Ман сассăм та тĕнчешĕн юлĕ...
Эпĕ 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă тата аннен пĕрремĕш тата юлашки ачи. Ун чухне вăл вăтăр çулта пулнă, йывăрпа çăмăлланнă чух хирурги операцийĕ тума тивнĕрен вăл урăх нихăçан та ача çуратайман. Мана, анне варĕнче кирлĕ пек выртманран, тухтăрсем хутшăннипе вăйран кайнăскере, часах вилет тесе шутланă. Тăвансемпе çывăх çынсен пĕр шухăш çеç пулнă: ача тĕне кĕмесĕр ан вилтĕрччĕ. Çавăнпа та çав кунах, çуралнă хыççăн икĕ сехетренех, хĕллехи сивĕ каç мана ял чиркĕвне тĕне кĕртме çĕклесе кайнă. Чăваш тияккăн, авалхи тĕн йĕркисене чухлаканскер ахăр, çапла каланă: "Ашшĕ ятне парар ăна, тен, чĕрĕ юлĕ..." Ку çакна пĕлтернĕ: вилĕм йыхравçи Эсрел ман чуна илме килсен пĕр пек икĕ ятра тÿрех ăнкарса илеймест; çав вăхăтра ырă турра Пÿлĕхе парне парсан усал вăя пĕтерме пулать...
Таса айванлăх! Эпĕ çуралнă вăхăта пирĕн ял ячĕшĕн Христос тĕнне йышăннă, анчах та авалхи чăваш тĕнĕн йăлисем питĕ çирĕп пулнă. Çынсем, шÿтлесе, калаçура тĕн пирки час-часах çапла калатчĕç: "Вырăс туррине юрас тесен ĕмĕр тăршшĕнче чиркÿре виçĕ хут пулсан çитет". Тĕне кĕртни, венчете тăни, вилнисене асăнса кĕлĕ туни — акă мĕн кĕнĕ çак шута. Чиркÿре асăннă тивĕçсене пурнăçланă хыççăн тĕне кĕртнине те, туйсене те, виле пытарнисене те чăвашсен пин-пин çулхи йăли-йĕркипех ирттернĕ. Паллах, мана тĕне кĕртнĕ хыççăн та çаплах тунă. Апăс карчăк, анне больницăра çуратнипе кăмăлсăр пулнине пытарса, кăвапа пыршине касса яракан йăлана çивĕч пуртă çинче тунă та арçын ачана çапла каланă: "Платник пулăн!" Ман анне вара, санитаркăсемпе чирлисене пăхакан хĕрарăмсем каласа кăтартнă тăрăх, операцие хатĕрлесе наркоз панă хыççăн чăвашсен "хĕр йĕррине" юрласа янă иккен.
Эпĕ платник пулмарăм. Ăна тата ытти ăстасене — тимĕрçсене, çĕвĕçсене, кăмака тăвакансене — манăн халăх яланах хисепленĕ. Апăс карчăк калани пурнăçланаймарĕ, çакă манăн аннен юмăçсен асамлă вăйне ĕненнине хавшатнă. Эпи карчăксем те хăйсене питĕ ăста вĕрÿçĕсем пек кăтартма хăтланнă.
ШУХĂШ Чăваш çырулăхĕн аталанăвĕнче эпĕ пилĕк вăта юпа куратăп: Яковлев — Иванов — Ашмарин — Çеçпĕл — Хусанкай. Малтанхи иккĕшĕ анатри чĕлхен сăмах пуянлăхне уçрĕç, тепĕр иккĕшĕ çав пуянлăха анлă ĕнерÿ пама вирьял чĕлхинче май тупрĕç, Хусанкай вара, хăйĕн тантăшĕсемпе тата Çеçпĕл нормисене нимĕн иккĕленмесĕр йышăннă çамрăксемпе пĕрле, чăваш сăввин сассине Европа культурин çÿллĕхне çити çĕклерĕ. МИТТА Ваçлейĕ, /1957/. |
Анне кулса час-часах çапла калатчĕ кайран: "Эсĕ, тен, хăвăн пĕрремĕш кунунтах манăн юрра илтнĕ те манпа тупăшма шутланă". Ун шучĕпе — юрă кĕввипе сăвă уйрăлман япала пулнă.
