Пĕрремĕш троллейбус водителĕ
...1964 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче троллейбус çÿреме тытăннă. Ăна маршрута илсе тухнă водитель Валерий Павлов хăйĕн шăпи пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуян тесе палăртать. Çапах ăраскалĕпе мухтанса калаçмасть. Тен, çакă иртнĕ вăрçă ачин тивĕçлĕ сăпайлăхĕпе çыхăннă? Вăл — çав çулсенчи ахăр саманан хура-шурне хăй курса-тÿссе ирттернĕ çын.
Çут тĕнчене килнĕ тăван кĕтесĕ — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкасси. Анчах пепкене унта çăка хуппинчен ăсталанă сарă сăпкара сиксе ырă курма пÿрмен: телейлĕ ачалăхне фашистла Германи пирĕн çĕршыва хирĕç пуçланă хăрушă вăрçă туртса илнĕ.
Ашшĕ Михаил Павлович, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕн иккĕмĕш çурринче Етĕрнери педагогика училищине пĕтерсе вĕрентекене тухнăскер, районти Уйпуçри тулли мар вăтам, Тури Çĕрпÿкассинчи пуçламăш шкулсенче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Михаил Павлович яш чухне çав тăрăхри Хĕрлĕ Çыр ялĕн /Советски районĕ/ хĕрĕпе Василиса Гавриловнăпа çемье çавăрнă.
— Вăрçă пуçланнă тĕле эсĕ ултă уйăхри ача кăна пулнине пăхмасăр, пукане пек кĕлеткÿне çирĕп тытаттăн. Вăрçа тухса кайнă кун аçу хăрах ал тупанĕ çине тăратса утьăкка сиктернине курса юлма кăна пÿрнĕ пуль çав сана, — амăшĕ куççулĕ витĕр каланине аса илет паян Валерий Михайлович. Ылханлă вăрçă çамрăк çемьене хурлăх самай кÿнĕ. Тăван амăшĕн хуйхи-суйхи çавăнпах пĕтмен-ха.
Мăн Павăлăн, ялта аслашшĕне çапла чĕннĕ, Михаил хыççăн тата пилĕк ача — Перасковья, Серафима, Иван, Георгий, Зоя — пулнă. Кĕçĕн хĕрĕсĕр пуçне ыттисем пĕве кĕнĕ. Пĕчĕк йывăç пÿртре, паллах, йышлă çемьепе тата кинĕн сăпкари ачипе выртса тăма тăвăр пулнă. Çавна май амăшĕ урам урлă пурăнакан Ольга Никифорова /вăл та — Хĕрлĕ Çыртан/ патне пурăнма куçнă.
Вăрçă çулĕсенче ачаллă хĕрарăмсене ĕçрен хăтарман. Колхозра ясли-садик та йĕркелемен. Кукамăшĕ хĕрĕпе мăнукне шеллесе тăван киле илсе таврăннă. Паттăрла вилнĕ ашшĕне 1944 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Латвири Митава хули çывăхĕнчи масарта пытарнине пĕлтерекен хыпара Аслă Çĕнтерÿ хыççăн кăна илнĕ.
Валерий Павловичăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ ашшĕ пекех вĕрентекен ятне илнĕ кукашшĕ çемйинче иртнĕ. Хĕсмете вăл Инçет Хĕвелтухăçри Амур çинчи Комсомольск хулинчи Сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçе лекнĕ. Салтакран таврăнсан ялта нумай тытăнса тăман — çарта илнĕ специальноçпа вырнаçма 1964 çулхи кăрлач уйăхĕнче Шупашкара кайнă, хулари 31-мĕш столовăйра поварта ĕçленĕ.
Çав çулхи çурхи пĕр кун каччăн çар комиссариатне çитме тивнĕ. Кирлĕ ыйтăва ăнăçлă татса панă хыççăн урама тухнăскер çурт айккинче пирус туртакан çамрăкпа пĕрле тĕтĕм мăкăрлантарма пуçланă. Кассан — турпас, калаçсан — сăмах тенешкел, паллашнă вĕсем. Çĕнĕ тус: «Троллейбус водителĕсен курсне вĕренме заявленисем йышăнаççĕ, — тени Валерие хавхалантарнă. Мĕншĕн тесен водитель пулас туртăм унăн ачалăхра тĕвĕленсе чуна яланлăх вырнаçнă ĕмĕчĕ. Çав инçет çути евĕр тĕллев ултă çулти ача пуçĕнче Хĕрлĕ Çыр ял урамĕ тăрăх генераторĕ газ вăйĕпе ĕçлекен полуторка машина чупнине пăрланнă сивĕ кантăк витĕр курсан çуралнă. Ĕмĕтленсе кĕтсе пурăннă вăхăт, нумай çул иртнĕ пулин те, тинех çитнĕ! Апла пулсан халех вĕрентме ыйтса заявлени çырмалла! Троллейбус водителĕ пулас кăмăллисене пухасси пирки радиопа пĕлтерсенех комиссине документсене чи малтан кайса панă.
Пĕррехинче хваттер хуçи Петр Можаров яша унăн хушамачĕ водителе вĕренме тивĕçнисен списокĕнче пуррине пĕлтернĕ. Савăнăçне пытарайманнипе çав хыпар тĕрĕссине ĕненме вăл управлени кантурне туххăмрах çитнĕ. Ăна предприяти лавне пуçласа кÿлĕннĕ Г.Устинов хăй йышăннă.
