Вĕрентекенсене те явап тыттарма тивет

14 Янв, 2017

Саккунлăх сыхлавçи — прокуратура — йĕркеленнĕренпе çак эрнере 295 çул çитрĕ. Çавна май эпир ЧР Прокуратурин çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен пайăн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Савельевăпа калаçрăмăр. Хĕрарăма ытларах ача-пăча, вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес, вĕрентсе çын тăвас ыйтусем канăç памаççĕ вĕт.

Прокуратура хÿтĕлет

— Алина Борисовна, ачасен прависене пăснă тĕслĕхсен тĕлĕшпе Чăваш Енре лару-тăру еплерех?

— Республикăри прокуратура органĕсем çул çитменнисен тĕлĕшпе саккуна епле пăхăннине куçран вĕçертмеççĕ. Уйрăмах тăлăхсен, сывлăх енчен хавшаккисен, сахал тупăшлисен, нумай ачаллисен ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2016 çулта ку тĕлĕшпе саккуна пăснă 9 пине яхăн тĕслĕхе палăртнă. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕренÿ тытăмне пырса тивет. Амăшлăхĕпе ачалăх ыйтăвĕсенче те йĕркене пăсни чылай. Çул çитменнисен прависене хÿтĕленĕ май 450 ытла çынна административлă явап тытарнă, 18 уголовлă ĕç пуçарнă.

— Шел, ача-пăча хăй те шуçлак çул çине тăрать...

— Пĕтĕмĕшле илсен, преступленисен шучĕ чакать. Тепĕр çын сывлăхне ятарласа сиен кÿнĕ, мăшкăлланă, наркотиксемпе çыхланнă, вăрра кĕнĕ, çаратнă, хистесе укçа ыйтнă тĕслĕх сахалланнине палăртма кăмăллă. Çав вăхăтрах ют автотранспорта хускатасси, улталасси ÿснĕ. Преступление ÿсĕрле пурнăçлакан нумай. Çак ыйтупа тимлĕрех ĕçлемелле.

— Чылайăшĕ çул çитменнисен интересĕсене хÿтĕлесе прокуратурăна килмеллине пĕлмест те пулĕ. Кунта тÿлевсĕр те паха сĕнÿ парасса нумайăшĕ тавçăрмасть те. Кама тата мĕнле пулăшатăр-ха эсир?

— Прокуратурăран уçăрах орган текех çук-тăр. Çынсем темĕн тĕрлĕ ыйтупа та килеççĕ. Чылайăшне патшалăх, муниципалитет органĕсенче ăнланмаççĕ-çке. Пулăшу шыраса кунта килеççĕ. 2016 çулта кăна ачасен прависене пăсни çинчен 1 пин ытла хутчен пĕлтернĕ.

Граждансем тĕрлĕ сферăри саккунсăрлăха палăртаççĕ, сăмахран, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, канупа ĕç... Чи кирли — çăхавра прокуратура органĕн ячĕ, граждан ячĕ-шывĕпе вăл ăçта пурăнни кирлĕ. Саккуна хăш енчен пăснине ăнлантарни те пулмалла. Чылай чухне çынсем хăйсен тата ачисен ячĕсене асăнма шикленеççĕ. Кун пек çăхавсемпе те тĕрĕслев ирттеретпĕр. Ачасен прависене ăçта тата епле майпа пăснине лайăх ăнлантарса çырмалла. Анчах чылай чухне кунашкал тĕслĕхсенче саккуна пăснине палăртма çăмăл мар.

Ăнланатпăр-ха: чылайăшĕ хăйĕн ятне палăртсан каярах ачи çине урăхларах куçпа пăхасран асăрханать. Анчах çакна та асра тытмалла: саккуна пăсни çинчен хăвăр ятăртанах çырма юрать. Çыраканĕ кам иккенне вăрттăнлăхра тытма ыйтсан прокуратура çакна шута илет, тивĕçтерет. Тĕрĕслев ирттернĕ чухне «çăхавçăн» ятне палăртмасть.

Ыркăмăллăх пĕлтерĕшĕ улшăнать

— Вĕренÿ тытăмне илес тĕк, чылай чухне ашшĕ-амăшне ку е вăл тĕллевпе укçа пухни вĕчĕрхентерет.

— «Ашшĕ-амăшĕн пулăшмалла» тесе шухăшлакансем федерацин «Ыркăмăллăх ĕçĕ-хĕлĕпе ыркăмăллăх организацийĕсем» çинчен калакан саккуна пăхăнатпăр тесе хупланаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ыркăмăллăх акцийĕсене, чăн та, вĕренÿ тытăмне пулăшма та ирттереççĕ. Анчах чылайăшĕ «кашни хăйĕн кăмăлне кура пулăшмаллине» манать.

Нумай тĕслĕхре вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе вĕренÿ организацийĕсем укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курманран вăл е ку çурта пăхса-тирпейлесе, хăтлăлатса тăраймаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсенче час-часах вĕренÿ организацийĕсемпе ашшĕ-амăшĕн комитечĕ «спонсор пулăшĕвĕ» кÿме хăтланать. Анчах «ыркăмăллăх» тени «вăйпа укçа пухнине» çаврăнать.

