Кивĕ Çĕнĕ çул кĕреки

21 Янв, 2017

Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Севастопольти Наципе культура обществисен ассоциацийĕ Крымри халăхсен хĕллехи уявĕсене халалланă каçа пуçтарăннă. Вĕсем пĕр-пĕрне хăйсен культурипе, апачĕпе, çи-пуçĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Севастополь Правительстви уявсемпе саламланă май Ассоциаци ĕçне пысăка хурса хакланă. Çак йыш наци халахĕсен культурине упраса хăварнине тата аталантарнине, туслă пурăннине палăртнă.

Ку организаци йĕркеленнĕренпе 23 çул çитнĕ. Унăн ертÿçи Валерий Милодан общество ĕçĕшĕн вăйне шеллемест, тĕрлĕ уяв, конкурс, курав йĕркелет. Сăмах май, Крым халăхĕсен хушшинче чăваш, мордва, беларуç, эстон, гагауз обществисене чи лайăххисен йышне кĕртнĕ.

Хальхинче кĕрекене пуçтарăннисем тĕрлĕ халăх юрри-ташшипе киленнĕ. Унтан вĕсем наци çи-пуçĕн парадне тухнă, юрă картине тăнă. Çав вăхăтрах пурте пĕр-пĕрне наци апачĕпе хăналанă.

"Кивĕ Çĕнĕ çул — Совет Союзĕнче пурăннă халăхсен юратнă уявĕ. Вăл юлташсемпе тĕл пулма, иртнĕ çула пĕтĕмлетме, пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунма май парать", — тенĕ ассоциаци ертÿçин çумĕ Ольга Малиновская.

"INFORMER" хыпарĕсемпе усă курнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.