Сахалли те япăх, ытлашши те сиенлĕ

19 Янв, 2017

Çĕр-аннемĕр хăйне пăхнине килĕштерет. Пулăхсăр уй-хирте пысăк, паха тухăç илеймĕн. Çут çанталăк пурлăхĕпе усă куратпăр пулсан ăна тав тума та пĕлмелле. Чăваш Енри патшалăх центрĕн агрохими службин Красноармейски районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Надежда Леонидовна Александрова çĕр ĕçĕнчи çивĕч ыйтусене хускатать.

- Нумайăшĕ çĕре минерал удобренийĕ хывнипех тухăçа, пулăха ÿстерме пулать тесе шухăшлать. Анчах ÿсентăрана лайăх аталанма микробактерисем кирлĕ, вăл вара органика удобренийĕнче ?сидерат, улăм, тислĕк% кăна пур. Ĕне выльăх тислĕкĕ çĕршĕн уйрăмах паха. Юлашки вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ чакнипе хуçалăхсем сидерат, нумай çул ÿсекен курăксене ытларах акма тытăнчĕç. Сăмахран, ешĕл клевера сухаласа çĕре хывни органика шайне пысăклатать. Унăн тымарĕнчен тухакан сĕткен тăпрана сыватать, пулăхне ÿстерет.

Анари сăтăрçăсенчен хăпма горчица та пулăшать. Унăн тымар сĕткенĕ хытă хурта ?проволочник% пĕтерет. Пирĕн тăрăхри «Таябинка» хуçалăх кĕркунне уй-хир пушансан пулас çĕрулми лаптăкне горчица акать. Ăна кайран сухаласа çĕре хывать. Горчица, клевер, донник çĕр пулăхне ÿстереççĕ, анана сиенлĕ хурт-кăпшанкăран тасатаççĕ.

Районта çĕр пулăхне кирлĕ шайра тытса тăма çулталăкра кашни гектара 5-6 тонна тислĕк тăкмалла. Выльăх-чĕрлĕх сахаллипе ун чухлĕ тупаймăпăр. Çавăнпа хуçалăхсем кĕркунне - улăм, çулла каю уттине ?20-27 см çÿллĕш çитĕнсен% вĕтетсе уй-хире хываççĕ. Агротехникăна пăхăнса ĕçленĕшĕн «Красное Сормово», «Таябинка», «Караево», «Волит» хуçалăхсемпе Шумилов, Ильин фермерсене тав тăвас килет. Вĕсем тăрăшнипе районта тухăç илесси ÿссе пырать.

Çĕрти йÿçеклĕхе йĕркелеме извеç çăнăхĕ кирлĕ. Ĕлĕкрех ăна туянма усă курнă тăкака патшалăх саплаштарма пулăшнă. Халĕ хуçалăхсен хăйсен тăкакланмалла. Ăна пурте илейменнипе уя кали хлорĕ сахал тухать. Тăпрара вăл çитмесен чĕртавар пахалăхĕ чакать. Сăмахран, купăстаран шыв тути кăна кĕрет. Пулăхсăр çĕре тепле чаплă вăрлăх аксан та паха çимĕç илеймĕн. Çакă выльăх, çын сывлăхне тÿнтерле витĕм кÿрет.

- Ÿсентăран отраслĕнче хими препарачĕсемпе виçесĕр усă курма пуçларĕç. Çакă хамăра ура хуниех мар-и?

- Республикăра хими препарачĕсемпе усă курнине тĕрĕслекен организацие хуçалăх расчечĕ çине куçарса йăнăшрĕç. Унччен специалистсем хуçалăхсене çитсе хăйсемех тăпрана анализ валли илнĕ. Çакна патшалăх шучĕпе тунă. Халĕ организаци наркăмăша хăех сутни тата тĕрĕслени йĕркеллĕ мар. Укçа тÿлеме тивнипе нумайăшĕ çĕрти хими шайне тĕрĕслеттерме пăрахрĕ. Ку вара халăх сывлăхĕпе çыхăннă.

- Организацисенче агротехникăна пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çапах хушма хуçалăхсенче кашни хăй пĕлнĕ пек вăй хурать.

- Хушма хуçалăх тытса пыракансем те час-часах пиртен пулăшу ыйтаççĕ: е акнă культура шăтса тухсан сарăхнă, е вăл пач шăтман. Вĕсен çĕр пахалăхне тĕрĕслетпĕр, сăлтавне тупса ăнлантаратпăр, вĕрентетпĕр. Хушма хуçалăхра та хими хутăшĕпе, удобренипе анлă усă кураççĕ. Хăш-пĕр чухне пĕлменни шар кăтартать. Акă лаша тислĕкне çулсерен 100 тонна хывсан 2-3 çултан çĕрти фосфор, кали, азот шайĕ хăпарать, ÿсентăран ÿсеймест. Пахчана йĕркене кĕртме кантăр, купăста, куккурус акмалла. Кайран - тырă, çĕрулми, помидор тата ытти те. Çавăнпа тислĕк сахал пулни те япăх, ытлашши те сиенлĕ.

- Кĕркунне уй-хир, пахча пушансан çĕр ĕçĕ тепĕр хут вăй илет. Хушма хуçалăхсенче те çĕртме тăваççĕ. Çуркунне вара лаптăка каллех сухалаççĕ. Темиçе хут тăкакланма кирлех-ши?

- Ана çине удобрени сахал кăларсан вырма вĕçленсенех çĕртме тума тытăнмалла. Нумай çул ÿсекен курăк лаптăкне органика удобренийĕ сапмалла. Çĕрулми, çумкурăк пусса илнĕ уя хытă хуртран, сăтăрçăсенчен тасатма сухаласа горчица акмалла. Авăн-юпа уйăхĕсенче çитĕннĕ ешĕл курăка вĕтетсе çĕре хывмалла. Унсăрăн гумус шайĕ чакать. Çавăнпа çĕртме тумаллах. Хушма хуçалăхра та кĕркунне çĕрулми анине сухаламалла. Çуркунне, çĕрулми лартнă хыççăн, ана йĕри-тавра ?50 см аяккарах% горчица акмалла. Çакă ăна хытă хурт ересрен сыхлать. Кĕркунне пахчана тислĕк кăларсан та тÿрех сухалама тăрăшмалла. Çак ĕçе кая хăварсан унăн пахалăхĕ палăрмаллах чакать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.