Пирĕн тăван пекки ялта çук

21 Янв, 2017

 Сайра çын пурнăçра хăйне пур енчен те сапăр, ыттисене килĕшмелле тытать. Унашкаллисене хăйсене те юратаççĕ, хисеплеççĕ. Çавăн пек сайра çынсенчен пĕри – манăн мăнакка, Тутарстанри Нурлат районне кĕрекен Якуркел ялĕнче пурăнакан Елизавета Пичушкина /хĕр чухнехи хушамачĕ Ермилова/.

 Вăл 1939 çулта Якаелĕнче Василий Петровичпа Зиновья Тимофеевна Ермиловсен çемйинче çуралнă. Пĕрремĕш ачи пулнă. Ун хыççăн тата çичĕ ача çут тĕнчене килнĕ. Йăмăкĕ Раиса çуралсан ашшĕ çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Елизавета амăшĕпе, йăмăкĕпе тата ватă аслашшĕпе, асламăшĕпе тăрса юлнă.

Ачаранах йывăр ĕçе хăнăхнă, çăкăр хакне пĕлет. Ашшĕ вăрçăра чухне те, кайран та Елизавета амăшĕн тĕрекĕ, пулăшаканĕ пулнă.

— Асаннĕре астăватăр-и, сире юрататчĕ-и?

— Асанне Сиксĕвер /Ильсĕвер/ ятлăччĕ. Пире питĕ юрататчĕ. Вăл ватăлса вилнĕ, вăрçă хыççăн, 1949 çулта. Суккăрланса. Пĕртăванĕ Пиксĕверĕ патне çавăтса каяттăм ăна. Вăл чăвашла, пир кĕпе тăхăнатчĕ.

Ĕне пурччĕ. Анне ĕнене кÿлсе Нурлата тырă леçме каятчĕ. Çĕрле тĕк çĕрле çÿренĕ. Хăçан кайма хушнă, çавăн чухне çула тухнă. Кайран ĕне пăрулама пăрахрĕ тетчĕ. Машай урлă тÿрĕрен кайнă вăл Нурлата.

— Вăрçă вăхăтĕнче мĕн çиеттĕр?

— Яшка пĕçереттĕмĕр. Унта чăкăт курăк, паранкă /çĕрулми — ред./ çулçи янă. Апат çителĕклĕ пулман, пĕтĕмпех вăрçа ăсатнă. Çăкăр çитмен. Ĕçлеме çÿресен те пĕр стакан çăнăх кăна панă. Ачасене те /5-10 çулсенчисене/ пĕр стакан çăнăхшăн илсе каятчĕç. Ун чухне тырă анисем çумлăччĕ. Пучах та пуçтарма юраман, пăрçа та çитермен.

— Аçăр вăрçа кайнине астăватăр-и?

— Кăшт астăватăп. Килессе те пĕлмен. Шухăшламан та. Вăрçă питĕ вăраха тăсăлнипе. Асанне çиме лармассерен пусма çине тухса: «Атте, çиме кил!» — тесе кăшкăрттаратчĕ. Лере, вăрçăра, выçă ан çÿретĕр тенĕ ĕнтĕ. Кашни ывăлне ятран чĕнтеретчĕ: «Атте, Кирюш пичче, Сергей пичче, Иван пичче, Çĕмÿн пичче, çиме килĕр!» — теттĕмĕр. Иванĕ, Сергейĕ, Кирюшĕ вăрçа ялтан, çемйисене хăварса, кайнă. Çĕмÿн пичче, чи кĕçĕн ывăлĕ, вăрçăчченех Мускавра пурăннă, фронта унтан ăсаннă. Кирюш пичче вăрçăра çухалнă. Уншăн асанне питĕ макăратчĕ. «Ермиловсен вăрçа темиçе ывăл кайрĕ, Кирюшсăр пуçне пурте сывă таврăнчĕç, пирĕн пĕртен-пĕри кайсан та вилчĕ», — теекенсем те пулнă ялта. Турă çырни-ши ку?

