Лăпкă кĕвĕ çеç...
Упăшка вăтăр тултарнине тăвансемпе, туссемпе пухăнса уявларăмăр. Яшла-хĕрле çÿренĕ вăхăтсене аса илсе юлташсемпе каçхи клуба çитме тĕв турăмăр.
Канмалли кун дискотекăра халăх чылай иккен. Çамрăксем те, аслăраххисем те пур. Кам мĕнле пĕлет — çапла хиркеленет. Пирĕн пысăк ушкăн та часах юрă-кĕвĕ çеммипе килĕшÿллĕн авкаланма тытăнчĕ. Ди-джей паян тĕнче кĕрлеттерекен юрăсене те, темиçе çул каяллахисене те черетлерĕ. Ташла-ташла тарласан лăпкă кĕвĕ кайрĕ. Мăшăрпа ыталанса вунă çул каялла таврăнма ыйтакан палланă юрăпа урай варринче çаврăнтăмăр.
...Вунпиллĕкри хĕрачаччĕ эпĕ ун чухне. Хулара вĕренекен кÿршĕ хĕрĕ канмалли кунсенче яла килсен клуба тухнă чухне мана та пĕрле чĕнетчĕ. Кĕтерук питех ыйтнипе анне те пĕр-икĕ сехетлĕхе кăларатчĕ. Чăн та, каланине итленĕ. Аслă тусăмпа ташлаттăмăр та киле таврăнаттăмăр.
Хĕрсем йышлăччĕ пирĕн ялта, каччисем сахалрахчĕ. Çакна пĕлсе савни шырама кÿршĕ ял йĕкĕчĕсем час-часах пухăнатчĕç. Пĕррехинче Кĕтерука куç хывакан та тупăнчĕ. Çакăн хыççăн Петĕр пирĕн ялта тăтăшах курăнма пуçларĕ. Килĕшекен хĕре килне ăсатрĕ. Мана кичем пуласран тусне Кĕçтука илсе килетчĕ. Çапла тăваттăн уçăлса çÿресех хĕл каçрăмăр темелле.
Тĕрĕссипе, канмалли кунсене хам та чăтăмсăррăн кĕтекен пултăм. Кĕçтука курас килетчĕ. Илемлĕччĕ вăл, çÿллĕччĕ, яштакаччĕ. Кÿршĕ хĕрĕ хуларан килнĕ-килменех ун патне чупса каçаттăм, клуба миçере тухасса калаçса татăлаттăмăр. Савниçĕм тепĕр чухне килместчĕ. Кун пек чухне Петĕртен çыру тыттарса яратчĕ, тунсăхланине пĕлтеретчĕ. Вĕренÿ эрни вăрăма тăсăлатчĕ. Çавăнпах каярах çырусене почта урлă яма та хăнăхрăмăр. Темех те çырмастăмăр хут çине. Ытларах шкулти, килти ĕç-пуç пирки пĕлтереттĕмĕр. Çавах чун хăпартланатчĕ. Çырусем аттепе анне аллине ан лекчĕр тесех почтăна пысăк тăхтавра хам чупаттăм. «Паян çыру çук», — йăл кулатчĕ Марье аппа. Савăнмалли сăлтав пур чухне: «Шел, ман пата çыракан çук. Эпĕ те хĕпĕртĕттĕм», — тетчĕ шăл йĕрсе.
Çапла çуркунне те çитрĕ. Экзамен çывхарнăран анне урама тухма текех ирĕк памарĕ. Ара, тăххăрмĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Кĕçтук та, шкултан вĕренсе тухма хатĕрленекенскер, вăхăтне кÿршĕ яла утса ирттермерĕ. Апла пулин те çыру вĕçме пăрахмарĕ. Вĕсене кĕнеке айне хурса вăрттăн вулаттăм. Чипер каччă урокра та асран кайма пĕлместчĕ. Хĕр тусăмсем çакна куратчĕç паллах. Ăмсанатчĕç. Вĕсен урама тухма та ирĕк çук-çке. Эпĕ вара клуба çÿретĕп çеç мар, савни те тупнă. Çырусене вулассишĕн антăхатчĕç — памастăм. Çывăх тантăшăма çеç кăтартаттăм вĕсене.
Часах çу кунĕсем çитрĕç, экзаменсем те хыçа юлчĕç. Кĕçтук университета вĕренме кĕчĕ. Кĕтерукпа Петĕр çаплах пĕрлех çÿрерĕç. Верук аппа та хĕрĕ кам патне тухнине пĕлсе çитрĕ, ăна урама пĕччен кăларма текех хăрамарĕ. Çавăнпах пулас кĕрÿ текех Кĕçтука пĕрле илсе çÿремерĕ. Сайра-хутра çеç килчĕ савниçĕм тĕлпулăва.
