«Усала тĕп тăвас...»

11 Янв, 2017

Прокуратура ĕçченĕн кунне çуллен кăрлачăн 12-мĕшĕнче паллă туни Аслă Петĕр патша 1722 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче /кивĕ стильпе кăрлачăн 12-мĕшĕнче/ кăларнă указпа çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн Раççей историйĕнче пуçласа генерал-прокурор постне тата Раççей прокуратурин институтне туса хунă. Ăна йĕркеленĕ май I Петĕр «ĕçсенчи йĕркесĕрлĕхпе, правосуди çуккипе, взятка пани-илнипе тата саккунсăрлăхпа çыхăннă усала пĕтерес е хавшатас» тĕллев лартнă. Тĕрĕссипе, унтанпа 295 çул иртнĕ пулин те тĕллев улшăнман теме юрать — прокуратура паян та саккунлăх хуралĕнче. «Усала тĕп тăвас е хавшатас» енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пама республика прокуратурин федераци саккунĕсене мĕнле пурнăçланине сăнаса тăракан управленийĕн пуçлăхĕнчен Ирина РЕПКИНĂРАН /сăнÿкерчĕкре/ ыйтрăмăр.

Ĕçлекене тÿлемелле

— Ирина Владимировна, прокуратура ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Çапах калаçăва нумай-нумай çынна тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтуран пуçлас килет. Ĕç укçипе çыхăннă парăмсем... Юлашки вăхăтра çивĕчлĕх чакнă теççĕ-ха, çапах ыйтăва татса панă теме иртерех. Прокуратура органĕсем ку енĕпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ?

— Ĕçшĕн тÿлессипе, çынсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă саккунсене пурнăçлас енĕпе тимлĕх пысăк — районсемпе хуласен прокуратурисем çине-çинех тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Росреестр управленийĕпе пĕрле шалу тÿлес енĕпе парăмлă панкрут-предприятисене тĕрĕслемелли мероприятисен графикне те хатĕрленĕ.

2016 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ĕç укçин парăмĕ 20,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку виçе çулталăк каяллахинчен пĕчĕкрех /ун чухне 23,9 миллион пулнă/, çапах парăм ыйтăвĕ сирĕлнĕ тени вырăнсăр. Çак цифрăсен хыçĕнче — пин-пин çын, вĕсен çемйисем, çавăнпа ĕç укçине тÿлеттерсе татасси чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне статистика сăнавĕн тĕллевĕсемпе отчет пама тивĕç 5 предприятире ĕç укçи енĕпе парăмсем пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ — Шупашкарти 1-мĕш типографи тата «Городок» МУП — панкрутлăх процесĕнче. Вăхăтра паман укçан 83% — шăпах вĕсен тÿпи.

Çынсене 16,5 миллиона яхăн тенкĕ тÿлемен 1-мĕш типографи парăмĕн пысăк пайĕ панкрутлăх процедури тăсăлса кайнипе сăлтавланнă, ку пурлăха сутмалли йĕрке тĕлĕшпе тавлашу çуралнипе çыхăннă — ăна Арбитраж сучĕ тишкерет. Типографин конкурс управляющийĕн ĕçне прокуратура сăнасах тăрать. Пĕлтĕр унăн ĕçĕнче çитменлĕхсем тупса палăртнăччĕ, управляющи тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă, ăна штрафланă.

Асăннă сферăри надзора çирĕплетнин усси куçкĕрет. Иртнĕ çул ĕçшĕн тÿлемелли саккуна пăснин 8,6 пин тĕслĕхне тупса палăртнă — 2015 çулхинчен чылай ытларах. Прокурорсен йышăнăвĕсем тăрăх 486 должноçри çынна тата юридици тытăмне административлă майпа явап тыттарнă. Пĕтĕмпе вара прокуратура органĕсем статистика органне отчет пама тивĕç мар 189 предприяти 340 миллион ытла тенкĕлĕх парăма кĕнине тупса палăртнă. Шантарсах калатăп: айăплисем пурте прокурорсем йышăнакан мерăсен хаярлăхне туллин туйĕç.

— Пысăк темиçе предприятири лару-тăру йывăрри вара республикăри ĕçсĕрлĕхе тÿрремĕнех витĕм кÿрет...

