Гаврил Иванов хыпарсăр çухалнисен шутĕнче мар

13 Янв, 2017

«Астăвăм» кĕнекен 2-мĕш томне тишкеретĕп: 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме Вăрмар районĕнчен 6890 çын тухса кайнă, вĕсенчен 4131-шĕ каялла килеймен. Кĕнекери хушаматсемпе ятсене пăхса тухсан мĕн асăрхатăн-ха: çурри ытла — хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Акă эпĕ кăсăкланакан çын пирки çапла çырнă: «Иванов Гаврил Иванович, 1918 çулта çуралнă. Вăрмар çар комиссариачĕ хĕсмете илнĕ. Рядовой. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче çухалнă».

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулĕ умĕн Чупай ялĕн «Астăвăм» кĕнекине пичетлесе кăлартăмăр. Гаврил Иванов пирки çырни çав халлĕнех кайрĕ. Ăна салтакăн мăнукĕсем вуланă та: «Пирĕн кукаçей хыпарсăр çухалнисен шутĕнче тăмалла-ши? Ун пирки пĕлтерекен çыру 1945 çулта Беларуçрен килнĕ, хăй çырни те пулнă», — терĕç. Шел, çав çырусене ун чухне тупса параймарĕç, кăçал çеç кĕнекесем хушшине хĕстернĕскере асăрханă. Акă унти хăшпĕр йĕрке:

«Салам Сире Княжна ялĕнчен. 1945 çулхи январĕн 20-мĕшĕ.

Нюра, Раиса тата Коля! Эсир пĕлмен Пашăран çак çыру... Эпĕ çак çырăва çыратăп та шухăшлатăп — сиртен хăшĕ те пулин пурăнать-ши? Эпĕ сире çакна пĕлтересшĕн: 1941 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче 1-00 сехет тĕлнелле сирĕн тăванăр Иванов Гаврил Иванович чĕрехчĕ.

...Пирĕн территорире нимĕçсем хуçаланнă вăхăтра вăл пирĕн патра пулчĕ. Малтан кунтах пурăнчĕ, пĕррехинче ирхине ирех нимĕçсем пирĕн колхоза хупăрласа илчĕç те пур арçынна та колхозăн выльăх витине пуçтарăнма хушрĕç. Пурте пуçтарăнчĕç. Нимĕçсем карттуссене хывма хушрĕç те хăйсем тĕрĕслеме пуçларĕç: камăн çÿçне каснă, камăн пуçне хырнă... Кайран вĕсене аяккинелле илсе кайрĕç, вырăнти арçынсене киле саланма хушрĕç. Тыткăна илнисене пиртен 12 çухрăмри Заольша ялне илсе кайрĕç. Çакна эпир тепĕр эрнерен кăна пĕлтĕмĕр. Тыткăнрисем валли апат-çимĕç илсе кайрăмăр. Анчах пирĕн апат вĕсем патне çитеймен иккен. Г.И.Иванов лагерьтен тарса килнĕ хыççăн «мана нимĕн те лекмен терĕ». Хамăра йĕплĕ пралуклă карта çывăхне те ямастчĕç, апат-çимĕç хунă чĕркеме нимĕç куçаруçине парса хăвараттăмăр, çавăн валли теттĕмĕр. Нимĕçсем хăйсем те выçă пулнă та, пирĕн апат тыткăнрисем патне çитеймен çав. Кайран ăна тепĕр хут тытса ыттисемпе пĕрле Витебск хули çывăхĕнчи лагере ăсатнă. Унтан та тарса тухнă хыççăн вăл каллех пирĕн патах килчĕ. Эпир ăна тăхăнтартрăмăр, мĕн çĕтĕк пур веç çĕннипе улăштартăмăр. Вăл пирĕн патра апатланчĕ те ăçта куç курать, çавăнта тухса кайрĕ. Мускав еннелле каятăп терĕ. Кун хыççăн ун пирки эпир урăх нимĕн те пĕлместпĕр. Вăл кайнă чухне питĕ хурлантăмăр, куççульпех йĕтĕмĕр, тăванран уйрăлнă пекех уйрăлтăмăр. Каяс умĕн вăл çыру хăварчĕ, ăна та ярса паратпăр. Çырăва ытти документпа пĕрле пытарса хунăччĕ, халь вĕсене тупрăмăр, çырăва та...

Çакăнпа эпĕ хамăн çырăва вĕçлетĕп. 7-мĕш класра вĕренекен Возоненкова Паша Павловна».

