Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ

19 Янв, 2017
«ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПОЭЧĔ П.П.ХУСАНКАЙ – 110 ÇУЛ!»
пултарулăх ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕр вунă çул çитет. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. «Аптраман тавраш» сăвăлла роман, «Магнит ту», «Таня» тата «Тăван çĕршыв» поэмăсем, «Хура пĕркенчĕк», «Кăнтăр сăввисем», «Тилли юррисем», «Инçе вĕçев» сăвă ярăмĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчĕç. Хусанкай çырнисенче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, пурнăç таппи, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнать. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕхĕ, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.

Чăнах та, халăхăн шухăш-кăмăлне, пурнăçне лайăх пĕлни, саманан чи çивĕч ыйтăвĕсене хускатни Хусанкай поэзине чĕрĕ вăй парать, вулакана вара чăвашла шухăшлама, кун-çулта пурăнма хавхалантарса тăрать. Вырăс литературинче Александр Пушкин пур тетпĕр пулсан чăваш литературинче вара Петĕр Хусанкай. «Чунĕпе Хусанкай – çепĕç лирик, ăсĕпе çивĕч философ, ĕçĕ-хĕлĕпе – халăхăн талантлă тарçи», – тесе хаклать чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне паллă таврапĕлÿçĕ Виталий Станьял. Халăх поэтне çапла хакланипе пурте килĕшетпĕр. Эпир Хусанкайпа мухтанатпăр, савăнатпăр, унăн кун-çулĕпе кăсăкланатпăр, хайлавĕсене вулатпăр, тишкеретпĕр, хамăра кирлисене шыраса тупатпăр.

Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ. Ку ята поэт тахçанах тивĕçнĕ. Çутă çăлтăрсен чи шултри те, чи хăватли, çап-çуттăн çунса ыттисене хăй тавра пухса тăнă вилĕмсĕр поэта чысласа «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацйĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури секцийĕ тата «Тантăш» хаçат Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ăс-хакăл ăмăртăвĕ ирттерчĕç. Вăйă-ăмăртăва икçĕре яхăн вулакан хутшăнчĕ. Ĕçсен пахалăхĕ поэтăн сумлă ячĕ пысăк пулнине кăтартрĕ. Алçырусен авторĕсен йышĕнче вĕренекенсемпе пĕрле чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем тата хаçат тусĕсем пулни савăнтарчĕ. Хусанкай пултарулăхне сума сăвакансем йышлăн пулнине пĕлтĕмĕр. Конкурс йĕркеленĕшĕн тав туса ырă сăмахсем калакансем пулчĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекен Римма Гаврилова /Шупашкар, 40-мĕш шкул/: «Тавтапуç сире викторинăшăн. Питĕ интереслĕ пулчĕ. Вăйă-ăмăрту пурне те кăсăклантарчĕ. Ачасем хавхалансах тата тăрăшсах ыйтусене хуравларĕç». Галина Зотова /Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш ялĕ/ çапла çырать: «Питех те усăллă викторина пулчĕ ку маншăн. Ку таранччен вуламан произведенисемпе те паллашрăм».

