“Эпĕ — ырă халăх тĕпренчĕкĕ”
Çапла та пулса иртет пурнăçра. Нумай çул пĕлнĕ тесе шутланă çынна кĕтмен çĕртен пач урăх енчен “уçатăн”. Паян вулакана каласа кăтартас текенскер — шăпах çакăн йышшисенчен. Пĕр шкултах ăс пухнă унпа. Тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнипе — асăрхаман. Чăваш калашле, ыттисенчен мала та иртмен, кая та юлман вăл. Шкултан вĕренсе тухса кайнă хыççăн вара — ак тамаша! — ентешĕмĕре сцена çинче куртăмăр. Юрлать те, кирлĕ пулсан ташлать те хайхи. Пирĕншĕн, ялта çуралса ÿснĕскерсемшĕн, артист тени пачах урăх тĕнчерен килнĕскер пек туйăнатчĕ те... Кунта вара нумай-нумай çул пĕлнĕ-палланă каччă пултарулăхĕпе куракана тыткăнлать. Ăçтан, мĕнле майпа лекнĕ-ха Владимир Григорьев асамлăх тĕнчине /искусство чăнласах асамлăх мар-и вара?/.
Шурă лаша
— Пĕр вăхăт Элĕк районĕнчи Тавăтри вăтам шкулта вĕреннине кура сан пирки ентеш тесех калатпăр ĕнтĕ...
— Таçта та çитнĕ эпĕ. Пĕрремĕш класра Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксаринра вĕреннĕ, иккĕмĕшне Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкассине кайнă, виççĕмĕшне çав районти — Йĕкĕрвара... Пиллĕкмĕш класран пуçласа чăнласах Тавăтра ăс пухма тÿр килчĕ. Тăххăр-вуннă вара — Элĕкре.
— Эсĕ ачаллах тĕнче касса çÿренĕ апла — ун чухнех богема пулнă. Кала-ха, тăван тесе шутлакан хăш кĕтесшĕн чуну ытларах тунсăхлать?
— Паллах, Тавăт ялĕшĕн. Кун çути кăтартнă çывăх çыннăм — аннем Дина Петровна Григорьева — çавăнтан пулнă вĕт. Кÿршĕ яла Шĕнтреше качча тухнă вăл. Эпĕ çак тĕнчене мĕнле килнине каласа кăтартни асра. Çил-тăманлă кун пилĕкĕ касма пуçланă аннен. Элĕке çул çывăх мар. Шурă лаша кÿлсе тухнă вĕсем. Асар-писер çанталăк ахăрать. Лаши юр ăшне кĕре-кĕре ларать тет: е хÿри кăна курăнать, е пĕкки кăна. Çапла çуралнă эпĕ — анне хырăмĕнче шурă лашапа ярăнса пынă май Шурă лаша çулĕнче. Шурă лаша манăн символ пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар — ун пекех эпĕ: тарăхтарсан ай! тарăхатăп та! Хайхи усал çанталăкран пĕрре те кая мар. Каярахпа кăмăл пач улшăнать, лăпланатăп та хам аптратăп: “Мĕн туса хутăм?” — тесе кулянатăп.
— Çапах артист çулне мĕнле майпа суйласа илтĕн-ха? Ача чухне сана сцена çинчен анманнине ас тумастăп-çке...
— Çуралнă тăрăх витĕм кÿнĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Мĕнлерех çынсем пулнă вĕт пирĕн таврара! Илле Тукташ, Никифор Ваçанкка, Прохор Емельянов, Александр Артемьев, Аркадий Малов, Зоя Андреева, Борис Марков... “Салампи юрри” халĕ те маншăн — чи юратни. Тавăт тăрăхĕнче пурăнакан тăванăмсем те — Казыкинсен йăхĕ — пултарулăхра паллă. Пурте юрлаççĕ. Аслине, Михал пичине, Вера Кузьмина хăй артиста пыма сĕннĕ, анчах та лешĕ килĕшмен. Алеша Казыкин, тăпри çăмăл пултăр, сцена çине тухмаллискерччĕ. Халĕ вĕсен тăванĕ, çамрăк каччă, йăх ĕмĕтне çапах та пурнăçлама тăрăшнине пĕлтерчĕç-ха. Анне юрлама ăстаччĕ, чăваш кăларăмĕсене юрататчĕ. Астăватăп, “Ăраскал” пуçлансан радиона ыталаса итлесе ларатчĕ...
