Йĕлтĕрçе лайăх йĕлтĕр кирлĕ
Çапла калаççĕ профессионалсем йĕлтĕр спорчĕн пĕлтерĕшне палăртса. Канмалли кунсенче Шупашкарти спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕнче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Республикăри чи вăйлă спортсменсем Чăваш Ен чемпионĕн ятне тивĕçессишĕн тупăшнă.
350 яшпа хĕр тĕрлĕ дистанцире вăй виçнĕ. Спринтерсен чупăвĕнче Юрий Никитина уйрăмах ăннă, вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юниорсен ăмăртăвĕнче Максим Алексеева çитекенни пулман. 10 километрлă дистанцие чи малтан Леонид Евлампьев вĕçленĕ, 5 çухрăма Сергей Белов чи пĕрремĕш парăнтарнă. Хĕрарăмсемпе хĕрсен тупăшăвĕсенче Анастасия Гришинăпа Ольга Хемницер пек вăйлисем тупăнман. Çамрăк йĕлтĕрçĕсен йышĕнче Кристина Кускова пĕлтĕрхи çитĕнĕвне тепĕр хут çирĕплетнĕ. Ку чупура Зойăпа Елена Зайцевăсем ыттисене кая хăварса çĕнтерÿçĕрен юлман.
Йĕлтĕрçĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăнăçу сунса хавхалантарнă. “Йĕлтĕрпе ярăнни ĕçлеме вăй-хал хушать, хăвна яланах кăмăллă туятăн. Йĕлтĕр трасси çинче ашшĕ-амăшĕпе ачисене, аслашшĕ-асламăшĕпе мăнукĕсене курсан хĕпĕртетĕп. Вĕсен йышĕ кунран кун ÿсессе шанатăп”, — тенĕ Михаил Васильевич спортсменсем ачасемшĕн тĕслĕх пулнине палăртса. Çавăн пекех вăл республикăра спорт инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç туни çинче чарăнса тăнă. Сăмахран, Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи йĕлтĕр трассисене çутăпа тивĕçтернĕ. Унта йĕлтĕр спортне юратакансем сĕм çĕрлечченех ярăнма пултараççĕ. Çак кунсенче вара Муркаш тăрăхĕнче унашкал çĕнĕ трасса уçăлĕ.
Комментировать