Манăн тăван ял Сиктĕрме ятлă, сăпка силлемелли хатĕре пĕлтерет. Çак сиктĕрмене авăнма пултаракан йывăçран тунă, ытларах — çĕмĕртрен. Çĕмĕрт шалчи пĕр вĕçĕпе пÿрт маччине тĕрĕнсе тăнă, тепĕр вĕçĕнче çăка е хурама хуппинчен тунă сăпка çакăнса тăнă. Авăнса тÿрленекен шалча сиктернĕ чухне пружина вырăнĕнче пулнă. Ял çывăхĕнчи Сиктĕрмепе Ĕнчĕ юханшывĕсен çыранĕсенче чăнах та çĕмĕрт, хăмлапа явкаланса, вăйлă ÿснĕ.
Вунултă çула çитиччен мана Сиктĕрме хăйне йĕри-тавра çавăрса илнĕ вăрмансемпе çарансен симĕс сăпкинче сиктерчĕ. Пăрахут, пăравус, электричество, радио — çаксем пурте маншăн инçетри, çывăха пыма çук тĕлĕнтермĕшсем пулнă. Ял Хусан кĕпĕрнинче /халĕ — Тутар Республики/ Атăлпа Камăран тата чукун çулран 60 çухрăмра вырнаçнă. Пирĕнтен çурçĕр-хĕвелтухăçнелле 50 çухрăмра Атăлçи Пăлхарти паллă хула Пÿлер пулнă, хĕвеланăçнелле 20 çухрăмра тепĕр хула — Сăвар, хĕвеланăçнелле 90 километрта вара — Атăл çывăхĕнче — Пăлхарсен аслă хули чаплă Пăлхар. Малтанхи икĕ хуларан ишĕлчĕксем те юлман, канавсемпе валсем çеç тĕл пулаççĕ. Виççĕмĕш хула — Пăлхар, унчченхи Атăлçи Пăлхарăн тĕп хули, тĕрĕс-тĕкел юлнă темиçе çурта, канавсене тата сахал мар масар палăкне упраса хăварнă. Вĕсене авалхи пăлхар чĕлхипе çырнă пулнă, ăсчахсем палăртнă тăрăх хальхи чăваш чĕлхи унăн чи çывăх хурăнташĕ.
Манăн анне Варвари /килти пек — Варук/ нумай пулмасть Христос тĕнне йышăннă Сител йăхĕнчи Пурис хĕрĕ пулнă. Унăн ялĕ Сиктĕрмерен 5 çухрăмра, леш Ĕнчĕ юханшывĕн хĕрринчех вырнаçнă. Унăн ашшĕне, манăн кукаçие, Кăтра Пурис е Хура Пурис, е Ваккат Пурис тесе чĕннĕ. Хут пĕлмен пулсан та вăл çавах ăслă çын пулнă ахăр, час-часах тĕрлĕ тавлашăва татса панă чухне халăх хÿтĕлекенĕ пулса хутшăннă. Манăн анне, ăна кăшт çеç астăваканскер тата ытларах тăвансем каласа кăтартнă тăрăх пĕлекенскер, манăн ача тата çамрăк чухнехи пĕр-пĕр шухăшламасăр тунă хăтланăшсемпе кăмăлсăр пулса çапла калатчĕ: "Çук, çук! Ăсупа кукаçуна çитме инçе-ха!" Хăй вăл çирĕп кăмăллă тата ырă чĕреллĕ çынччĕ, ватăлса çитичченех тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă, нумай юрă пĕлнĕ тата вĕсене питĕ чаплă юрланă. 83 çула çитсе çĕре кĕриччен виçĕ эрне маларах алăра черкке тытса манăн Пăлхарти тусăмсене — Веселинпа Димитрина Йосифовсене Дунай çинчен хывнă юрра юрласа пачĕ. Чылай чухне кĕвве хăех хайласа юрлатчĕ, юрă сăмахĕсене шухăшласа кăларатчĕ.
