Кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ-и е саккун вăйĕ сулмаклă-и?

18 Янв, 2017

Пирус — этемлĕх аталанăвĕнчи ăслайсенчен чи усăсăрри тата çынна шелсĕр тĕп тăваканни. Вăл туртаканшăн çеç мар, унăн таврашĕнчи çынсемшĕн те хăрушă: сывлăха пысăк сиен кÿрет. Юлашки çулсенче сигарета хирĕç «чăн-чăн вăрçă» пуçланчĕ: çĕршыв Правительстви тĕрлĕ меслетпе пирус туртакансен шутне чакарма тăрăшать. Анчах яланах çапла пулман…

Чĕлĕм этем пурнăçĕнче авалах тымар янă. Христофор Колумб флотилийĕнчи Родриго де Херес капитан Европа çыннисенчен пĕрремĕш сигара тутаннă. Ку ĕç-хĕл 1492 çулта Кариб тинĕсĕнчи Тобаго утравĕ çинче пулса иртнĕ. Çавăн чухнех Америка индеецĕсем тинĕс çÿревçине Колумба табак парнелесе янă. Çапла майпа вăл XV ĕмĕр вĕçĕнче Европăна çитнĕ, унтан тĕнче тăрăх хăвăрт саланнă.

Раççее Британи улпучĕсем Хаяр Иван вăхăтĕнче илсе килнĕ. Ку тапхăрта пуянсен хушшинче чĕлĕм мăкăрлантарасси хисепре пулнă. Михаил Романов саманинче табакпа усă курма чарнă, ăна сутакансене тата усă куракансене штрафланă, хĕненĕ. 1634 çулхи пушар хыççăн вара йĕркене пăхăнманнисене айăпласа вĕлерме пуçланă е «сăмсисене каснă».

I Петĕр, Голландире пурăннă вăхăтра туртма вĕреннĕскер, «шуйттан им-çамĕн» ят-сумне тепĕр хут ÿстернĕ. Патша шухăшĕпе, чĕлĕм мăкăрлантарни Раççее Европа культурипе çывăхлатнă. 1705 çулта патшалăх табака уççăн сутма ирĕк панă. Кĕтерне патша вăхăтĕнче вара шăршламалли табак йăлана кĕнĕ.

Раççей халăхĕ вăрçăсене пула та туртма вĕреннĕ. Наполеон, Крым, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăчĕсенче салтаксене хаяр çапăçусем хыççăн вăй илме ятарласа чĕлĕм валеçсе панă. Влаç табак налукне çирĕплетни вăрçă пушатса хăварнă хыснана тултарма май панине ăнланса илнĕ. Çавна май туртакансене тĕрлĕ меслетпе хавхалантарма пуçланă. Революци хыççăн та, каярахри çулсенче те «кăвак сĕрĕме» çăтма кăмăллакансен шучĕ чакас вырăнне ÿссех пынă…

Юлашки çулсенче Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци чан çапма пикенчĕ. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — чĕлĕм туртни тĕнче экономикине çулсерен 1 триллион ытла долларлăх сиен /çак шутра — сывлăх сыхлав тăкакĕсем тата ĕç тухăçлăхĕ чакни/ кÿрет. 2030 çул тĕлне пирус туртнăран 8 миллиона яхăн çын пурнăçран уйрăлма пултарать. Çак цифрăсем чăннипех те шухăша яраççĕ. Ĕç-хĕл каплах аталанса пырсан мĕн патне пырса тухăпăр? Паллах, чи малтан хăйĕн пурнăçĕшĕн этем хăй яваплă, сывлăхĕ хăйĕн аллинче. Çапах та кунашкал лару-тăрура çĕршыв ертÿлĕхĕ те мерăсем йышăнма тивĕçлине аван ăнланать.

Тăватă çул каялла «табака хирĕçле» саккун йышăннăччĕ. Вăл шкулсенче, вузсенче, ачасен вăйă лапамĕсенче, стадионсенче, самолетсенче туртма чарчĕ. 2014 çулта çак шута хăна çурчĕсем, кафесемпе ресторансем, пуйăссем, вокзалсемпе аэропортсем кĕчĕç. Кăçал вара чиновниксем граждансене сигарет тыткăнĕнчен яланлăхах хăтарасси пирки шухăшлама пуçларĕç.

Çавна май РФ Сывлăх сыхлав министерстви пирус туртассине хирĕç тăма 2016-2020 çулсем валли патшалăх политикин концепцине туса хатĕрлерĕ. Ведомство ертÿçи çирĕплетнĕ тăрăх — асăннă документăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл çамрăк ăрăва пирус-чĕлĕмрен вуçех пистересси. Кунта 2015 çул хыççăн çуралнисене табак сутма чарасси пирки сăмах пырать. 2034 çулта çамрăк граждансем, саккун йышăннă хыççăнхи çĕнĕ ăру, 18 çул талтараканскер, нихăш лавккара та пирус туянаймĕç. Кунашкал йĕркене çирĕплетесси çинчен тĕнчери çĕршывсенче тахçанах шухăшлама пуçланă. Чи малтан çакăн евĕрлĕ мерăсене Аслă Британире тата Сингапурта йышăннă: 2000 çул хыççăн çуралнă граждансене сигарет сутма чарассине, тĕтĕм-сĕрĕм нушине кивĕ ĕмĕрте хăварассине тĕпе хунă. Шел те, унта, Çĕнĕ Зеландири пекех, ку ыйту паян кун та татăлман-ха. Хальхи вăхăтра çавăн пекех ку саккун проектне Австрали штачĕсенчен пĕринче, Тасманире, сÿтсе яваççĕ.

