ХĂЯР КУРĂКĔ ÇĂМĂЛЛĂХ КӲРĔ
ПИРĔН ХАÇАТСЕМ / СЫВЛĂХ
ХĂЯР КУРĂКĔ ÇĂМĂЛЛĂХ КӲРĔ 28.11.2013
Хăяр курăкĕн /бурачник/ çулçинче С витамин, каротин, юн тымарĕсене çирĕплетекен япаласем нумай. Вăл тата пӳре çи парĕсен ĕçне, адреналин туса кăларассине лайăхлатать.
Пӳре чирĕсем аптратсан. Хăяр курăкĕн аялти çулçисене сивĕ шывпа çумалла, вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле, аш арманĕпе авăртмалла, пир пусма витĕр пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. Çак сĕткене шывпа е тăпăрчă шывĕпе çурмалла хутăштармалла та вăйсăр çулăм çинче 3 минут вĕретмелле. Кунне 3-4 хут апатчен çур сехет маларах 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Чĕре ĕçĕ пăсăлсан. Типĕтнĕ чечекĕпе çулçи кирлĕ. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕр тавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, хупăлчапа витсе 5 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 5-6 хут апатчен çур сехет маларах 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1-2 эрне.
Подагра нушалантарсан. Хăяр курăкĕн чĕрĕ тунине вĕтетмелле, тӳмелле, типĕтнĕ тунана малтан тин вĕренĕ шывпа пăшăхласа çемçетмелле. Унтан çапла майпа хатĕрленĕ курăка чирлĕ сыпă çине хумалла, полиэтиленпа чĕркемелле, çиелтен ăшă пусмапа çыхмалла, салтмасăрах çĕр каçмалла. Компресс валли кивĕ, кирлĕ мар пусма татăкĕ илĕр, мĕншĕн тесен хăяр курăкĕ сăрлать.
Кăмăл пусăрăнсан /депресси/. Хăяр курăкĕн чĕрĕ сĕткенне кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Ӳт пăсăлсан, нейродермит аптратсан. Хăяр курăкĕн тин юхтарнă сĕткенне шывпа çурмалла хутăштармалла, сиенленнĕ ӳте сĕрмелле.
Комментировать