— Ĕçлев министерствин кăтартăвĕсем тăрăх — 2016 çулта Чăваш Енĕн ĕç рынокĕнче ĕçсĕррисен шучĕ нумай ÿсмен, раштавăн 25-мĕшĕ тĕлне 4,5 пин çынпа танлашнă. Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ — вăйпитти çынсен 0,67% чухлĕ. Чи çивĕч самант пуш уйăхĕнче пулнă — ĕçлев органĕсенче 6 пин ытла çын шутра тăнă. Çакă шăпах пысăк темиçе предприяти ĕçлеме пăрахнипе çыхăннă. Çапах влаç органĕсем мерăсем йышăннă май лару-тăру лайăхланнă, çу уйăхĕ тĕлне ĕçсĕррисен шучĕ чакнă.

Сиен кÿнĕ тĕк — саплаштарччăр!

— Çак лару-тăрура та хăшĕсем бюджетран çынсене ĕçе вырнаçтарма уйăракан укçана хапсăннă тĕслĕхсем пулни уйрăмах тарăхтарать.

— Эпир ĕçлев органĕсем ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас енĕпе туллин мерăсем йышăннине тĕрĕслесех тăратпăр. Пĕлтĕр ку енĕпе Тăвай, Вăрмар тата Канаш районĕсен ĕçлев органĕсен ĕçĕнче çитменлĕхсем тупса палăртнă. Чăн та, вĕсем укçана тĕллевсĕр тăкакланине тăрă шыв çине кăларман. Çав вăхăтрах ĕç паракансем — пулăшу илекен предприятисем — тепĕр чух ултав çулĕ çине тăраççĕ. Прокуратура органĕсем вĕсем бюджет укçипе мĕнле усă курнине те куçран вĕçертмеççĕ — уголовлă ĕçсем пур. Сăмахран, Сĕнтĕрвăрри райпрокуратурин тĕрĕслев материалĕсем тăрăх «Мариинский» ФСК директорĕ тĕлĕшпе инвалид валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме уйăрнă бюджет укçипе правăна пăсса усă курнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

— ЖКХри йĕркесĕрлĕхсем пирки паян кахал кăна калаçмасть пуль. Эппин, кунта та прокуратура валли ĕç пайтах пулмалла.

— Тĕрĕсех. Çак сферăри тарифсем, нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрасси, юсасси, топливăпа энерги ресурсĕсемшĕн тÿлесси тата ытти те — прокурорсен тĕрĕслевĕсем мĕнпур саманта шута илме тивĕç. Шел те, саккуна пăснă тĕслĕхсен шучĕ пĕчĕк тееймĕн. Потребительсенчен ытлашши тÿлев илни, пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕн хакне ÿстерсе кăтартни, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтерменни тата ытти те — çитменлĕх чăннипех нумай. Çавăнпа прокуратура органĕсем хăйсен полномочийĕсен арсеналĕпе туллин усă курнă: пĕлтĕрхи 11 уйăхра 1146 представлени çырнă, дисциплина енĕпе 804 çынна явап тыттарнă, суда 41 тавăç тăратнă, 236 çын административлă майпа явап тытнă. Çавăн пекех 2 уголовлă ĕç пуçарнă, уголовлă майпа явап тыттармалли материалсем татах пур.

— Коррупцие тĕпĕпех кăклама май çук теççĕ. Çапах Чăваш Енре пысăк должноçсенчи çынсем те «тĕкĕнме юраманнисен» шутĕнче мар — «шавлă ĕçсем» пĕрре кăна мар пулчĕç, вĕсем суд умне тăчĕç. Анчах айăплисем кÿнĕ сиене саплаштараççĕ-и — çакна та пĕлес килет.

— Прокуратура коллегийĕн йышăнăвне тĕпе хурса пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче судсем бюджет укçине вăрланă тĕслĕхсемпе палăртнă приговорсене ятарласа тишкертĕмĕр. Çакăн кăтартăвĕ — тĕрлĕ шайри бюджетсем валли укçа шыраса илме тăратнă тавăçсем. Калăпăр, республика прокуратурин аппарачĕ Чăваш Енĕн çут çанталăк ресурсĕсен экс-министрĕнчен тата çак министерствăн пай пуçлăхĕ пулнăскертен федераци бюджетне кÿнĕ 260 миллиона яхăн тенкĕлĕх сиене солидарлă майпа шыраса илме тăратнă тавăç.