Çук, мĕн ачаран артист пулма ĕмĕтленнĕ тесе калаймастăп хам пирки. Эпĕ шкултан вĕренсе тухиччен Шупашкара килсе театра кайса та курман вĕт. Яла пырса кăтартаканнисене кăна чупнă. Элĕкре 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара, хам паян та ăнланмастăп — мĕнле майпа? — районти халăх театрне çул тытнă. “Сирĕн кунта редактор ăçта?” — тесе ыйтнă культура çуртне пырса кĕрсен. “Режиссер” теме те пĕлмен вĕт...
Пĕрремĕш роль — чехсем çинчен çырнă спектакльти Шавов сăнарĕ.
Театр пирки чи малтан Вера Кузьминапа калаçнăччĕ. Вăл хальлĕхе набор çуккине каларĕ. Вара эпĕ Мускава хам тĕллĕн кайма тĕв турăм. Çулталăк тăршшĕпе укçа пухрăм — çула тухмашкăн. Тăван мар анне пирки, каярахпа унпа ÿсме тиврĕ пирĕн, начаррине нимĕн те калаймастăп. Укçине те парса тăратчĕ вăл. Анчах та унран ыйтма аван марччĕ — вĕренме кĕреймĕп те намăс пулать вĕт! Çапла апат çиме панă укçана çулталăка яхăн вăрттăн пухса пытăм. Шутласа хутăм — Мускава унталла-кунталла кайса килмешкĕн 24 тенкĕ çитет: çул хакне эпĕ малтанах Шупашкара килсе пăхса кайрăм. 1 тенкĕ — унта апат çиме. Ара, эпĕ документсене парса хăварса çав кунах каялла килме палăртнă вĕт. Ача-пăча... Виçĕ çул тăхăннă костюмпа тухрăм çула. Çак вăхăтра хам тăсăлнă ĕнтĕ, çанăсем кĕскелсе юлнă. Мускава çитсенех малтанах çăвар та хупăнмарĕ-тĕр: Шупашкар пысăк та, анчах та унта!.. Хама кирлĕ института аран шыраса тупрăм. Халăх хĕвĕшет кăна. Мĕншĕн ытла та нумай кунта? Пурте çакăнта вĕренме кĕресшĕннине пĕлсен çăварăм тата ытларах карăлчĕ. Документсене капла кăна йышăнманнине, малтан “прослушка” пулнине пĕлсен пуçăм та усăнчĕ. Мĕн япали вăл? Сăвă е юптару вуламалла иккен. Пултарулăха тĕрĕслеççĕ пĕр сăмахпа. Çынсем çулталăкĕ-çулталăкĕпе хатĕрленеççĕ, вĕренме кĕмешкĕн темиçе хутчен те пыраççĕ. Вырăсла шăкăлтаттарса калаçаççĕ. Манăн, ял ачин, мĕне шанмалли пур? Пурпĕр çаврăнса утмарăм — Шурă Лаша мар-и? Библиотека шыраса тупрăм, юптару пăхмасăр вĕрентĕм. Пултарулăх комиссийĕ умĕнче ăна вуласа патăм. Те пăлхантăм — такăнтăм... Çук, телее, çапса хуçмарĕç мана. Акцент пуррине каларĕç, вырăнта вĕренме сĕнчĕç. Çакă та çунат хушрĕ тейĕн. Маларах кайса калам-ха. Театр институчĕн алăкне хам хыçран хупиччен каласа хăвартăм: “Эпĕ çакăнта пурпĕр таврăнатăп!” Таврăнтăм — 25 çул иртсен, режиссера вĕренме. Хама сĕнÿ панă хĕрарăм сăнне коридорти стенд çинче шыраса тупрăм: Людмила Ставская.
Киле таврăнсан макăртăм... Маншăн халĕ пурпĕрехчĕ ĕнтĕ. Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетне вĕренме кĕтĕм. Çав вăхăтрах театра чупаттăм. Пĕр спектакле, ĕненетĕр-и е çук-и, 20 хутчен, тен, ытларах та, пăхни те пулнă! Артистсемпе хутшăнаттăм. Вĕсемпе пĕрле ташлаттăм та. Ай, сĕмсĕр... Вĕсем кам та эпĕ — кам?