Раççейре çĕнĕ концепци хатĕрлени пирки хыпар тухсанах Интернетра хивре калаçусем пуçланчĕç. Пирус туртакансен шухăшĕпе — çĕршыври çак пуçару вĕсен саккунлă прависене пăсать. Анчах РФ Сывлăх сыхлав министерствин табакпа кĕрешекен координаци канашĕн членĕ Виктор Зыков урăхла çирĕплетет: «РФ Конституцийĕн 55-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнче сывлăха сыхлас тĕллевпе граждансен прависемпе ирĕкĕсене хĕсме май пуррине палăртнă. Пирус сиенĕнчен сыхласси шăпах çак тĕллевпе тÿр килет те ĕнтĕ. Манăн шухăшăмпа — общество 2033 çул тĕлне ку чарусене питĕ çивĕч йышăнма пăрахать, мĕншĕн тесен паянхи çак политикăна малашне те çирĕп тытса пырсан туртакансен шучĕ 2030 çулччен 5 процента яхăн чакать».

Сывлăх сыхлав министерстви çитес вăхăтра вăя кĕртме палăртакан пуçарусем те киревсĕр йăлапа кĕрешме пулăшасси иккĕлентермест. Тĕслĕхрен, сигарет кăларакан компанисене пирус курупкине пĕрешкел тĕслĕ тутарттарасшăн, ун çине туртнин сиенĕ çинчен асăрхаттарса çырма е ÿкерме, марка брендне ахаль шрифтпа палăртма сĕнесшĕн. Курупка çинче пирус туртма хавхалантаракан урăх нимĕнле информаци те пулмалла мар. Чиновниксем табак акцизĕсене ÿстерни те /пĕр пачка хакĕ 150 тенкĕрен кая ан пултăр/ курăмлă пуласса шанаççĕ. Çавăн пекех сигаретри хутăшсене тĕрĕслеме палăртаççĕ. Сăмахран, никотин çеç мар, тĕрлĕ тутă кĕртекен хутăшсем те çынна хăйсен «тыткăнне илме», çавна май ытларах туртма хистеме пултараççĕ. Хăвăрт сÿнекен сигаретсене сутни те инкек калăпăшне чакарма май парĕ. Юлашки çулсенче пирус туртнине пула тухнă пушарсен шучĕ ÿссех пырать-çке. Чăваш Республикин Гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн статистики çакна туллин çирĕплетет.

Пĕлтĕр, акă, республикăра 937 пушар тухнă, 140-шĕн сăлтавĕ — пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни. 2015 çулта ку сăлтав 130 хутчен инкек кÿнĕ. Пушарта пĕлтĕр 46 çыннăн /малтанхи çул — 39/ пурнăçĕ татăлнă. 124 миллион тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ. Çак шутран 8,8 проценчĕ пируса пула тухнă пушарта тĕп пулнă. Ку лару-тăрура, паллах, пус çухални мар, çын пурнăçĕ татăлнин хакĕ пысăкрах. Тепĕр чухне вырăн таврашĕ çеç çунса сиенленет. Ăна çĕнетме пулать тейĕпĕр. Вилнĕ çынна чĕртсе тăратаймăн. Çакăн пирки чылайăшĕ шухăшламасть çав, çăмăлттайла хăтланать. Эрех ĕçсе минренĕскер çывăрма выртать, пирусне чĕртсе ярать… Сисмен хушăра тĕлĕрсе каять. Çакăн пек чухне инкек нумай кĕттермест, часах çитет. Алăран тухса ÿкнĕ чĕлĕм тĕпĕ вырăн таврашне тивертсе ярать, хыпса илсе çунмасть вăл, пĕчĕккĕн йăсăрланса выртать. Çăра тĕтĕм пуçа тивнипе çын пурнăçран уйрăлать. Асăрханусăрлăх, çăмăлттайлăх, пурнăç çине алă сулни чылай чухне ытла хакла ларать çав.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Николай ЖУРАВЛЕВ, «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн водителĕ:

— 34 çулта туртма пуçларăм. Горбачев вĕрентрĕ /кулать/. Вăл çĕршыва ертсе пыма пуçласан «типĕ саккунсем» вăя кĕчĕç, ытти çĕнĕлĕх тупăнчĕ. Сигарета талонпа пама пуçларĕç. Арçынсен кăна мар, хĕрарăмсен те тÿпе пурччĕ. Çавна май арăма та сигарет лекетчĕ. Йывăрпа илнĕ япалана ахаль çухатас килмен-ши — туртма пуçларăм çав. 60 çулалла çывхарнă май систере пуçларĕ: пирус туртни сывлăха сиенлĕ витĕм кÿнине туйса илтĕм.

