Эпир пурте – пациент

18 Янв, 2017

Чăн та, республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ паян тĕрекленсе вăй илчĕ. Пысăк технологисене пурнăçа кĕртсе тата ăсталăха куллен туптаса пирĕн специалистсем унччен шанчăксăр шутланнă пациентсенчен чылайăшне ура çине тăратма хевте çитереççĕ. Çитĕнÿсене тĕнчери малта пыракан патшалăхсеннипе танлаштарма май килсен те çивĕч ыйтусем çук мар. Тĕпрен илсен вĕсем ытларах чухне çынсен хутшăнăвĕсемпе, сиплев учрежденийĕсенче ĕçе мĕнле йĕркеленипе çыхăннă. Эпир пурте — пациент. Шухăш-кăмăл, ăнлав-хаклав енĕпе пĕр-пĕринчен уйрăларах тăратпăр: хĕвел те халăха юраймасть тенешкел, куллен вун-вун çынна йышăнакан тухтăр кашнин кăмăлне ăçтан тивĕçтерме пултартăр ĕнтĕ…

Лару-тăрăва лайăхлатма

«Сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн иртнĕ çул вĕçĕнче Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин хулан çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи офисĕнчи врач йышăнăвне электронлă майпа çырăнаймарăм: участок терапевчĕ пенсие тухнă тата унăн вырăнне тепĕр специалиста ĕçе илменнипе чирлисен ытти тухтăрсем патне каймалла-мĕн, вĕсен — хăйсен пациенчĕсем, темиçе кун маларах çырăнса хунăскерсем. Аптăранă енне регистратурăна çитме шухăшларăм. Сестра йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче тепĕр икĕ эрнерен хăш врач патне тата миçе сехетре пымаллине кăтартса хут çырса пачĕç. Сиплев çуртне палăртнă вăхăтра çитрĕм. Кĕтекен самаях йышлă. Талонра кăтартнă вăхăта никам та пăхăнмасть, йышăнăва пурте тенĕ пекех унта йĕркеленнĕ черетпе кĕмешкĕн тапаçланаççĕ. Сехет çурăран тухтăр патне лекрĕм: сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн анализсем памашкăн направлени пачĕ те хăй ерçÿсĕррине палăртса тепĕр йышăнăва та маларах çырăнмаллине аса илтерчĕ. Врачсем çитмеççĕ иккен, штат расписанийĕнче кăтартнин çурри кăна пур», — çак йĕркесем редакци почтинчи çыруран илнĕскерсем. Автор е тухтăр ятне-шывне кăтартма кирлех те мар пулĕ, мĕншĕн тесен çакнашкал тĕслĕх чылай çĕрте тĕл пулать, тухтăрсем сыватмăшсенче çитмеççĕ.

Вероника СКВОРЦОВА,

РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ:

— Президент Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă кăтартусем регионсенче медицина аталаннине çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри ача çураттаракан служба — çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри. Юлашки çулсенче республикăра ача-пăча тата çитĕн­нисен сывлăх сыхлавĕ палăрмаллах аталанать, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парас енĕпе те кунта кăтартуллă ĕçлеççĕ. Çырура палăртнă тĕп шăнăр — отрасле малашне те укçа хывасси тата аталантарасси.

…Больницăри е поликлиникăри васкавлăн татса памалли çивĕч ыйту çинчен чирлисенчен кашниех халĕ уççăн пĕлтерме пултарать: пĕрне медиксен тимсĕрлĕхĕ канăç памасть, теприне — коридорти е туалетри хăтсăрлăх, виççĕмĕшне — йышăну черечĕ вăрăмми — ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче сиплев учрежденийĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатма пулăшакан çĕнĕ «Пациент ырлăхĕшĕн» проекта хута янă. Унăн тĕллевĕ — медицина учрежденийĕсенче тулли аудит ирттересси, пулăшăвăн пахалăхне ÿстермешкĕн, çитменлĕхсене тупса палăртмашкăн чирлисене хăйсене ытларах хутшăнтарса социаллă ыйтăмсем йĕркелесси.

