Астăвăм япăххи - хăрушă!

19 Янв, 2017

Итали çыравçи тата философĕ Умберто Эко хăйĕн мăнукне валли питĕ тарăн шухăшлă çыру хатĕрленĕ. Вăл «Хаклă мăнукăм, пăхмасăр вĕрен» ятлă. Унăн тĕп шухăшĕ — эпир япăх астăвăмпа асапланни, ăна аталантарас вырăнне Гуглпа, гаджетпа, тĕрлĕрен веб-сервиспа усă курса ăс-тăна «кахаллантарни». Хамăрăн пурнăçран инçе курмастпăр, иртнĕ ăрусен пĕлĕвне хакламастпăр. Çак çырăва лайăх вуласа тухăр, хăвăр астăвăмпа мĕн те пулин тумаллине йышăнăр. Ку — çăлăну ыйтăвĕ!

«Манăн санпа пĕр чир çинчен калаçас килет. Вăл санăн тата умĕн-хи ăрăвна сиенленĕ. Эпĕ астăвăма çухатни пирки калатăп.

Ку тĕрĕсех, эсĕ Аслă Карл кам иккенне е Куала-Лумпур ăçта вырнаçнине пĕлес тесен пĕр пускăч çине пус кăна — Интернетра йăлтах пур. Кирлĕ чухне çапла тума пултаратăн, анчах тупнă информацие астуса юлма тăрăш, вăл сана тепре кирлĕ пулсан каллех шырама ан тивтĕр. Чи япăххи, компьютер кирек епле ыйтăвна та хуравлама пултарни санăн информацие астуса юлас туртăмна пĕтерет. Танлаштарса пăхма çакнашкал тĕслĕх илер: пĕр урамран теприне автобуспа çитме май пуррине пĕлсен /ку меллĕ-çке/ çын çуран çÿреме пăрахать. Анчах та утма чарăнсан эсĕ инвалид коляскипе куçса çÿрекен çынна çаврăнатăн. О, пĕлетĕп, эсĕ спортпа туслă, кĕлеткÿне хускатма пултаратăн, çапах та санăн пуç мими патнех таврăнар.

Астăвăм — ура мускулĕ пекех. Ăна хăнăхтарусем тутармасан вăл ленчешкеленет те эсĕ, ан кÿрен, тăмсайланатăн. Унсăр пуçне, ватлăхра эпир пурте Альцгеймер чирĕпе асапланас хăрушлăх пур, унран çăлăнас тесен шăпах астăвăма аталантармалла.

Манăн рецепт çапларах. Кашни ир мĕнле те пулин кĕске сăвă вĕренмелле. Е юлташусемпе пĕрле чи лайăх астăвăма палăрт-малли ăмăрту ирттерме юрать. Сана поэзи килĕшмесен футбол командисен выляканĕсене асра тытма пултаратăн. Анчах та Рим командине кăна мар, ыттисене те, малтанхи йышĕсене те асра тытмалла санăн /эпĕ Суперга сăрчĕ çине ÿкнĕ самолетра пулнă Турин клубĕн вăйăçисен ячĕсене пĕлетĕп: Бачигалупо, Балларин, Марозо тата ыттисем/. Вуласа тухнă кĕнекесен содержанине кам лайăхрах каласа парассипе тупăшăр. Юлташусем виçĕ мушкетерăн тата д’Артаньянăн тарçисен ячĕсене /Гримо, Базен, Мушкетон тата Планше/ астăваççĕ-и? Санăн «Виçĕ мушкетера» вулас килмесен /çапла майпа хăв мĕн çухатнине ăнланмастăн-ха/ хăв пĕлекен урăх кĕнекепе вăйă ирттерме пултаратăн.

Ку вăйă çеç пулин те пуçу тĕрлĕрен сăнарпа, историпе тата асаилÿпе пуянланĕ. Мĕншĕн компьютера тахçан электрон пуç мими тесе каланипе кăсăкланăн эсĕ. Мĕншĕн тесен ăна санăн /пирĕн/ пуç мими моделĕпе шухăшласа кăларнă. Анчах та этем пуç мимийĕн çыхăнăвĕсем, компьютерпа танлаштарсан, нумайрах. Пуç мими вăл — яланах санпа пĕрле çÿрекен компьютер. Хăнăхтарусем пурнăçласан унăн пултараслăхĕ аталансах пырать. Санăн сĕтел çинче ларакан компьютеру вара нумай усă курнă хыççăн хăвăртлăхне çухатать те темиçе çултан ăна улăштарма тивет. Пуç мими сана 90 çулчченех пулăшса пырĕ, ăна хăнăхтарусемпе аталантарсан эсĕ çав çулта хальхинчен те нумайрах япалана астăвăн. Вăл тÿлевсĕр-ха тата.

Çавăн пекех историлле астăвăм та пур. Вăл пурнăçунти пулăмсемпе е мĕн вуланипе çыхăнман, эсĕ çураличченхи пулăмсене упрать.

Паянхи шкулăн сана /кĕнеке вулаттарнисĕр пуçне/ çураличчен мĕн пулнине те астуса юлма вĕрентмелле пек, анчах ку йывăртарах. Тĕрлĕрен ыйтăм палăртнă тăрăх, 1990 çулта çуралнă çамрăксем 1980 çулта мĕн пулса иртнине пĕлмеççĕ е пĕлесшĕн те мар, 50 çул каялла мĕн пулса иртни пирки вара калаçмалли те çук.

Ĕлĕкхи пулăмсене пĕлни мĕншĕн кирлĕ-ха? Мĕншĕн тесен вĕсем паянхи пулăмсене ăнланма, астăвăма пуянлатма пулăшаççĕ.

Асра тыт, эсĕ хăвăн астăвăмна кĕнеке-журналпа кăна мар, Интернет пулăшнипе те аталантарма пултаратăн. Камсем вĕсем хеттсемпе камизарсем? Колумбăн виçĕ карапĕ мĕн ятлă пулнă? Динозаврсем мĕнле пĕтнĕ? Ной карапĕнче штурвал пулнă-и? Вăкăр несĕлне мĕнле чĕннĕ? Çĕр çул каялла тигрсем паянхинчен ытларах пулнă-и? Мали империйĕ çинчен мĕн пĕлетĕн? Ун пирки кам каласа пачĕ? Историри иккĕмĕш Папа кам пулнă?

Эпĕ пĕр чарăнмиех ыйту пама пултаратăп, тĕпчемелли тема пулĕччĕ вара. Çакна йăлтах асра тытмалла. Ватăлса çитсен хăвна çĕр-çĕр пурнăç урлă каçнăн туйса илĕн: Ватерлоори çапăçăва хутшăннă пек те; Юлий Цезарь вилĕмне курнă пек те; Бертольд Шварц, ылтăн туса кăларас тенĕ чухне ăнсăртран тар /порох/ шухăшласа тупнăскер, сывлăша сирпĕннĕ çĕрте те. Астăвăмне пуянлатма тăрăшман юлташусем вара пĕр евĕрлĕ пурнăç кăна пурăнса ирттерĕç».

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.