Мĕн пуррипе кăмăллă, тĕллев тата пысăкрах

17 Янв, 2017

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай енлĕн усă куракан центрĕнче Чăваш Ен культурăпа искусство отраслĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Мероприятире çавăн пекех ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева, Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейин председателĕ, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи старейшинăсен канашĕн ертÿçи Лев Кураков, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, культура тытăмĕн ветеранĕсем, театрсемпе культура учрежденийĕсен директорĕсемпе пултарулăх ертÿçисем пулчĕç.

Михаил Игнатьев культура ĕç­ченĕсен республика аталанăвĕнчи тÿпине пысăк хак пачĕ, суйласа илнĕ çулпа пысăк шанăçпа утнăшăн тав турĕ. «Эсир — хăйнеевĕрлĕ, пултарулăх çулне суйланă çынсем, чĕре хушнипе ĕçлекенсем, — терĕ вăл. — Нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшатăр, республика çыннисем аслă ăрăва, ашшĕ-амăшне хисеплеччĕр, хăйсен тăван кĕтесне чун-чĕререн юратчăр тесе вăй хуратăр».

Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех культурăна аталантарас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, çак ĕçсене пурнăçлама 2 миллиард тенкĕ /2012 çултинчен 33 процент нумайрах/ уйăрнă. «Ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр, культура учрежденийĕсем хальхи вăхăт ыйтнă йышши центрсем пулччăр тесен пирĕн сирĕнпе пĕрле пурнăçламалли ĕç тата та нумай-ха», — терĕ Михаил Васильевич. Вăл çавăн пекех муниципалитет шайĕнчи культура учрежденийĕсен ертÿçисене хăйсене те правуртарах пулма, федераци пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнса грантсем çĕнсе илме сĕнчĕ. Михаил Игнатьев Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисткине Любовь Федоровăна çуралнă кунпа саламларĕ, чечек çыххипе чысларĕ.

Константин Яковлев республика Пуçлăхне культура отрасльне аталанма майсем туса панăшăн тав турĕ. Константин Геннадиевич республика ертÿлĕхĕ культура деятелĕсене пулăшас тĕлĕшпе тимлĕ пулнине асăнчĕ. Сăмахран, ЧР Пуçлăхĕн 2014 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче культурăпа наукăна патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн отрасль аталанăвне пысăк тÿпе хывнă 30 çын уйăхсерен патшалăх пособине илсе тăма пуçланă.

Халăх йăли-йĕркин уп­равçи — ял. Юлашки çулсенче яллă вырăнта пилĕк клуб хута кайнă. Кăçал çавăн пек хăтлă кермен Вăрмар районĕнче уçăлĕ. Унсăр пуçне ялти культура çурчĕсене тĕслĕх шая çĕклес ĕç малалла пырать, хальхи вăхăтра клубсен 30 процентне тĕпрен юсанă.

Валерий Филимонов пултарулăх ĕçченĕсенчен кашниех республика мухтавĕ, Чăваш Енĕн ăс-хакăл тата кăмăл-сипет çăлкуçĕ пулнине палăртрĕ. Ирина Клементьева та, Лев Кураков та культура ĕçченĕсене ăнăçу сунчĕç. Мероприятире республикăри пултарулăх союзĕсен ертÿçисем те — Геннадий Максимов, Николай Казаков, Олег Цыпленков, Геннадий Медведев, Андрей Анохин, ыттисем — сăмах илчĕç. Çавăн пекех ачасем валли Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелес тĕлĕшпе республика конкурсĕнче çĕнтернисене дипломпа тата сертификатпа чысларĕç.

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.