Тăрăшни харама каймарĕ. Çамрăксен театрĕн хушма пултарулăх ушкăнне илчĕç. Сергей Павловпа çулталăка яхăн театртах выртса-тăрса пурăнтăмăр. Унтан иксĕмĕре общежитире пĕр пÿлĕме вырнаçтарчĕç. Шалу 40 тенкĕпе танлашатчĕ. Паллах, ним тума та çитместчĕ çакă. Яланах выçăскер, апат шăршипе тăн çухатса кайса ÿкни те пулнă. “Никама та ан кала çакна”, — ăс пачĕ ун чухне Сергей...
Унтан Щепкин ячĕллĕ училищĕне набор пулчĕ. Унта эпĕ те çаклантăм. Тепĕр Сергейпе пĕр пÿлĕмре пурăнтăмăр — Кувшиновпа. Ах, тарăхтаратчĕ те тепĕр чух, чеескер... “Пăтă лартса яр-ха, эпĕ ывăнтăм”, — тетчĕ. Хура тул пăтти пĕçереттĕм. Пиçсех çитме пуçласан тăратчĕ те кастрюле... сахăр чăмтаратчĕ. Эпĕ вара çак пăтта сахăр хушнине чăтма пултараймастăп! /Кулать/.
Çапла Мускавра та выçăллă-тутăллă иртрĕ пурнăç. Юрать пирĕштисем çумрахчĕ. Мускавра мана Татьяна Аносова хăйĕн хÿттине илчĕ. Ял ачине выçă вилме памарĕ. Шупашкарта Вера Кузьмина асĕнчен кăлармарĕ. Тĕлĕнеттĕм те, аван марланаттăм та — вăл, СССР халăх артистки, тĕп хулана пыракансенчен ман валли укçа пара-пара яратчĕ...
Çын çиенрен пуçласа — Кашкăр таран
Тăван театра таврăннăранпа мĕн тĕрлĕ роль калăпламан-тăр — Çын çиенрен пуçласа Кашкăр таранах. Çитмен ял юлман. Пĕрремĕш спектакль вара Вячеслав Оринов лартнă “Аслă ывăл” пулчĕ.
— Режиссера вĕренме каяс шухăш мĕнле çуралчĕ?
— Вăт темĕн çитместчĕ... Режиссура вăрттăнлăхĕсене шалтан тĕпчес килчĕ-тĕр. Артистпа танлаштарсан пач урăх професси-çке ку.
— Паян эсĕ — артист, режиссер, преподаватель, методист...
— Çапла, театрсăр пуçне Халăх пултарулăх çуртĕнче те ĕçлетĕп тата культура институтĕнче Нина Панинăпа пĕрле кăçал пĕрремĕш хут мобильлĕ театрсен çамрăк ертÿçисене вĕрентсе кăларăпăр. Фестивальсем йĕркелетпĕр, Вера Кузьмина ячĕллĕ Илемлĕ сăмах конкурсĕ регионсен хушшинче иртет. Унăн çĕнтерÿçисене кăçал Республика кунĕнче “Раççей çăлкуçĕсене” хутшăнтарасшăн. Унта та янăратăр чăваш сăмахĕ.
— Кала-ха, пултарулăх енчен тăранса çитнĕ-и эсĕ е халĕ те çаплипех выçă-и?