Ашшĕ-амăшĕн пурлăхĕпе саккуна пăсса усă курни уйрăмах хуласемпе район центрĕсенче тĕл пулать. Ыркăмăллăхпа хупланса ача сачĕн е шкулăн нушисене саплама пăхаççĕ: пÿлĕмсене юсама, сĕтел-пукан туянма, вĕренÿ хатĕрĕсене çĕнетме, чÿрече улăштарма тата ытти те. Тĕрĕссипе, тăкаксене пĕтĕмпех республика тата муниципалитет бюджетĕнчен саплаштармалла. Çаксем пĕтĕмпех шкул çулĕчченхи тата пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ тÿлевсĕрлĕхĕ пирки иккĕленÿ çуратаççĕ.

Сăмахран, Шупашкарти 50-мĕш шкулта ашшĕ-амăшĕн канашлăвĕнче чÿрече улăштарма кашни ачаран 2 пин тенкĕ пуçтарма йышăннă. «Кĕмĕл» вĕренÿ учрежденийĕн счечĕ çине куçман. Ăна ашшĕ-амăшĕ алăран тÿленĕ. Директор тĕлĕшпе прокуратура представлени çырнă, укçана ашшĕ-амăшне каялла тавăрса панă.

Тĕрĕссипе, укçан пулăшма юрать, анчах çакă чăннипех те кăмăлтан пулмалла. Тата пулăшăва алăран тÿлемелле мар, ятарлă счет çине куçармалла, тĕллевне палăртмалла. Пурлăха епле тăкаклани пуриншĕн те уçăмлă пулмалла. Унсăрăн укçана алла илнĕ сăпат ăна урăх енлĕн те усă курма пултарать.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче вăл е ку тĕллевпе укçа пухасси вара час-часах тĕл пулать. Мускав район прокуратури акă 45-мĕш шкулта ашшĕ-амăшĕнчен официаллă мар майпа ĕçе илнĕ официанткăна шалу тÿлеме укçа пухнине те асăрханă.

Хĕне-хĕне... ăс параççĕ

— Вĕренÿ тытăмĕнче ашшĕ-амăшĕнчен укçа сăптăрнисĕр пуçне саккуна пăснă тата епле тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ?

— Ку тытăмра саккуна епле пăхăннине тĕрĕслесех тăратпăр. 3,3 пин ытла йĕркесĕрлĕхе тупса палăртнă. Тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ май прокуратура ĕçченĕсем педагогсем ачасене кÿрентернĕ тĕслĕхсене те асăрханă. Вĕрентекенĕн ачана хÿтĕлемелле, ăна сыхламалла пек. Тепĕр чухне пачах тепĕр май та пулать. Элĕк районĕнчи пĕр шкулта историпе общество вĕрентекенĕ арçын ачана тăтăшах кÿрентерни çиеле тухнă. Урокра йĕркене пăснăшăн çапла хăтланнă-мĕн арçын. Кун пирки вĕренекен никама та каласа кăтартасшăн пулман-ха, черетлĕ хутчен айăпа кĕнĕ хыççăн çупкă туянсан вара вăл хăйне япăх туйнă. Мĕн пулнине малтанах тепĕр вĕрентекене, медицина сестрине, шкул директорне... каласа пама тивнĕ. Элĕк район прокуратури арçынна уголовлă явап тыттарнă.

Кунашкал тепĕр тĕслĕх те пулса иртнĕччĕ 2016 çулта. Пăрачкав районĕнчи вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ урокра йĕркене çирĕплетес шухăшпа пĕр ачана аллинчи кĕнекипе пуçĕнчен çапнă. Вĕренекенĕн çакăн хыççăн пĕр хăлхи илтми пулнă. Ку материал хальлĕхе — Улатăрти полици уйрăмĕн дознани органĕсенче. Ĕçе малалла тишкереççĕ.

— Çитес вăхăтра епле ĕçсем пурнăçлама палăртатăр?

— Ачасен прависене хÿтĕлесси, паллах, яланах малти вырăнта. Саккунлăх лару-тăрăвне шута илсе çитес çур çулта вăтам професси пĕлĕвĕнчи йĕркене тишкерме палăртнă. Çавăн пекех ачасене илсе çÿренĕ май транспортра хăрушсăрлăха епле пăхăннине ытларах асăрхăпăр. Ача-пăча эрех-сăрапа минренĕрен тăвакан преступленисен йышне чакарас тĕлĕшпе профилактика еплерех пурнăçланнине те куçран вĕçертмĕпĕр.

— Уявпа саламласа ĕçтешсене мĕн сунатăр?

— Чи кирли — саккуна парăнни, ĕçе тĕплĕ те яваплă, таса чунпа пурнăçлама пултарни. Çакă нихăçан ан иксĕлтĕр. Граждансен прависемпе патшалăх интересĕсене хÿтĕлеме хăть те хăш самантра та хатĕр пулар!

— Калаçушăн тав.

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.