...Атте енĕпе манра вырăс юнĕ те пур: манăн асаннен асламăшĕ Аристов çĕр улпучĕн крепостнойĕ пулнă. "Асанне майра" /вырăс асанне/ халапсенче "шурă, сĕтпе çăвăнса тухнă майлă", "кăлкан çÿçлĕ тата пĕлĕт пек сенкер куçлă" йăхран.
ШУХĂШ Петĕр Хусанкай, Петĕр пичче... — эпĕ ăна яланах поэзири хамăн пĕрремĕш Вĕрентекен пек ырăпа, тав туса аса илетĕп.Пысăк культурăллă поэт, виçене çав тери вăйлă туйнă, Верлен кĕвĕлĕхне чуна илнĕ /поэт ĕмĕр тăршшĕпех Верлен çинчен ытларах пĕлме тăрăшнине çирĕплетсе калатăп/ Хусанкай чăваш литературине Европа поэзийĕн жанрĕпе формине нумайăшне кĕртнĕ, хăйĕн лирикинче чи çÿллĕ шая çитернĕ. "Хусанкайра пĕтĕмпех пур", — тетĕп эпĕ яланах. Илемлĕ лирика, эпосла поэзи, поэтикăн пур сферине те хăйне май çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшни /ытларах модернистла шухăшсем/, фольклор тексчĕсене якатни, вĕсене тĕнче литературин шедеврĕсен шайне çитерни, халăх шухăшлавĕпе çыхăннă тĕп темăсене палăртса вĕсемпе ĕçлени — çакă пĕтĕмпех унăн пултарулăхне Александр Пушкинпа Адам Мицкевичăн витĕмлĕ нумай енлĕ сĕмне парать. Геннадий АЙХИ, Чăваш халăх поэчĕ. |
Манăн асаттен аслашшĕ Кируш ăна Хусанта качча илнĕ. Ăна чăвашла Хусан тесе чĕннĕ. Çакăнтан ĕнтĕ манăн хушамат. — Кай вĕçне /камăнлăха палăртать/ авалхи чăваш ячĕсен йĕркипе хушнă: Уланкай, Юманкай... Чăн та, çак хушма ята ревизисем чухне вырăсла куçарнă, Казанков тесе çырма пуçланă. Чăваш автономийĕн пĕрремĕш çулĕсенче, культура революцийĕ ĕç çыннисен пысăк массисене хускатнă тата халăхăн харпăр хăй ăнланулăхне çÿле çĕкленĕ чухне, эпĕ, пирĕн ытти поэтсем пекех, таврăнса килнĕ хушаматра та наци чĕрĕлĕвĕн паллине курнă...
...Пурнăç хăй еккипе пычĕ. Çичĕ çултан йĕнерсĕр тата пускăчсăрах юланутпа утланса çÿреме пуçларăм. Çĕрле те çитерме çÿренĕ лашана. Вăрманта кăвайт йĕри-тавра арçын ачасем, ман пекскерсемех, йĕвенсене пуç айне хурса килте тĕртнĕ тăла чаппан айĕнче çывăрнă. Кĕл ăшĕнче пĕçернĕ çĕрулми, çур çĕр тĕлнелле кăшт çеç тĕлкĕшекен вут пуççи, тăлланă юланутсем çинчи хăнкăрмасемпе шăнкăравсем тĕттĕмре чанкăртатни, ĕмĕрхи юмансен çийĕнчи тĕлĕнмелле чĕмсĕр çăлтăрсем, вăрманти хурал пÿрчĕ умĕнче йытă вĕрни, тăманасемпе ÿхĕсен хăлхана çуракан сассисем — çакăн пек сехрене хăпартакан, çапах та хăй патне чĕнекен тĕнче ял хыçĕнчи пĕчĕк вăрманта. Ун чухнех, хамăн пур тантăш пекех, эпĕ хирте вир çумланă, ыраш вырнă. Сылтăм аллăн пÿрнисем çинче паянхи куна çитиех çивĕч çурла хăварнă çĕвĕсем пур. Юн кайма пуçлать — çĕрпе сапатăн та малалла вырса каятăн. Аслисем пире çапла йăпататчĕç: "Кам кĕлте çийĕнче макăрать, çав сĕтел хушшинче кулать!" Сакăр çулта мана хирте хам тĕллĕн ĕçлеме шаннă: сухаланă çĕре эпĕ тимĕр шăллă йывăçран тунă йывăр сÿрепе сÿреленĕ. Ăна манпа тантăш йăм хура лаша сĕтĕретчĕ. Лашана темшĕн Чикан тесе чĕнетчĕç. Вунă çултан эпĕ икĕ тĕренлĕ тимĕр акапуçпа ĕçлеме пуçларăм, унта парлаша кÿлетчĕç — пирĕнне тата тăвансенне. Авалтанах çапла пулнă: хирти йывăр ĕçсем вăхăтĕнче пĕр лашаллă хресченсем "мăшăрланнă". Çапла эпĕ те ялта 16 çула çитиччен пурăнтăм, хресчен енĕпе вăй çитернĕ пĕр сăмахсăр пурнăçласа. Каламалла, манăн атте эпĕ 14 çулта чухне вилчĕ, çавăнпа çулран аслисем тумалли ĕçсене те пурнăçлама тивнĕ...
