Чун тасалать, кĕлетке çăмăлланать
Йĕри-тавра чăваш юрри янăрать, шашлăк шăрши сарăлнă, халăх киленсе калаçни хăлхана кĕрет. Çакнашкал кĕтсе илчĕ мана Шупашкарти арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕпе юнашар хатĕрленĕ шыва кĕмелли вырăн. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çакăнта халăх йышлă пуçтарăннă. Республикăри бокс федерацийĕн спортсменĕсем пĕрин хыççăн тепри вакка сикрĕç. «Кăшарнире шыва кĕме хăнăхнă. Çак йăлана 17 çул тытса пыратпăр», — теççĕ вĕсем.
Алина Карпова хуралçă темиçе çул каялла вилес пекех выртнă. «Турă хуйхă урлă хăйĕн патне чĕнсе илчĕ мана. Халĕ унăн хăватне туйса пурăнатăп. Вăй илсе ура çине тăрсанах унпа пĕрле пулас килчĕ. Турă пире пăрахмасть. Кăшарнире виççĕмĕш çул вакри шывпа чÿхенетĕп. Çакă усал-тĕселе, чир-чĕре сирет. Çакăн хыççăн çунат хушăннăнах туйăнать, хальхинчен те лайăхрах пурăнас килет», — чунне уçать хĕрарăм. Унпа пĕрле килнисем те чун тасалса кĕлетке çăмăлланни тавра калаçрĕç.
«Кашни çулах мăшăрăма хампа пĕрле чĕнетĕп. Ниепле те ÿкĕте кĕртме çук ăна. Пĕлтĕр, сăмахран, эпĕ шыва кĕнине пăхса тăрсах чĕтреме пуçларĕ», — хушса калать Наталья Маряхина.
76-ри Нелли Михайловна лару-тăрупа паллашмашкăн ятарласах килнĕ çакăнта. «Чир-чĕр аптăратман пулсанах чÿхенсе тухăттăм», — вак патнелле утакансене сăнать хĕрарăм. Шыва кĕрекенсене хавхалантарма та сăмах тупать вăл.
«Питĕ чаплă!» — сивĕ шывпа çăвăнса тухнă Николай Васильев вĕри чей ĕçнĕ май питĕ хăпартланса калаçать. Çамрăк чухнех, совет влаçĕ вăхăтĕнче, тĕне ĕненнине, хĕрес çакнине палăртать вăл.
Парикмахерта ĕçлекен Лидия вакри пăрлă шывпа 20 çул ытла пиçĕхтерет хăйĕн кĕлеткине. «Ним мар тепре кĕрсе тухма пултаратăп», — тет сивве чăтăмлăскер.
Çакăнта сывлăх, полици, МЧС ĕçченĕсем дежурствăна тухнă. Пĕтĕмĕшле илсен — йĕркене пăсакан, хăйне япăх туякан çук. МЧС ĕçченĕ Виталий Васильев сивĕ шыва чăмса тухакансене шутласа тăрать. 5 сехетре, тĕслĕхрен, 385 çын вакка сикнĕ. Ытларахăшĕ — çамрăксем, аслă ÿсĕмри çынсем. Вуннăри арçын ача та ашшĕпе пĕрле килнĕ. Кăрлачăн 18-мĕшĕнче шыва кĕрекенсем уйрăмах йышлă пулнă. Сăмах май, пирĕн республикăра шыва кĕмелли 67 вырăн хатĕрленĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать