«Кванториум» - çĕнĕ ĕмĕр палли

23 Янв, 2017

10 çулти Максим Фадеев, Шупашкарти 5-мĕш гимназири тăваттăмĕш класс вĕренекенĕ, нанотехнологисемпе пĕчĕкренех кăсăкланать. Хальхи саманан курăмлă çĕнĕлĕхĕ ăс-тăна аталантарма пулăшнисĕр пуçне обществăна нумай енчен усă кÿрессе шанать вăл.

Пуçламăш классика «ЕВА-3» робот никĕсĕ çинче хăй шухăшласа кăларнă моделе тата урăхла йышши темиçе «ăслă машина» пуçтарма пултарнă та ĕнтĕ сатурскер. Малашне, «Кванториум» технопарка çÿреме тытăннă май, ăсталăхĕ тата çивĕчленессе шанать мал ĕмĕтлĕ арçын ача.

Иртнĕ эрнекун, кăрлачăн 20-мĕшĕ, республика историне Шупашкарта ачасен «Кванториум» технопаркĕ уçăлнипе кĕрсе юлĕ. Чăн та, нанотехнологисен лапамĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ку таранччен те хута кайнă, анчах çакнашкал ятарлă территори урăх çук. «Кванториума» Республикăри Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче уçнин пĕлтерĕшĕ пысăк — тĕрлĕ кружока çÿрекен ачасем çула май тенĕ пек технопаркпа паллашĕç. Тен, вĕсен те унти лабораторисенчен пĕрне çÿреме кăмăл çуралĕ?

Тĕрĕссипе, «Кванториума» çÿрес текенсен йышĕ, технопарк ертÿçин Сергей Сорокинăн сăмахĕ тăрăх, халех пысăк. Ахăртнех, çакă инженери тытăмĕнчи инновацие хамăр тăрăхра хута яни вырăнлă та вăхăтлă пулнине çирĕплетет.

Вĕр çĕнĕ парка савăнăçлă лару-тăрура уçма ача-пăчапа çамрăксен керменне сумлă хăнасем йышлă килсе çитрĕç. Йышра — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕн заместителĕ Вениамин Каганов, Раççей Хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕн заместителĕ Рашид Нургалиев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата ыттисем. Хă-насен ушкăнĕ чи малтанах кунти лабораторисемпе /пурĕ — ултă лаборатори/, вĕсенче ачасем мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллашрĕ. Сăмахран, экологи лабораторийĕнче нанотехнологисемпе усă курса апат-çимĕçĕн экологи тасалăхне епле тĕрĕслеме май пуррине кăтартса пачĕç. Ачасем пахчаçимĕçе, улма-çырлана тĕп хулари пысăк лавккасенче тата пасарсенче туяннă. Тĕпчев çамрăк лаборантсене пирĕн тăрăхра çитĕннĕ çимĕçсем тасараххине кăтартнă.

— Асăннă технопарка уçмашкăн ятарласа Раççей Вĕренÿ министерстви ирттерекен конкурса хутшăнтăмăр. Проект презентацине пахалăхлă хатĕрлесе парк уçма палăртнă 17 регион йышне кĕтĕмĕр, конкурс условийĕпе килĕшÿллĕн республикăна инвестиципе /56 миллион тенкĕ/ тивĕçтерчĕç. Пурĕ вара ку объекта хута ямашкăн 80 миллион тăкаклама тиврĕ, — палăртрĕ савăнăçлă пухура Михаил Игнатьев. — Иккĕленместĕп, кунта килессишĕн вĕрентекенĕсене, ашшĕ- амăшне чылай ача тилмĕрĕ. «Кван-ториум» вĕсене ăслăлăх енне туртăнма, малашлăхра техника аталанăвне хăйсен тÿпине хывма пулăшĕ.

Раççей вĕренÿ министрĕн заместителĕ Вениамин Каганов асăннă проекта стратеги пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕх пек хакларĕ. Технопарк чăн-чăн усăлăхне тÿрех мар, кăшт вăхăт иртсен республика экономикин пĕтĕмĕшле аталанăвĕн шайĕнче туйса илесси иккĕлентермест ăна.

— Кирек мĕнле çĕршывра та вĕренÿ тытăмĕн тĕп тĕллевĕ — ăслă, çĕнĕ технологисен хутлăхĕнче лайăх ăнкаракан, çав вăхăтрах «Тăван çĕршыв» ăнлав пуринчен хаклине туякан çамрăксене вĕрентсе воспитани парасси. Манăн шухăшпа, Чăваш Енре ку енĕпе тĕрĕс ĕçлесе пыраççĕ, — палăртрĕ федераци ведомствин представителĕ.

Рашид Нургалиев Чăваш Енре вĕренÿ тытăмĕпе производство хутлăхĕнче партнерла хутшăнусем çирĕпленсе пыни çитес вăхăтра вăйлă кадрсем йышланассине ĕненме май пани çинчен асăнчĕ.

— Çĕнĕ лапам пире, аслăраххисене, çамрăк ăрупа «пĕр чĕлхепе калаçма» пулăшĕ. Çĕршывăмăр пултаруллă çамрăксемпе тивĕçлипех мăнаçланма тытăнĕ. Çакна шансах тăратăп, — терĕ Раççей тĕп хулинчен килсе çитнĕ сумлă хăна.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: 

Комментарии

Оправдается ли этот "КВАНТОРИУМ"? В принудительном порядке заставят бюджетников, чтобы создать видимость посещения.

Комментировать