Налук калăпăшĕ ÿсĕмлĕ

9 Апр, 2014

ФНСăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Енре тĕрлĕ шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене 8,3 млрд тенке яхăн пухнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 106%.

Çак виçен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хушма хакран илекен налук тÿпи пысăк - 32,4%. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук - 28, усламран - 20,2, пурлăхран - 7,4, акцизсем - 6,1%.

Федераци бюджетне 3 млрд тенкĕ хывнă, çак виçе те иртнĕ çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчи кăтартуран кăшт пысăкрах - 101,5% шайĕнче. Территори бюджетне 5,3 млрд тенке яхăн кĕнĕ, ÿсĕм 8,9% танлашнă /430 млн тенкĕ хушăннă/. Çав шутра республика бюджечĕн пайĕ 4,1 млрд тенкĕрен иртнĕ, вырăнсенчи бюджетсен - 1,1 млрд тенкĕ. Республика бюджетне кĕнĕ налуксен калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак тапхăрти кăтартăвăн 114,6% танлашнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.