Цивилизаципе еплерех-ха? Пирĕн ялта мухтавлă чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Илья Николаевич Ульяновăн юлташĕ тата пĕр шухăшлавçи Иван Яковлев /1848-1930/ 1878 çулта уçнă шкул пурччĕ. Пирĕн çуртра пĕрмаях пĕр-икĕ вĕренекен, çывăхри ялсенчи тăвансен ачисем, пурăннă. Вĕсем кунта "вĕренĕве" хăйсен ялĕсенчи чиркÿ прихут шкулĕсем хыççăн малалла тăснă. Пирĕн вара ман вăхăталла ултă çул вĕренмелли икĕ класлă шкулччĕ, каярах сакăр çул вĕренмеллине тунăскер. Ун хыççăн — вунă çуллине. Эпĕ, вĕренекенсен тĕлĕнмелле илĕртекен кĕнекисене куç хывса, вĕсем вĕреннине пăхса тăрса, 6-7 çулта хам тĕллĕн пекех вулама вĕрентĕм. Пĕрремĕш кĕнеке, тăван чĕлхепе кăларнăскер, манăн ăсра сăнарланнă тĕнчене пуянлатаканни тата çав вăхăтрах мана чăн пурнăçа ăнланма пулăшаканни, 1908 çулта Чĕмпĕрте И.Я.Яковлев кăларнă "Юмахсемпе халапсем" пулчĕ. Унта Кĕçтенттин Ивановăн "Нарспи" поэми, халĕ тĕнчери тĕрлĕ чĕлхесене куçарнăскер, пуçласа пичетленнĕччĕ.
Сакăр çулта вĕренме кайрăм. Революцичченхи шкулта "турă саккунĕсемпе" тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен асап курса, икĕ класс вĕрентĕм. Çакнашкал каларăшсем — "ăс-тăнпа чухăннисем телейлĕ" тата "сана сылтăм пит çăмартинчен çапаççĕ пулсан — сулахайне пар" — манăн пăлхавлă ăс-тăнăмра нипле те вырнаçмастчĕç. Эпĕ Христос тĕнĕн пур догмине те яланлăхах курайми пулса тăтăм. Паллах, ун чухне эпĕ пĕтĕм çак системăна ăнланма пултарайман: чылайăшĕ маншăн уйрăм çынсем усал кăмăлне палăртнă пек туйăнатчĕ.
Калама йывăр, манăн пурнăç мĕнле пулатчĕ-ши, енчен те Юпа пăлхавăрĕ çаврăнса тухман пулсан. Хамăн несĕлсен пысăк йăхĕ пекех, тен, эпĕ те, платник те, юрăç та пулаймасăр, пĕтĕм пурнăçа тырă çитĕнтерсе ирттерĕттĕм. Пăлхавăр хыççăнах пирĕн шкула сакăр çул вĕренмелли туса хучĕç, кайран — вунă çул вĕренмелли.
Чĕре тулли пархатар туйăмĕпе аса илмесĕр пултараймастăп хамăн вĕрентекене тата ентешĕме Н.Я.Яковлевăна. Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулти вĕрентекен, Яковлев просветителĕн ĕçри юлташĕ, эсер — çав вăхăтра пысăк пĕлÿ илнĕ сайра чăваш хĕрĕсенчен пĕри — 1918 çултан пуçласа чылай вăхăт пирĕн шкулта ĕçлерĕ вăл. Тăван тата вырăс чĕлхисене питĕ лайăх пĕлетчĕ, литературăри пултарулăхĕ çав тери пысăкчĕ, вăл Тургенев, Короленко тата шкул программине кĕртнĕ ытти классикăн калавĕсене куçаратчĕ. Граждан вăрçи пыратчĕ. Йĕри-тавра юхăнчăклăх. Сивĕ, çурма тĕттĕм шкулта вăл пирĕнпе хăйĕн "Бежин улăх" инсценировкине е "Нарспи" поэмăна репетици тăватчĕ. Эпир вĕсене шкул каçĕсенче кăтартаттăмăр.
1923 çулта эпĕ сакăр класс пĕтертĕм те Хусанти чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕтĕм. Каярах 1927-1930 çулсенче эпĕ Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, вăл та Хусантах, вĕрентĕм. Пысăк, нумай нациллĕ хулара маншăн çĕнĕ тĕнче уçăлчĕ. Çавах ĕмĕрлĕхех хамăн Сиктĕрмене тав тăватăп, унта эпĕ ахаль ĕçе пысăк ĕмĕтпе шайлаштарса пурнăçăн пĕрремĕш савăнăçĕпе пурнăçăн канăçсăрлăхне ăнлантăм, кашни ирĕклĕ сехете хаклама вĕрентĕм, гонорар пирки пачах пĕлмесĕр хăюсăр алăпа пĕрремĕш ансат йĕркесене çыртăм. Пăлхавăр çилĕн варкăшĕ çитрĕ — чун-чĕре хĕлĕхĕсем хăйсемех янăраса кайрĕç. Вуниккĕре малтанхи сăвăсене çырнă. Пĕрремĕш публикаци 1924 çулта чăвашсен литература журналĕн "Сунталăн" пĕрремĕш номерĕнче пулчĕ. Пичет сăмахĕ пирки тĕлĕнтермĕш пек шутлама хăнăхнăскер, эпĕ журнал страницисене хумханса пăхрăм, вĕсене пÿрнесемпе хыпашларăм: эпĕ-ши ку, манăн йĕркесем-и? Тепĕр çултан çеç, Шупашкара килсен, сăвăшăн гонорар тивни пирки пĕлтĕм. Издательствăн ăшă кулăллă кассирĕ манăн килте çĕлетнĕ кĕске кĕрĕк, манăн çăматă çине пăхса илчĕ те çапла каларĕ: "Эсĕ адресна та, ятупа хушаматна та палăртман, псевдонимпа пытаннă... Çавăнпа эпĕ сана вăхăтра савăнтараймарăм". Вăл укçа шутласа илчĕ — манра темĕн карт! сикрĕ. Пĕлтеретĕп: савăнăç мар, кÿренÿпе канăçсăрлăх туйрăм çав самантра. Эпĕ çут çанталăк ачи пулнă. Эпĕ çавăн пек çынсемпе пурăннă, хăшĕсем çав тери кирлĕ çăкăр валли тăвакан питĕ йывăр ĕçе çеç ĕç вырăнне шутланă. Вăл çеç мĕн чухлĕ те пулин пĕлтерĕшлĕ пулнă. Юрăсемпе сăвăсем вара унта, хĕвелпе сывлăш пекех, никамăн та пулман. Мĕнле-ха вĕсемшĕн укçа илĕн?! Эпĕ ун чухне Пушкинăн çак йĕркисене пĕлмен ахăр:
Не продается вдохновенье,
Но можно рукопись продать.**
Халĕ эпĕ, Пушкинпа унăн "Евгений Онегинне", "Полтавине" тата нумай лирика сăввисене куçараканĕ пек вун-вун çул калаçса тăнă хыççăн, ĕçлев пайланăвĕ мĕн иккенне пĕлекенскер, çавах та çав вăхăт пирки ĕмĕтленетĕп, поэт "хавхаланупа, укçашăн мар" хăçан çырма пуçлĕ-ши?
Профессионал-поэт пуличчен малтан /сăмах май, Чăваш Енри пĕрремĕш профессионал литератор/ эпĕ корректор, суд куçаруçи, статистик, журналист... пулса ĕçлерĕм. Ялти хресчен ĕçĕ пирки калама та кирлĕ мар, тата манăн "ирĕклĕ çулçÿревсем", хам шырани, хамăн ĕненÿ /кредо/ туптанни, хăшпĕр чух хамран тарни те пулнă. Манăн литература хуçалăхĕнче поэзи куçарăвĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пушкинсăр пуçне Грибоедовăн "Ăса пула инкекне", Ботевăн пĕтĕм юррипе сăввине, Шекспирăн "Ромеопа Джульеттине", Маяковскин "Владимир Ильич Ленин" поэмине, Мао Цзэдунăн "Вунсакăр сăввине", Лермонтовăн, Вапцаровăн, Бараташвилин, Шевченкăн, Исаакянăн, Вазовăн, Багрянан тата хальхи совет, чикĕ леш енчи нумай поэтăн уйрăм сăввисене куçарнă. Чăваш поэзийĕн классикĕсен Кĕçтенттин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин пур хайлавĕсене те, çавăн пекех хальхи вăхăтра чылай чăваш поэчĕн уйрăм сăввисене вырăсла куçарнă. Тĕнче поэзийĕпе, тĕрлĕрен хăйнеевĕр уйрăмлăхлă поэзипе паллашни — маншăн ăсталăхăн питĕ пысăк шкулĕ пулни пирки калама кирлех-ши? Урăх чĕлхеллĕ поэзин питĕ паха хайлавĕсене уçнин савăнăçĕ, вĕсене хăвăн опытупа танлаштарни хăвăн сассуна иртнĕ тата паянхи вăхăтри сăвăçсен хăватлă сассисемпе тĕрĕслесе пăхни — çакă пĕтĕмпех усăллă пулнă. Ку, паллах, манăн вăхăтлăх, "пĕр кунлăх" йĕркесем, хăшпĕр пулăмсем пирки хыпаланчăк "ахрăмсем" пулманнине пĕлтермест. Журналистикăри хăнăху манăн поэзире те яланах палăрса тăратчĕ. Ман шутпа, пирĕн вăхăтра сăвăсенче кăшт та пулин публицист пулман поэт çук та пулĕ. Унашкал сăвăсем хăйĕн кĕрешÿçĕ тивĕçне чыслă пурнăçласа вилеççĕ.
...Хĕрĕх çула яхăн поэзи ĕçĕнче. Хĕрĕх ытла уйрăм кăларăм. Ман сăвăсене çирĕм чĕлхене куçарнă, çав шутра: акăлчанла, пăлхарла, венгрла, французла, чехла. Вырăсла çичĕ кĕнеке тухнă. 1950 çулта Чăваш Республикин правительстви мана Чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ят парса чысларĕ. Çавах та... паянхи, уйрăмах ыранхи кун тÿпинчен манăн пĕтĕм ĕçĕм хамшăн сăнавсемлĕ, шыравсемлĕ, йăнăшсемлĕ тата кăшт кăна кăлтăксăр, лайăх пулса çитнĕ малтанлăха çырнă тетрадь пек туйăнать. Çакна туйса-тăр эпĕ пĕррехинче çакнашкал тăватă йĕрке çырнăччĕ:
Кун-çул вăл — кĕнеке: тытан та
Тепре çырас тесе тасан,
Шур хут илен, калем... Пăхатăн —
Ĕмрÿ иртсе те кайнă сан.
Ку шанчăка çухатни мар. Çакă хамран ыйтни, мĕн тунипе кăмăл тулманни. Çак туйăм манпа чухне — эпĕ пурăнатăп-ха, эпĕ малалла кайма пултаратăп.
Петĕр ХУСАНКАЙ.
Шупашкар. 1962, чÿк.
Комментировать