— Артист тени паян укçа тумалли инструмента çаврăнса кайни канăçсăрлантарать... Çĕршывра наци темĕнле программи те пурнăçланать — вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче, ял хуçалăхĕнче. Культура тытăмĕнче кăна çук наци шайĕнчи аталану программи. Питех те кирлĕ вăл паянхи кун! Халĕ эпир сывалса, çисе тăрантăмăр пулĕ ĕнтĕ — наци программисем пурнăçланнине кура калатăп-ха çакна. Апла тăк — шăпах чун, культура çинчен шухăшлама вăхăт. Театра çÿремест халĕ халăх, хаçат вуламасть... Клубсенче те авă штатра 1 çынна кăна хăварасшăн. Ялта шкул, клуб пулмасан — мĕн юлать? Анăç аталанăвне тĕпе хурса пурнăçа йĕркелесе пыни мĕнпе вĕçленесси куçкĕрет — унта нацилĕхе пирĕн шайра сыхласа хăвараймарĕç. Халĕ каялла тавăрасшăн тапаланаççĕ — пулмасть. Пĕрре çухатнăскерне ăçтан тупăн? Пирĕн те йăхне маннă Йăвана çаврăнас марччĕ. Çак тарана чиперех упраса çитернĕ йăла-йĕркене малашлăх валли те сыхласа хăварасчĕ. Чăн та, юлашки пулăмсем малалла шанчăклăрах пăхма хăват хушаççĕ. Хамăрăн культура министрĕ пирки-ха сăмахăм. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем çынна сăмах тăрăх мар, ĕçе кура хак параççĕ. Мухтаннипе-каппайланнипе инçе каяймăн. Акă пирĕн ведомство тилхепине Константин Яковлев алла илнĕренпе вăхăт нумай та иртмерĕ — мĕн чухлĕ ырă ĕç турĕ. Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн ертÿçине улăштарма хал çитерчĕ — çурта юсав ĕçĕсем ирттерсе кĕске вăхăтрах йĕркене кĕртрĕç. Чăнласах кермен теме пулать халĕ. Унтан та ытла, чăваш тăрăхĕнче 70 çул /!/ тăсăлнă ыйтăва туххăмрах татса пачĕ Константин Геннадьевич — Çамрăксен театрĕ тинех хăйĕн çуртĕнче спектакльсем кăтартма пуçлĕ. Мĕн тери савăнтăмăр çакăншăн!
Чăваш — тĕлĕнмелле ырă кăмăллă халăх. Хам чăваш пулнишĕн питĕ савăнатăп. Эпĕ — ырă халăх тĕпренчĕкĕ. Ырă тунине вара ырăпах тавăрмалла. Артистра ĕçлесе те пулин çак тĕллеве пурнăçласчĕ манăн.
— Хăвăн чи пысăк ăнăçăву тесе мĕне калама пултаратăн?
— Чи кирли маншăн — çынна усал туманни. Шухăшăма куçран пăхса тÿррĕн калама хăраманни. Çапла вĕрентнĕ мана. Чăн та, çакăншăн нумай чухне патакĕ те лекет, анчах та чунра суя çук.
— Паян эсĕ — экваторта. Кала-ха: хыçалалла пăхсан тата малалла тинкерсен мĕн куратăн?
— Пĕлетĕн-и, малалла та, хыçалалла та пăхас килмест, ту тăррине хăпарма та, тинĕс тĕпне анма та кăмăл çук. Çĕр тăрăх кăна — пĕчĕккĕн, лăпкăн мăштăртатса — çÿрес килет. Анкартине тухса çутçанталăкпа, паянхи самантпа киленес килет. Асанне калани аса килет: “Нумай та юлать, сахал та çитет...”
— Чунунта çапах та темĕнле пăлхав, канăçсăрлăх яланах тапса тăнăн туйăнать. Тулли телейлĕ пулма мĕн çитмест сана?
— Вăхăт. Талăкра тепĕр 3-4 сехет пулсан мĕн тери лайăхчĕ — канмалăх, лăпланмалăх...
— Çакăн пек катастрофа шайĕнче вăхăт çитмен лару-тăрура та пирĕн пата килсе калаçса ларма май тупнăшăн тавах сана. Атя-ха вулакана тата куракана иксĕмĕр пĕрле санăн пултарулăх каçне йыхравлар. Пултарулăху пирки ятарласах ытлашши сăмах хускатмарăм — эсĕ халăх умĕнчи çын, вулакан-куракан хăй хаклатăр. Вĕрентекен рольне те лайăхах калăплатăн — Шупашкарта, Мускавра, ГИТИС таран, ăс пухаççĕ эсĕ çул тĕлленĕ çамрăксем. Манăн вара çынсем сан çинчен пĕлсех кайманнине вулакан патне çитерес килчĕ.
— Хаваспах.
Рита АРТИ хатĕрленĕ.
ГРИГОРЬЕВСЕН çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем.
Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев пултарулăх каçне ирттерет. Пурне те пырса курма чĕнетпĕр.
Комментировать