- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хыпар» çемйинче «çуралнă» хаçатсем маншăн хаклă»
Вăл чăваш пичечĕшĕн нумай ĕç тунă, «Хыпар» Издательство çуртне 23 çул ертсе пынă. «Хыпар» хаçатпа тата унăн кăларăмĕсемпе нумай-нумай çул туслисем сăмах кам пирки пынине, ахăртнех, ăнланчĕç: Алексей ЛЕОНТЬЕВ çинчен. Чăваш пичечĕн уявĕ умĕн «Хыпар» историне тата Николай Никольский пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ Алексей Петровича «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне йыхравларăмăр.
— Алексей Петрович, калаçăва «Çамрăксен хаçатĕнчен» пуçлар. Эсир — унăн «ашшĕ». Эсир тăрăшнипе вăл çак ятпа чăваш çамрăкĕсем патне çĕнĕрен çитнĕ. Çĕнĕ кăларăм уçас шухăш мĕнле çуралчĕ?
— Чи малтанах çакна каламалла пулĕ: 1989 çулта эпир, çамрăксен ушкăнĕ, хамăра тахçантанпах кулянтаракан ыйту патне пытăмăр. Самана ун чухне урăхла: уççăнлăх пур, темĕн тума та юрать. Пирĕншĕн, паллах, ку «пархатарлă ĕçсем тумалла» тенине пĕлтернĕ. «Çамрăксен хаçатне» чĕртсе тăратасси — пирĕн тĕллевччĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче «Çамрăк коммунист» ятпа тухса тăнă, 1966 çулхи çу уйăхĕнче ăна кăларма чарнă та ун вырăнне «Пионер сасси» /хальхи «Тантăш»/ хаçат йĕркеленĕ. Астăватăп: эпĕ ун чухне 9 çултаччĕ, çав хаçата вулаттăм. Пĕчĕк чухнех тĕлĕнеттĕм: тин кăна çамрăксем валли хаçат тухатчĕ, халĕ çук. Мана вара ун вырăнне «Пионер сасси» тухнине ăнлантарса пачĕç. Ун чухне, паллах, эпир ача-пăча хаçатне савăнсах йышăннă. Каярахпа вара, пĕве кĕрсен, çакă тĕлĕнтерме, кулянтарма пуçларĕ: «Молодой коммунист» вырăсла тухса тăрать, чăвашла вара — çук. Çавăнпа эпир çамрăксем валли «Паянтан» хаçат, Çеçпĕл Мишши сăввине тĕпе хурса ят панă ăна, кăларма тытăнтăмăр. Малалла вулас...
Комментировать