Викторина ыйтăвĕсен хуравĕсен пахалăхĕ те лайăх. Чылайăшĕ тĕпчевлĕ те шыравлă ĕçленĕ. Хуравсене пĕтĕмлетсе паратпăр. Петĕр Петрович Хусанкай тетпĕр. Хусанкай – псевдоним, литературăри хушма ят. Поэтăн чăн хушамачĕ – Казанков. Ашшĕ енчен Хусанкайра вырăс юнĕ пур: унăн ват аслашшĕн амăшĕ майра пулнă. Вăл Хусан хулинчен пулнă иккен. Çавăнтан Казанков хушамат, унтан каярах Хусанкай псевдоним пулса кайнă. Казанков хушаматлисем Сиктĕрме, халĕ Хусанкай ялĕнче темиçе те теççĕ. Петĕр ача чухне Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе пĕрремĕш хут çапла паллашнă. Пĕррехинче Хусанкайсен ашшĕпе амăшĕ кÿршĕ яла туя кайнă пулнă. Вара вĕсем патне хĕрсем улах ларма пынă. Ларма хĕрсем Сетнерпе Нарспи валак патĕнче тĕл пулни çинчен юрла пуçланă. Петĕр вĕсем юрланине хăлха тăратсах итленĕ. Хĕрсем çывăрма выртсан Петĕр ăнсăртран хурăнташ хĕрĕн пуçелĕкĕ айĕнче пĕр кĕнеке кĕтессине курать. Хĕре систермесĕр кĕнекине туртса кăларать те пурте çывăрса кайсан вулама пуçлать. Кĕнеки Чĕмпĕрте 1908 çулта тухнă «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» пулнă-мĕн. «Нарспи» тĕлне çитсен Петĕр тĕлĕнсе хытсах каять... Ун чухне вăл çиччĕ-саккăрсенче пулнă...К.В.Ивановăн ятне Петĕр Хусанкай нумай кайран, «Нарспие» шкулта класĕ-класĕпе валеçсе халăх умĕнче вула пуçласан тин пĕлнĕ. Чăваш чĕлхине чунтан юратма, уншăн вăй хума пулас поэта Наталья Яковлевна Яковлева учительница вĕрентнĕ. Вăл ачасене Тургенев, Короленко калавĕсене хăй куçарса вуласа панă, инсценировкăсене явăçтарнă, сăвăсене пăхмасăр калама хăнăхтарнă. Петĕр Хусанкай тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ Наталья Яковлевăна яланах ырăпа асăннă, унăн ячĕпе темиçе сăвă та çырнă.

Пиллĕкмĕш ыйтăва хуравлакансенчен хăшĕ-пĕри Петĕр Хусанкай 1928 çулта Хусанта Владимир Маяковскийпе тĕл пулнине пĕлеймен. Темиçе хуравра Маяковский вырăнне Василий Александровский поэт тесе çырни тĕл пулчĕ. Петĕр Хусанкай «Владимир Маяковский» поэмăра Хусанта вырăс сăвăçипе тĕл пулнине, çак тĕлĕнмелле тĕлпулу чăваш каччин шухăш-кăмăлне çав тери çĕклентернĕ, хавхалантарнă. Хăйĕн пултарулăхне еплерех, хăш енчен хаклани тĕрĕсреххи çинчен шухăша янине сăнласа панă.

1926-1927 çулсенче Петĕр Хусанкай Вăтам Азипе Кавказ тăрăхĕнче çулçÿревре пулать. Ашхабадра тухăç кĕввиллĕ «Хура пĕркенчĕк» сăвă ярăмĕ çырма пуçлать. Çак ярăма çамрăк Хусанкай Сергей Есенинăн «Перси кĕввисем» витĕмĕпе çырнă. Виçĕ-тăватă хуравра «Хура пĕркенчĕк» сăвă ярăмĕ вырăнне «Çирĕм улттă» поэма тесе палăртни тĕрĕс пулмарĕ.

Хусанкай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса каяс умĕн 1942 çулта «Таня» поэма çырать. Поэмăра Зоя Космодемьянскаян вилĕмсĕр паттăрлăхне кăтартса панă. Поэт юратнă ывăлне Атнере халалласа «Сăпка юрри» сăвă çырнă. Ăна вăл «Аптраман тавраш» сăвăлла романа кĕртнĕ.

1970 çулта Петĕр Петрович Хусанкая Шупашкар хулинчи Богдан Хмельницкий урамĕнчи çăва /масар/ çине, чаплă çынсене пытармалли вырăна, пантеона, пытарнă. Шупашкарта Хусанкай ячĕпе çыхăннă вырăнсем, ăна хисеплесе тата чысласа панă вырăн ячĕсем çаксем: Хусанкай урамĕ, Хусанкай ячĕллĕ кермен, П.П.Хусанкай пурăннă çурт çинчи Асăну хăми, студентсен Хусанкай премийĕ, культура училищипе институчĕ умĕнчи Хусанкай бюсчĕ, Хусанкай вилтăпри çинчи бюст, Хĕвелтухăç поселокĕнчи Хусанкай ячĕллĕ библиотека. П.П.Хусанкай чĕрийĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн анатоми музейĕнче упранать. Поэт хăйĕн чĕрине чăваш халăхне халалланă.

Хаклă «Тантăш» хаçат тусĕсем! Сире «Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай – 100 çул!» викторинăна хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, пурне те сертификат парса чыслатпăр. Викторинăна хутшăннисен тулли списокне «Тантăш» хаçат сайтĕнче вырнаçтарăпăр.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин

тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.