ЧПУра - ăслăлăх конференцийĕ

8 Апр, 2014

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Ăслăлăх канашĕн залĕнче Пĕтĕм Раççей студенчĕсен ăслăлăх конференцийĕ уçăлчĕ. Кăçалхипе вăл хĕрĕх саккăрмĕш хут иртет, Раççейри Культура çулталăкне халалланă.

Мероприятие пухăннисене аслă шкул ректорĕ Андрей Александров, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов тата ыттисем саламларĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх - çамрăксене ăслăлăх ĕçне хутшăнтарни пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе, паллах, ЧПУ тивĕçлĕ вырăн йышăнать, наука кадрĕсем хатĕрлессипе тĕп шкул шутланать.

Тăватă пине яхăн докладчик 273 секцие пайланса техника, гуманитари тата çут çанталăк çинчен вĕрентекен наукăсем енĕпе тухса калаçĕç. Вĕсен хушшинче - Мускаври, Санкт-Петербургри, Владивостокри, Белгородри, Хусанти, Ижевскри, Чĕмпĕрти, Йошкар-Олари, Çтерлĕри /Пушкăртстан/ аслă шкулсен 564 представителĕ, чăваш хутлăхĕнчи шкулсен 239 вĕренекенĕ.

Пĕтĕм Раççей студенчĕсен ăслăлăх конференцийĕн программипе килĕшÿллĕн йăлана кĕнĕ докладсем тунисĕр пуçне вĕсем ăс-тăн тупăшăвĕсене, куравсене, конкурссене, ĕçлĕ тавлашусене, олимпиадăсене, "çавра сĕтелсене", маçтăр-классене хутшăнĕç.

"Ăслăлăх эрни - 2014" çитес шăмат кунччен тăсăлать. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче конференцие пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслаççĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене вĕренекен çамрăксен регионсен хушшинчи "Аслă Атăлăн çамрăклăхĕ" XY1 конференцине, çамрăксен МолГород /Шупашкар/, "iВолга - 2014" /Самар облаçĕ/, "Селигер" /Тверь облаçĕ/ вĕренÿ форумĕсене хутшăнма сĕнеççĕ

Рубрика: