Ырă тĕслĕх пуриншĕн те паха
Ефремовсем
Йĕркелĕхе, типтерлĕхе, илемлĕхе юратаççĕ çав Елчĕк районĕнчи Курнавăшра пурăнакан Мария Александровнăпа Василий Алексеевич Ефремовсем. Ара, камăн тасалăхра чунне кантарас килмĕ тетĕр-и? Çапла та, анчах çÿп-çапа çырма-çатрана кăларса пăрахакана тирпейлĕ çын теме çук пулĕ. Мĕн кăна вăркăнтармаççĕ унта? Чылайăшне çунтарма пулать. Хăшĕ-пĕри вара каснă йывăç турачĕсене те çырмана сĕтĕрет.
Çавăн пеккисене малтанхи вăхăтра Василий Ефремов сахал мар асăрхаттарнă. Çывăхри çырмана пĕрехмай тасатма тивнĕрен ывăнса çитнине пытармарĕ. Çавăн хыççăн вăл унта йывăçсем лартма тытăннă. Паянхи куна 28 тĕрли çитĕнет. Ку тăрăхра анлă сарăлнисемсĕр пуçне сайра тĕл пулаканнисем те пур. Тĕслĕхрен, туя, кăвак чăрăш, Уссурийск кедрĕ, каштан, уртăш тата ытти те. Пилеш, çĕмĕрт, сирень те илемĕпе савăнтараççĕ. Панулми, чие халăха часах тутлă çимĕçпе хăналĕç. Чăвашсен патвар юманĕ те çулсерен вăй пухать. Василий Алексеевич вĕсене тĕрлĕ çĕрте пуçтарнă. Шупашкарти питомникре те туяннă, уртăша Мари Эл вăрманĕнчен илсе килнĕ. Çырмари ращана лиственницăпа тата ытти йывăç-тĕмпе пуянлатасшăн.
"Лартнисем пурте тымар янă-и?" — кăсăкланатăп пуçаруçăран. "Хăрнисене çĕннипе улăштарсах тăнă. Лăсăллă йывăçсем хăйăрлăрах çĕре кăмăллаççĕ. Уйрăмах хыр йывăррăн аталанать. Тымарĕ ачаш, лартнă чух кăшт авăнсанах вăйсăрланать", — палăртать арçын.
Вĕсене вăл кунсерен шăварнă, карта тытса хÿтĕленĕ.
Ырă ĕçе малалла тăсас килет унăн. Çак вырăна çулсерен илемлетес, çĕнетес тĕллевпех сак вырнаçтарнă. Ахăртнех, сĕтел те тупăнĕ. Кунти илемпе ватăсем те, çамрăксем те киленме пултарччăр. Василий Алексеевич кану кĕтесĕ валли ят шырать. Тен, вăл "Юрату сăмсахĕ" пулĕ е урăх ятлă.
Çуллахи вăхăтра çырмара чечек те ешерет. Мария Александровнăн алли çăмăл. Нумай çул ÿсекенскерсем, кăн-кăвакскерсем, инçетренех илĕртеççĕ.
Çÿп-çапа тасатса çунтарман, йывăç лартмашкăн çĕр хатĕрлемен пулсан çак илем пулĕччĕ-ши? Ырă тĕслĕх кăтартнă Ефремовсене çакăншăн тав тумалла мар-и? Халĕ хăйсене "тавтапуç" текенсем йышланнине асăнать кил хуçи. Малтан вара: "Сире çĕр çитмест-и?" — тесе калакансем те тупăннă. Çут çанталăка, тавралăха тасалăхра тытасси çав вырăнта пурăнакансенчен килнине халăх ăнланса пыни савăнтарать Ефремовсене. Çÿп-çапа çырмана тăкнă чух çын "мĕн хăтланатăп-ха" тесе шухăшлама тăрăшмасть. Ăна тасатса типтерленĕ хыççăн тин унăн варалама хăю çитмест.
Тен, йăнăшатăп та. Тепĕр çĕрте ырă ĕçе пач шута хуманнине те илтетĕн. Йывăç лартнă чух пĕри кустăрмаллă урапапа çÿп-çапа яланхиллех çырмана тăкма пынине Василий Алексеевич хăй те асăрханă. Каласа ăнлантарнă хыççăн лешĕн каялла çаврăнма тивнĕ.
Парк фонтанпа тапуянланĕ
Çырмана иккĕлле уйăракан çулăн тепĕр енче Ефремовсем парк уçнă. Тĕрĕсрех, ăна йĕркелеме çак урамра пурăнакансем те пулăшнă. Карта тытма, ытти ĕç тума пултарнă таран укçа панă. Кунти йывăçсене сарăмсăр вилнĕ тăванне асăнса лартнă. Николай Андреевич Ефимов салтакра чух шыв айĕнче çÿрекен кимĕре матрос пулнă. Унта пушар тухнăран ыттисемпе пĕрле çунса вилнĕ. "К-19" кимĕри инкек 1972 çулта пулнă.
Василий Алексеевич тăванĕ ячĕпе йĕркеленĕ парка та пуянлатасшăн. Ларса канма беседка вырнаçтарасшăн, фонтан та ытлашши пулмĕ тет. Кунти тасалăха та асăрхаса, сăнаса тăрать вăл, варалама памасть.
Курнавăшра тавралăха симĕслентерекенсем тата та пур. Василий Ефремов Владимир Иванова асăнчĕ. Вăл пахчи хыçне хырсем лартнă-мĕн. Палăртмалла, Ефремовсем йывăç лартассипе тăваттăмĕш çул ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне ĕне усрама, сысна самăртма, вăкăр ÿстерме те вăхăт тупаççĕ.
Комментировать