Ырă самантсем яланах асра!

12 Янв, 2017

Икĕ пике, Ирина Макаровăпа Лена Новожилова, юрă-ташăсăр пурăнаймасть. Мĕн пĕчĕкренех «Тевет» фольклор ушкăнне юратса çÿренĕ вĕсем. Тĕрлĕ конкурс-уява хутшăнса чи хастаррисем пулни вĕсене пушшех хавхалантарнă.

— Лена Новожилова ку тăрăха 5-мĕш класра куçса килчĕ. Вырăсла çеç калаçакан хĕрача кăштахран чăвашла вĕренчĕ. Юлташсемпе çывăх туслашрĕ, чăваш юрри-кĕввипе кăсăкланма тытăнчĕ, хăпартлансах «Тевете» çырăнчĕ. Паян та икĕ тус сцена çинчех пурăнать тейĕн. Кашни уявра хăйсен пултарулăхĕпе куракана савăнтараççĕ, — терĕ ушкăна йĕркелекен Татьяна Васильевна Макарова çамрăксене мухтаса.

Пикесем юрă-ташăсăр пуçне çут çанталăкра темчченех уçăлса çÿреме те кăмăллаççĕ.

— Хитре вăхăтра вăрманта, уй-хирте, улăхра пире савăнмалли тем чухлех. Пĕр кайăк сассине итлесе тăнă май, тепри юрласа ярать. Маттур шăпчăк, ытти кайăксемпе ăмăртса юрланă пек, илемлĕ сассипе вăрмана янăратать. Симĕс çулçă витĕр хĕвел çути чăлт-чăлт! пăхса ларни, лĕпĕшсем вĕçни — пурте пире савăнтарать. Шурă лантăш та хăйĕн çепĕç те черченкĕ шăнкăравĕсемпе шăнкăртатса ларнăн туйăнать. Эх, çакăн пек савăк вăхăтра юрă шăранать те шăранать, улăх тăрăх, вăрман çийĕн ян та ян! каять. Е тата мĕн чухлĕ хаваслă калаçу пулман пулĕ çак иртнĕ вăхăтра: пурнăçпа юрату, литературăпа искусство, юлташсем çинчен, пуласлăх пирки вĕçне-хĕрне тухайми пупленĕ. Паянхи кун та лайăх вăрманта! Вăл çил-тăманран хÿтĕлет. Чăнласа каласан вăрмана кĕрсен унтан тухса киле те каяс килмест. Унта пĕтĕм пурнăç илемĕ, мĕнпур илемĕн пуххи. Эх, мĕн тери хаваслă вăхăтсем халĕ те асрах-ха! Кĕçех шкултан вĕренсе тухăпăр, кашнин сукмакĕ урăх пулĕ. Çапах ырă самантсене яланах асра тытăпăр, — теççĕ хастар пикесем хавасланса та хăпартланса.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Комсомольски районĕ,

Аслă Чурачăк.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.