Çур аки вăй илет

9 Апр, 2014

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çурхи ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенче - Патăрьел районĕнчи «Батыревский», «Красное Знамя», «Малалла», «Первомайск», «Труд» хуçалăхсенче нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕсенче нÿрĕк тытаççĕ.

«Батыревский» обществăра нумай çул çитĕнекен курăка 96 гектар апатлантарнă. Çĕр улми вăрлăхне сăмсалантарма «иккĕмĕш çăкăр» управĕнчен 1080 тонна кăларса хÿтлĕхе сарнă.

Çĕр улми вăрлăхне калчалантарма «Малалла» - 115, «Первомайск» 150 тонна кăларнă. Çурхи культурăсен вăрлăхне «Батыревский» - 24, «Красное Знамя» 10 тонна им-çамланă.

Елчĕк районĕнчи «Прогресс» тата «Нива» хуçалăхсен механизаторĕсем ÿсен-тăрана апатлантарма пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчех тухнă. Пĕрремĕшĕнче кĕрхисем 700 гектар йышăнаççĕ. Вĕсене В.Куприянов тĕп инженер тата Д.Кучков тракторист хĕл кунĕсенче меллештерсе ăсталанă удобрени сапмалли агрегатпа, «Туман» хатĕре аса илтерекенскерпе, апатлантараççĕ. Вăл йывăр мар, кустăрмисем путмаççĕ, хăвăртлăхĕ аван. Аммиак селитри кĕрхисене кашни гектар пуçне 35 килограмм /тутлăхлă япала çине куçарсан/ тивет.

Кĕрхисемпе нумай çул çитĕнекен курăка «Эмметово», «Яманчурино», «Сатурн», «Рассвет», «Комбайн», «Победа» хуçалăхсенче пурĕ çĕр-çĕр гектар апатлантарнă.

Вăрнар районĕнчи «Кольцовка», К.Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Санары», «Агрохмель» хуçалăхсенче те çур аки аван пырать. «Мураты» ЯХПК, «Санары», «Агрохмель» обществăсем 155 тонна çĕр улми вăрлăхне калчалантарма сарнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.