Василий Ермилов тата унăн пĕртăванĕсем вăрçăран сывă килнинче амăшĕн – Сиксĕвер /Ильсĕвер/ Ермиловăн — тÿпи те пур. Апата лармассерен ывăлĕсене чĕнтерни пулăшнах пулĕ. Чăвашсен çакăн пек каларăш та пур: «Апат чĕнсен çын килет çав». Апат хăй чĕнет имĕш.

— Атте вăрçăран çыру яратчĕ. «Ак аçунтан çыру килнĕ», — тетчĕ анне. Виç кĕтеслĕ çырусем яратчĕç. Вĕсене анне хăй вулатчĕ, — аса илсе каласа кăтартрĕ Елизавета Васильевна. — Вăл вăрçăран сывă таврăнсан çапăçусен хăшпĕр самантне каласа кăтартатчĕ. Сăмах май, атте вăрçа икĕ лашапа кайнă. Пĕрин çине ларса кайнă, теприне çумне кăкарнă. Сергей пичче ăсатнă ăна. Тепĕр кунхине Сергей пичче хăй те фронта тухса кайнă.

Елизавета Васильевна пĕтĕм ĕçе пĕлет. Пир те тĕртнĕ. Килĕнче те унăн хăй ăсталанă япала нумай: сак çине, урайне сармаллисем.

1957 çул Елизавета Васильевна Якаелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Унсăр пуçне ял çамрăкĕсемпе пĕрле ялти клубра чăваш спектаклĕсем лартма хутшăннă. Петр Осиповăн «Айтар» драминче те вылянă. «Çу, çумăр, çу» тата ытти спектакле те лартнă. Ытларах ватă хĕрарăм ролĕсене панă ăна.

— Спектакльсем курма ялти халăх пухăнатчĕ. Ача-пăча та пыратчĕ, вĕсене кĕртместчĕç. Вырăн сахалччĕ. Клуб пĕчĕк пулнă. Пысăк клуб лартсан ачасене те кĕртме тытăнчĕç. Шкул пĕтерсен 2 çул колхозра ĕçлемелле пулнă. Елизавета Васильевна пăру пăхма кĕнĕ. Пăрусем пысăклансан /ĕне пулсан/ сума тытăннă.

— Мĕн тăхăнаттăр?

— Урара калуш пулнă, çире – куфайка ĕнтĕ. Клавди аппа çĕлесе паратчĕ.

1962 çул пĕр пĕлмен ача пынă та мана качча илсе кайнă. Николай Пичушкин. Якуркелĕнче чĕкĕнтĕр çинче звеньевойра ĕçленĕ.

Качча килнĕренпе виçĕ çурт турăмăр. Пĕрин хыççăн теприне. Мăшăрпа 4 ача çуратса ÿстертĕмĕр, ура çине тăратрăмăр. Пирĕн икĕ хĕр те икĕ ывăл, мăнуксем, вĕсен ачисем пур.

Чăваш халăх юррисене нумай пĕлетĕп. Акă çаксене юратса шăрантаратăп:

Пĕвĕрсем хитре, сăнăрсем илемлĕ

Панулмисем çисе ÿснĕрен,

Панулмисем те çисе ÿснĕрен мар,

Аçăр-аннĕр çинче ÿснĕрен.

Ир пулать-ши паян, каç пулать-ши çав,

Элле кăнтăрлахи вăхăт-ши?

Ыр курать-ши пуçăм, ыр курмасть-ши çав,

Элле ырлăх курнă вăхăт-ши?

Улма йывăç çинчен ăсăм кайрĕ çав —

Чечекĕсем çĕре тăкăннă,

Хам тăвана курса ăсăм кайрĕ çав —

Хаклă йышши пустав тăхăннă.

Хаклă йышши пустав пасарта та çук —

Пирĕн тăван пекки ялта çук...

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче — Елизавета Васильевнăн çуралнă кунĕ. Эпир, тăванĕсем, ăна çирĕп сывлăх, телей, тăнăç пурнăç, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Елена ФЕДОТОВА.

Тутарстан

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.