрешĕсемпе, паллисемпе улăштармалла. Эпĕ çапла шутлатăп.
Владимир АЛМАНТАЙ, «Сувар» общество организацийĕн ертÿçи:
— Эпир ялта çуралса ÿснĕ. Чăваш хресченĕн çурчĕ вырăссен кил-çуртĕнчен лаç, кĕлет пуррипе уйрăлса тăрать. Чăвашсем сĕм авалтанпах сăра вĕретнĕ, çак ĕçе вĕсем лаçра пурнăçланă. Çулла та унтах пурăннă, апатланнă.
Шупашкар пирки мĕн каламаллине те пĕлместĕп темелле. Хула çыннисем пурте стандартлă çуртсенче пурăнаççĕ. Вĕсем пĕри те чăваш архитектури пуррипе мухтанма пултараймаççĕ. Хăшĕсем Ехрем купсасен çурчĕсене çак рете тăратма хăтланаççĕ-ха, анчах çакă паллă: Ехрем хуçа хăйĕн ку таранччен упранса юлнă çурчĕсене тума пуçличчен ятарласа Питĕре кайса килнĕ иккен. Унти проектсем тăрăх çĕкленнĕ те паян та хăйсен илемне, чапне çухатман çуртсем.
Авалхи Пăлхар вăхăтĕнчи архитектурăна çывăх об±ект та пур тĕп хулара. Вăл — Коммуна слободинчи хĕрарăмсен монастирĕн территорийĕнчи пĕр склад, тăватă енрен /пурлăх тĕнчинчен/ сакăр ене /ăс-хакăл тĕнчине/ куçаканскер.
Валентина ТАРАВАТ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ:
— Эпĕ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă район центрĕнче пурăнатăп. Шупашкара, паллах, вăхăтран вăхăт кăна пырса каятăп. Республика тĕп хули мана, аякра пурăнакан чăваша, наци архитектурипе кĕтсе илет-и? Анне монументне шута илмесен — çук. Ульяновскра та, Шупашкарта та — çав çуртсемех. Ку çеç-и? Урамра та, лавккара та, транспортра та чăвашла калаçакан сахал. Пичет çуртĕнче, театрсенче çеç пуплесе савăнатăп тăван чĕлхепе. Хĕрлĕ тÿремре Акатуй çĕнĕрен ирттерме пуçланăранпа Республика кунĕ пирĕн, чăвашсенех, пек туйăнать.
Комментировать