Туртма пăрахасси çинчен пилĕк çул шухăшласа çÿрерĕм. Пĕррехинче вара рейса тухса каяс умĕн пĕрле ĕçлекенсен умĕнчех сигарет пачкине лутăркаса пăрахрăм та: «Паянтан туртма пăрахатăп!» — терĕм. Водительсем ĕненмесĕр кулса тăрса юлчĕç. Вăй çитертĕм вĕт! Çулталăк иртрĕ унтанпа. Сигарет пирки вуçех те аса илместĕп, туртас кăмăл пĕрре те çук. Чăнах та, сиенлĕ çак йăларан хăтăлма питĕ йывăр. Çапах та — унран хăпма пулать. Ĕçтешсем пирки те каласа хăварассăм килет. Пирĕн автотранспорт цехĕнче юлашки вăхăтра 8 çын туртма пăрахрĕ. Халĕ цехра ĕçлекен 60 çынран 40-шĕ туртмаççĕ ĕнтĕ. Манăн шухăшăмпа — тĕрлĕ саккунпа, ытти мелпе туртма пăрахтараймастăн пулĕ. «Çиме юраман çимĕç тутлă», — тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Чарнă чухне пушшех те тутанас килет-çке.

Надежда КУЗЬМИНА, Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек шкулĕн вĕрентекенĕ:

— Манăн шухăшăмпа — пирус туртассипе кĕрешмелли чи лайăх меслет — туртма пуçламанни. Кайран усал çак йăларан хăпма питĕ йывăр. Чăн-чăн эпидеми вăл! Никотин мĕнпур организма сиенлет. Пирус туртакансен ÿпки, пĕверĕ, вар-хырăмĕ, чĕри чире каять, ар органĕсене те киревсĕр витĕм кÿрет. Çакă вара нацин сывă ăру çуратас вăй-халне палăрмаллах чакарать. Пирус туртма чарассине, ман шухăшăмпа, шкул çулĕсенчех пуçламалла. Шел те, чылайăшĕ çул çитнисен шутне кĕричченех çак усала çăвара хыпать. Хăвăртрах çитĕнес килни-ши çакă? Е тата урăхла япала? Ăнланмастăп. Анчах ачасем пĕчĕклех пируспа туслашни чуна ыраттарать. Тата пирус туртни çынна хăйне çеç мар, çывăх çыннисене те пысăк сиен кÿрет, вĕсен сывлăхне хавшатать. Чĕлĕм чĕртсе яриччен ачисен пуласлăхĕ пирки шухăшласчĕ те… Çук çав. Ашшĕн е амăшĕн тĕслĕхĕпе ывăлĕ-хĕрĕ те каярахпа сиенлĕ çак йăлапа туслашасси куçкĕрет.

Пирус туртма пăрахма пулать паллах. Тĕрлĕ саккунсăр, тухтăр пулăшăвĕсĕр никотин сĕрĕмĕнчен хăтăлнă сахал мар çынна пĕлетĕп. Манăн шухăшăмпа — кăмăл çирĕплĕхĕ çеç кирлĕ.

Геннадий ПРОХОРОВ, Сосновка поселокĕнчи 9-мĕш пушар чаçĕн пушарнăйĕ:

— Çĕр çинче 50 çул та пĕр уйăх пурăнатăп. 50 çул пирус туртмастăп. Атте «хăлха çине хытă пуснă хыççăн» пăрахрăм /кулать/. Икĕ çул çурă Афганистанра службăра тăтăм. Киле килме пĕр уйăх юлнăччĕ. Юлташпа хуралта ларатпăр. Вăл туртатчĕ. Манăн та тутанса пăхас килчĕ-ши? Туртса ятăм вара. Яла таврăнсан аттерен /вăл туртатчĕ/ сигарет ыйтрăм. «Тыт, — терĕ вăл. — Ку пачкăна ахалех паратăп. Иккĕмĕшне вара хăв ĕçлесе илнĕ укçапа туян». Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн чун тăвăнса килчĕ, сигарет пачкине чăмăртаса пăрахрăм, тек вара урăх пĕрре те çăвара хыпман.

Пирĕн çемьере ултă ывăл. Пĕри кăна туртать. Кĕçех вăл та пăрахасса шанатпăр. Мăшăрĕ, хĕрĕсем асăрхаттарсах тăраççĕ. Тумлам чула шăтарать теççĕ вĕт. Манăн икĕ ывăл, сигаретпа туслă мар вĕсем. Афганистанра пĕрле пулнă юлташсем те чылайăшĕ туртмаççĕ. Пĕрле ĕçлекен ача, акă, 20 çул ытла туртнă хыççăн пăрахрĕ. Саккунсем çирĕпленчĕç те… Халĕ канфет кăна çиет.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.