— Эсир мĕнле ыйтупаччĕ? — ыйтнă каччăран.
Валерий Павлов мĕн çăмăлпа ун патне кĕнине пĕлтерсен Геннадий Леонидович хайхискерĕн профессийĕпе кăсăкланнă.
— Повар, — пĕлтернĕ çамрăк çын.
Тĕлĕннĕ пулин те Г.Устинов заявление алă пуснă. «Сăлтавсăр мар паллах: водителе вĕренес тĕллевлисем техника профессине алла илнĕ, пурте — машина паркĕнче ĕçлеме юрăхлă 25-26 çулсенчи специалистсем. Комисси те ачаранпах шофер пулма тĕв тунă повара вĕренме суйласа илнĕ 50 çын йышне кĕртнĕ. Чулхулара ултă уйăх ăнăçлă вĕренсе водитель удостоверенине илнĕ хыççăн юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Валерий Павлов республикăна таврăннă, тата тепĕр уйăх пулас троллейбус паркĕнче стройкăра ĕçленĕ.
Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинче кăларнă ЗИУ-5 маркăллă 10 троллейбус тиенĕ состав чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарти чукун çул станцине çитнĕ. Тепĕр кунхинех троллейбуссене художниксем сăрăпа çырса номерленĕ. Паркран хула тăрăх чи пирвайхи рейса кăларма администраци кăвак тĕслĕ 1-мĕш машинăна палăртнă. Валерий Павлова /унпа пĕрле ĕçлекен Виталий Протасовпа Алим Владимирова/ 5-мĕш номерлине çирĕплетсе панă.
Çав кун Валерий Михайлович парка ирех çитнĕ. Кăвак троллейбусăн маршрута тухмалли вăхăчĕ çывхарса пынă. Анчах техникăн двигателĕ чăхăмлама тытăннă. Пурнăçра хушу çырса палăртнипе пĕр килмен самантсем те сиксе тухаççĕ вĕт: 1-мĕш номерлине Валерий Павлов тытса пыракан 5-мĕшпе улăштарма тивнĕ. Шурă троллейбус 11 сехет те 20 минутра Чапаев скверĕнчен тапранса тухса «Николаев урамĕ» — «Мир» кинотеатр» — «1-мĕш техучилище» — «Электроаппаратура завочĕ» — «Ленин лапамĕ» — «Патшалăх банкĕ» чарăнусемлĕ маршрутпа Хĕрлĕ тÿреме çитнĕ.
— Салон пассажирсемпе Чапаев скверĕнчи чарăнурах тулчĕ. Эпĕ тытса пыракан «урхамаха» тĕп хулан ПАИ пуçлăхĕ К.Плужников «Москвич» çăмăл машинăпа ертсе çÿрерĕ. Çĕнĕ йышши транспорт хула сăн-сăпатне илемлетес, халăх пурнăçне çăмăллăх кÿрес шанăçпа хăпартланнă çынсем Хĕрлĕ тÿремре те анмарĕç, юлашки чарăнăва çаврăнса çитиччен ярăнса çÿрерĕç. Руль тытса пынă вăхăтра савăнăçпа тулнă чĕрем кĕç-вĕç тухса тарасла тапрĕ, — аллă икĕ çул каяллахине аса илчĕ ветеран.
Троллейбус управленийĕн Хисеп хăминче унăн сăнÿкерчĕкĕ хăй вăй хума пуçланă çулах тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Коммунизм ĕçĕн ударникĕн, ăмăртура малта пыракан водителĕн ятне Шупашкар хулин Хисеп хăмине, управленин Ĕç Мухтавĕн, Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕн кĕнекисене кĕртнĕ, ăна федераци шайĕнчи тĕрлĕ министерствăн Хисеп хучĕпе, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Хисеплĕ ĕç ветеранĕ — сăпайлă çын. Тавракурăмĕпе тыткăнлать: пурнăç шкулĕ ăна аталанса опыт пухма хистенĕ. Хучаш шкулĕнче /халĕ Етĕрне районĕ/ тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕскер ĕмĕр тăршшĕпех вĕреннĕ, ĕçлесе тĕнчекурăмне пуянлатса пынă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ аллă пилĕк çулпа танлашать, çав шутра 33-шне вăл руль умĕнче ирттернĕ.
Чăвашăн çăлкуç пек тапса тăракан тăрăшулăхĕ 70-тен каçнă Валерий Михайловичăн иксĕлми. Тивĕçлĕ канура пулин те: «Ĕçлемесĕр канлĕн пурăнма хăнăхаймастăп», — тет. Хура çăкăрăн тутлă сĕткенĕпе ачаран вăй илсе çирĕпленнĕ алли вĕçĕмех ĕç патне туртăнать. Водитель ĕçне пăрахсан тăван кил пекех çывăх предприятире хуралçа куçса кăмăлне тивĕçтернĕ, кайран — дворникра. Халĕ те вăл çурт-йĕр харпăрлăхне тытакансен юлташлăхĕнче тăрăшса хула урамĕсене тирпей-илем кĕртме хутшăнать.
Лев МЕДВЕДЕВ
Комментировать