2016 çулта Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата ытти хулари медицина организацийĕсенче асăннă проектпа килĕшÿллĕн виçĕ тĕллеве пурнăçланă: çынсем хăтлă туйччăр тесе сиплев çурчĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, пациентсем пырса çÿренине оптимизацилемешкĕн çĕнĕ технологисемпе усă курма тытăннă; медицина учрежденийĕсене вĕсемшĕн уçă пулмалла йĕркеленĕ. Волонтерсем пулăшнипе пациентсем кăмăлсăрланнин /йышăнăва вăхăтра лекейменнипе, персоналăн тимсĕрлĕхĕпе тата кăнттамлăхĕпе/ сăлтавне тишкернĕ. Сăмах май, иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетни пăшăрханса пĕлтернĕ тĕслĕх малтанхи çулхинчен палăрмаллах чакнине, тав тăвакансен йышĕ 7 хут нумайланнине çирĕплетнĕ.

П.Н.Осипов ячĕллĕ Шупашкарти пĕрремĕш больницăн /«Пациент ырлăхĕшĕн» проект чи малтан унта вăй илнĕ/ тĕп врачĕ Елена Майорова пĕлтернĕ тăрăх — пулăшу кĕтекенсен шухăшне тĕпе хурса поликлиникăн пĕрремĕш хутне тĕпрен юсанă, хальхи йышши пуриншĕн те меллĕ регистратура уçнă, gall-центр йĕркеленĕ, сестрасен посчĕсем ĕçлеме пуçланă тата ытти те.

Сиплев учрежденийĕсенче социологи тишкерĕвне иккĕмĕш хут ирттернĕ чухне малтанхи ыйтăмра асăннă çитменлĕхсенчен чылайăшĕнчен хăтăлма пултарнă. Сăмах май, пациентсен 81 проценчĕ тухтăр патне çырăнмашкăн çăмăлланнине, 90 проценчĕ врач йышăнăвĕпе кăмăллă юлнине палăртнă.

Çивĕч ыйту — кадрсем çитменни

Социаллă проектăн икĕ тапхăрне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенчи 3 пин ытла пациент хутшăннă. Вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусенчен чылайăшне татса панă пулин те кадрсемпе çыхăнни чылайăшне çав-çавах канăçсăрлантарать. Акă, тĕслĕхрен, социаллă проект Канашри территорисен хушшинчи медицина центрĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ чухне пациентсем медицина ĕçченĕсен кадрĕсен дефицичĕ пирки çивĕччĕн калаçнăччĕ. Сиплев учрежденийĕнче тишкерÿçĕсем иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче иккĕмĕш хут пухăнсан та çавăн пиркиех сăмах пынă: çынсем поликлиникăра кардиолог, офтальмолог йышăнманни, эндокринолог консультацине илмешкĕн йывăрри çинчен кăмăлсăрланса калаçнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх — юлашки 5 çулта Чăваш Енре врачсен йышĕ 5 процент чакса 5152 çынпа танлашнă /2010 çулта асăннă кăтарту 5302-пе танлашнă/.

Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата республикăн ытти хулинчи медицина учрежденийĕсенче кадрсем, уйрăмах пуçламăш тытăмра /участок терапевчĕсем, педиатрсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕсем/ çителĕксĕррине пула халĕ вăй хуракан сиплевçĕсен ĕçĕ палăрмаллах кăткăсланнă, çавна май йышăну кĕтекенсен черетре ытларах ларма тивет.

Паянхи кун тĕлне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Етĕрне, Çĕрпÿ хулисенчи медицина организацийĕсенче 137 тухтăр, çав шутра 37 педиатр, çитмест.

Хулари участок педиатрĕн халĕ вăтамран çул çитмен 1200 çамрăк сывлăхне тĕрĕслесе тăмалла е унăн ĕçĕ саккунпа палăртнă нормативран 1,5 хут нумайрах. Çитĕннисене йышăнакан участоксенчен кашни пиллĕкмĕшĕ врачсăр юлнă.