Манăн вара ăна яланах курас килетчĕ. Унсăр тунсăхлаттăм. Çавăнпах хушăран кÿршĕ яла хам çÿреттĕм. Май пулсан паллах. Е тимĕр урхамахĕпе леçме Петĕре ыйтаттăм, е клубри çамрăксем пуçтарăнса катаччи чупма каятчĕç — вĕсемпе явăçаттăм. Кирлĕ çынна кураттăм тепĕр чухне, хушăран савнипе тĕл пулмасăрах таврăнаттăм. Эпĕ каччă хыççăн чупнине Кĕтерук сивлетчĕ. Куншăн кÿршĕ хĕрĕ миçе хутчен ятлаçман пуль? Итлеместĕм ăна.
Пĕррехинче хамăр урамрах пурăнакан Танюш клубран чĕнсе кăларчĕ те калаçмалли пур сăлтавпа айккине пăрчĕ. Эпĕ савнипе тĕл пулма ăнтăлнине вăл та асăрханă ахăр.
— Анюк, лайăх хĕрача-çке эсĕ. Кĕçтук хыççăн мĕншĕн хăв чупатăн? Юратать пулсан хăех килет. Çамрăк-ха эсĕ, ача çеç, çавăнпах ăнланмастăн та. Кÿршĕ яла хăв çÿресе ятна çеç варалăн, ĕненсем. Эпĕ те сан пекех пулнă. Кăштах ÿсрĕм те кăмăл-туйăма чарма, пулăмсене урăхларах хаклама вĕрентĕм. Эсĕ те хăвна ална ил, — ырă сунчĕ хайхи.
— Манăн ăна курас килет. Унăн вара килме майĕ çук, — Кĕçтука тÿрре кăларма хăтлантăм эпĕ.
— Каларăм-çке, килĕштерсен — хăех килĕччĕ. Манăн сĕнĕве шута ил. Чавса çывăх та — кайран çыртаймăн. Эпĕ каланине пĕрре мар аса илĕн. Пурнăçра каччăсем нумай тĕл пулĕç. Сăпайлă-çке эсĕ, çак пахалăхна ан çухат, — терĕ Танюш.
«Эсĕ юратман йĕкĕт хыççăн чупнăшăн кам айăплă? Манăн пачах урăхла пулĕ», — шухăшларăм унăн çурăмĕнчен тинкерсе. Çав каçах Кĕçтука курассишĕн пĕлĕшĕмпе икĕ ял хушшинчи кĕпер патне уттартăмăр. Валя та кÿршĕ ял каччипе тĕл пулатчĕ. Телефонсем пурччĕ вĕсен. Хайхисем кĕпер айĕнче курнăçма калаçса татăлнă. Пĕччен утас килменрен Вова Кĕçтука чĕнме шантарнă. Ара, туссем вĕсем. Вальăна вара мана ертсе пыма хушнă. Тĕттĕммине пăхмасăр утрăмăр çапла. Машина çути курăнмассерен çул айккинче пытантăмăр хамăр. Паллакансем курасран намăслантăмăр-ши? Е палламаннисем чарăнасран шиклентĕмĕр-ши? Палăртнă вырăна çитрĕмĕр хайхи. Каччăсем килессе кĕпер айĕнче çур сехет кĕтрĕмĕр...
Кĕркунне хулана кайрĕ вăл. Пушшех сайра курнăçрăмăр. Хĕл каçипе те темиçе хутчен çеç тĕл пултăмăр. Вунулттă тултарнă ятпа аттепе анне телефон парнелерĕç те хушăран шăнкăравлаттăм. Анчах Кĕçтук тытмастчĕ. Тунсăх та пĕчĕккĕнех сĕвĕрĕлчĕ. Çулталăк иртсен Танюшăн ырă сăмахĕ тĕрĕссине ăнлантăм. Аслисен канашне шута илмеллине ăша хыврăм.
Тепĕр çăва тухсан Алюшпа паллашрăмăр. Кĕçтук пекехчĕ вăл: çÿллĕ, хура çÿçлĕ, хăмăр куçлă, анчах кăмăлĕпе пачах урăхчĕ. Тăтăшах шăнкăравлатчĕ, пĕрмай килетчĕ. Кăмăлăм та часах тепĕр кÿршĕ ял каччи енне çаврăнчĕ. Эпĕ Алюшпа хутшăннине курсан Кĕçтукăн юрату хĕлхемĕ вăйланчĕ-ши, кĕвĕçÿ çуралчĕ-ши — улшăнчĕ вăл, хыçран чупма пуçларĕ. Анчах эпĕ ун енне текех çавăрăнса та пăхмарăм...
Мăшăрăмпа дискотекăра çаврăннă лăпкă кĕвĕпе шăпах Кĕçтукпа ташлаттăмăр та. Каччăпа ыталанса пĕрремĕш хутчен вунă çул каялла çаврăннă эпĕ. Ун чухне Кĕçтуксăр пуçне урăх никама та юратмассăн, вунă çул нихăçан иртмессĕн туйăнатчĕ. Çирĕм пиллĕке çитнине сисмерĕм те. Теçетке çул ним мар хыçа юлчĕ. Пĕрремĕш юратуран та нимĕн те тăрса юлмарĕ. Çак лăпкă кĕвĕ çеç аса илтерет Кĕçтука.
АНЮК.
Шупашкар хули.
Комментировать