Майонез килте хатĕрлетпĕр

19 Янв, 2017

Килте майонез хатĕрлесе пăхас килет. Вĕрентеймĕр-ши?

Виктория.

Муркаш районĕ.

Эпир лавккаран туянакан майонез пирвайхи рецептпа хатĕрленĕ соус çывăхне те пыраймасть. Унта апат тутине лайăхлатакан хими ингредиенчĕсем тем чухлех.

Килте майонез хатĕрлеме кирлĕ: 1 çăмарта, тип çу — 25 мл, лимон сĕткенĕ — 1 апат кашăкĕ, хатĕр горчица — 1 чей кашăкĕ, тăвар, сахăр — тутине кура. Авăртнă хура пăрăç — килĕшнĕ тăрăх /хушмасан та юрать/.

Майонез хатĕрлеме миксер е блендер тата тарăн савăт /блендер стаканĕ юрать/ кирлĕ. Çăмартана çĕмĕрсе савăта яратпăр, вăтам хăвăртлăхпа ĕçлекен миксерпа ăна лайăх пăтрататпăр. Унта çинçе йĕрпе çеç юхтарса тип çу миксер ĕçленĕ майăнах ярса тăратпăр. Миксер хăвăртлăхне вăйлататпăр. Çавăрттарнă майăн савăтри хутăш тĕсĕ улшăнса пырать, çăралать. Кирлĕ чухлĕ çăралсан унта горчица, сахăр, тăвар хушмалла. Кăштах йÿçеклĕх валли лимон сĕткенĕ ямалла е уксус. Çакна каллех йăлтах пăтратмалла, тутанса пăхмалла. Темĕн çитмест пек туйăнсан техĕмлĕхе тепĕртак хушмалла, пăтратмалла. Килти майонез хатĕр те. Ăна холодильникра, хупă савăтра тытмалла. Килти майонез таса продукт, çавăнпа хăвăрт пăсăлать, ăна нумай хатĕрлемелле мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.