Сывлăх сыхлавĕн республикăри тытăмĕнчи специалистсен дефицичĕпе çыхăннă лару-тăру Раççей Федерацийĕн субъекчĕсеннипе пĕрешкелех.. Çакнашкал пулăм халĕ ĕçлекен медиксен ÿсĕмĕнчен килнипе çивĕчленнине те шута илмелле. Кадрсене сыхласа хăварас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă май ку ыйтăва татса парас шанчăк пур.

Ялти сыватмăшсене врачсемпе тивĕçтерес тĕллевпе 2012 çулта вăй илнĕ «Земство тухтăрĕ» программа хушма хавхалантару пулса тăчĕ. Пĕр хут тÿлекен 1 миллион тенкĕпе танлашакан компенсацие аслă пĕлÿ илнĕ, яла е рабочи поселока, е хула типлă поселока ĕçлеме килнĕ 50 çула çитмен медиксене те иртнĕ çултанпа параççĕ.

Асăннă программа ĕçлеме тытăннăранпа республикăри районсенчи сыватмăшсенче 315 тухтăр «терапевт», «стоматолог», «пĕтĕмĕшле практика врачĕ», «педиатр», «хирург», «акушер-гинеколог» специальноçсемпе вырнаçнă, çав шутра 37-шĕ — 2016 çулта.

Иртнĕ çул земство тухтăрĕсене Вăрнар, Канаш, Муркаш тата Вăрмар районĕсем чи нумай йышăннă. Шел те, 2012-2016 çулсенче асăннă программăна хутшăннисенчен 24-шĕ /пĕлтĕр — 6/ килĕшĕве пăрахăçласа патшалăх укçине ĕçленĕ тапхăра кура шайлаштарса тавăрса панă.

Хушса тÿлеççĕ, ĕçе вырнаçтараççĕ

Кадр выçлăхĕнчен хăтăлмалли тĕп мелсенчен пĕри — специалистсене адреслă майпа хатĕрлени. Юлашки 3 çулта шкул пĕтерекен 242 çамрăкпа, интернатура тата ординатури программипе пĕлĕве тарăнлатма палăртнă 181 студентпа тĕллевлĕ вĕренĕвĕн килĕшĕвне çирĕплетнĕ. Вĕсене уйăхсерен хушса 1 пин тенкĕ стипенди тÿлеççĕ тата ведомствăна пăхăнакан медицина организацине ĕçе вырнаçтарма гарантилеççĕ.

Унсăр пуçне 2017 çулта пурнăçа кĕртнĕ аккредитаципе çыхăннă çĕнĕлĕхсем пулăшнипе сывлăх сыхлавĕн пуçламăш тытăмне терапи тата педиатри службисен специалисчĕсемпе тĕреклетме май килĕ. Аслă шкултан кăçал «сиплев ĕçĕ» тата «педиатри» программăсемпе вĕренсе тухакан çамрăксем пĕтĕмĕшле практика врачĕнче ĕçлеме пултараççĕ. Ку таранччен унашкаллисен малтан интернатурăна е ординатурăна кĕмелле пулнă.

Медицина ĕçченĕсене хăйсен профессийĕпе вăй хума хавхалантарас тĕллевпе республикăра социаллă пулăшăвăн хушма мерисемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсем федерацин тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн çурт-йĕр лартмашкăн е туянмашкăн социаллă тÿлевсене тивĕçме, çак тĕллевпе илнĕ ипотека кредичĕн /займĕн/ проценчĕсене саплаштармашкăн каякан тăкакăн пĕр пайĕшĕн субсиди, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевне компенсацилеме ялти специалистсене паракан уйăхри укçа тÿлевне илме пултараççĕ.

Çавăн пекех 35 çула çитмен тата 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен патшалăхăн Чăваш Енри хулисенчи медицина учрежденийĕсемпе 3 çултан кая мар вăхăтлăх килĕшÿ тунă участок терапевчĕсене, педиатрсене тата пĕтĕмĕшле практика врачĕсене иртнĕ çултанпа пĕр хутчен 200 пин тенкĕ параççĕ.

Çак мерăсем диплом илнĕ çамрăксене тăван тăрăхрах юлма хавхалантарасса, нумай çул вăй хуракан тухтăрсене ĕçе пăрахса Мускава тата ытти хулана тухса каяс шухăша сирме пулăшасса шанас килет.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.