Çак хыпара илнĕ хыççăн Гаврил Ивановăн мăшăрĕ Анна Виноградовна хăйне еплерех туйнă-ши? Вăрçă вĕçленмен вĕт-ха, тен, упăшки таврăнĕ? Килте икĕ ачи — Раисăпа Коля — чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çав шанчăкпах Паша Возоненкова патне çыру ăсатать. Еплерех лекнĕ вăл çав яла, çав çемьене?

Г.И.Иванов хĕрлĕармеец вăрçă вутне пирвайхи кунах кĕнĕ. Июнĕн 22-мĕшĕччен вĕсен чаçĕ чикĕ çывăхĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем хатĕрленĕ пулнă. Нимĕç фашисчĕсем хăвăрт тата пысăк вăйпа тапăнса кĕнине тытса чарайман вĕсем. Хĕвелтухăçнелле чакма тивнĕ. Пĕр çапăçура тăнран кайнине пула пĕччен тăрса юлнă. Ахăртнех, ăна вилнĕ пулĕ тенĕ е асăрхамасăр хăварнă. Белоруссем тупса хăйсем патне илсе кайнă, сыватнă. Нимĕçсем çак вырăнта хуçаланма пуçласан ăна çемье çынни тесе каланă. Хĕрлĕармеецсене пытарса усранăшăн кил хуçисене пуçран шăлман вĕт оккупантсем. Хăйне тыткăна илсен Гаврил Иванов лагерьтен икĕ хутчен тарать, хÿтлĕхе илнĕ белорус çемйинех таврăнать. Анчах малалла кунта юлма юраманнине ăнланнă ĕнтĕ вăл, çавăнпа тăванĕсем валли çыру çырса хăварать те ырă çемьепе сывпуллашса çула тухать. Акă, салтак çырнă çыру:

«Аван-и, хаклă тăвансем Нюра, Раиса тата Коля. Эпĕ сире хамăн телейсĕр те вĕри салама пĕлтеретĕп.

Нюра, хам сывă пулсан киле çитетĕп, çитеймесен, мĕн пулать — хам та пĕлместĕп, Витебск хулинче 2 эрне тыткăнра пултăм. 1941 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче кăнтăрлахи 1 сехетре çыратăп, кунтан Мускав еннелле каятăп /е килелле/.

Сире пĕтĕм чунтан салам яратăп. Урăх çырмалли нимĕн те çук. Хальлĕхе чĕрĕ, малалла мĕн пулĕ — пĕлместĕп.

Салампа Гаврил Иванов. 1941 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕ.

1941 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче БССРти Дудянск районĕнчи Осиповка ялĕ çывăхĕнче пултăм.

Вăрçă пĕтсен манăн хута çак адреспа ярса парăр: ЧАССР, Хусан чукун çулĕ, Вăрмар станцийĕ, Чупай ялĕ, Иванова Анна Виноградовна валли».

Çак вăхăт тĕлнелле Анна Виноградовна мăшăрĕ Иванов Гаврил Иванович 1941 çулхи июнь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут илнĕ пулнă ĕнтĕ.

Интернетри «Мемориал» сайтра Г.И.Иванов шăпине уçăмлатакан хыпара тупрăмăр. Акă вăл:

«Иванов Гаврил Иванович, 1918 çулта çуралнă, хĕрлĕармеец.

РККАран тухнин сăлтавĕ — тыткăнра 1942 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче пуç хунă.

Çапла, «пуç хунă» тенĕ. Чирлесе вилнĕ е вилнĕ темен, пуç хунă. Эппин, Г.Иванов тыткăнра хăйĕн çынлăхне çухатман, Тăван çĕршывшăн тупа тунине чыссăрлатман, тен, вăл тарма хăтланнă... Халь ĕнтĕ пĕлме çук.

Ахăртнех, асăннă ялтан тухса кайсан вăл нумаях çÿреймен. Ют çынна асăрхасан полицайсем ăна тытса нимĕçсене панă пулмалла. Çапла вăл Витебскри 324-мĕш лагерь-шталага лекет. Çакă 1941 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче пулнă. Кунта вăл, хăйне хĕнесе пĕтернĕ пулин те, тăшман умĕнче пуç пĕкмен пулас, çавăнпа ăна тертлентермеллипех тертлентернĕ ĕнтĕ. 1942 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Г.И.Иванов пурнăçран уйрăлнă.

Çапла вара Вăрмар районĕнче Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Гаврил Ивановăн шăпи паллă пулчĕ. Текех вăл хыпарсăр çухалнисен шутĕнче мар.

Василий Цыфаркин

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.