Улатăр прокурорĕ предприяти директорĕнчен 5,6 миллион тенкĕ ытла шыраса илме суда тавăç тăратнă. Суд приговорĕпе маларах ăна 3 çул та 2 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма, 300 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Республика бюджетне кÿнĕ сиене саплаштармалли тавăç вара «Кирери вăрман комбиначĕ» МУПра çынсене ĕçрен хăтарас хăрушлăхпа сăлтавласа тулли мар ĕç кунĕн суя режимне ĕçе кĕртсе субсидисене вăрланипе çыхăннă. Тавăçа суд тишкерет.

Вăя кĕнĕ приговорсене тишкернин кăтартăвĕсем тăрăх бюджет валли укçа шыраса илмелли тавăçсене çавăн пекех Патăрьел, Красноармейски, Çĕрпÿ, Елчĕк, Шупашкарти Ленин тата Мускав районĕсен прокурорĕсем те тăратнă. Ытти тĕслĕхре бюджета кÿнĕ сиене айăплисем хăйсен ирĕкĕпе следстви тапхăрĕнче е суд вăхăтĕнче саплаштарнă.

Тĕрĕслев те виçеллĕ пултăр

— Бизнес-пĕрлĕх представителĕсем тĕрлĕ тĕрĕслев органĕсем хăйсене хĕстернĕшĕн кăмăлсăрланни вăрттăнлăх мар. Çĕршыв ертÿçисем те тĕрĕслев-надзор ĕçĕ виçеллĕ пулмалли пирки пĕрре кăна мар каларĕç. ЧР прокуратури çакна сăнаса тăрать-и, Чăваш Енре «пĕтĕмпех виçеллĕ» теме пултаратăр-и?

— Çапла каламашкăн, паллах, хам çине яваплăх илейместĕп. Анчах патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем юридици тытăмĕсене, предпринимательсене тĕрĕсленине тимлĕ сăнаса тăратпăр теме пултаратăп. Çапах прокурорсем сăлтавсăр тĕрĕслевсене пÿлмелли полномочисемпе анлăн усă кураççĕ пулин те право хуралĕн, тĕрĕслев органĕсем бизнеса административлă майпа витĕм кÿрессине кăкланă теме çук-ха, предпринимательлĕх сферинче çивĕч тĕслĕхсем пулкалаççĕ.

Пĕлтĕрхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче саккуна пăснин 930 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Çав шутра — саккунсăр 398 право акчĕ. Пурин пирки те протест çырнă, çитменлĕхсене пĕтерме 204 представлени хатĕрленĕ. Вĕсене тишкерсе должноçри 179 çынна — дисциплина енĕпе, 15 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Уголовлă процесс саккунĕсене пăснă май предприниматель ĕçне чăрмантарнăшăн материалсене уголовлă ĕç пуçарма панă тĕслĕхсем те пур.

— Нумаях пулмасть ЧР Çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕпе Юрий Кручининпа курнăçма тивнĕччĕ. Вăл республикăра çынсене кивĕ, юхăннă хваттерсенчен куçарнă чухнехи йĕркесĕрлĕх нумаййи пирки калать. Вырăнсенчи прокурорсем ĕçлесе çитереймеççĕ-и?

— Йĕркесĕрлĕхе курмăш тумаççĕ — кун пирки ан иккĕленĕр. Прокурорсем мерăсем йышăннă май Муркаш, Етĕрне районĕсенче, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче 240 çынна кивĕ çуртсенчен куçарассине вĕçленĕ. 2013-2017 çулсенче граждансене авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программăн иккĕмĕш тапхăрне пурнăçламалли вăхăта тата бюджетсен хушшинчи трансфертсемпе тивĕçтермелли условисене пăснăшăн Улатăр, Çĕмĕрле, Муркаш, Етĕрне прокурорĕсем РФ КоАПĕн 15.15.3 статйипе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем пуçарнă, вĕсене тишкерсе должноçри çынсене административлă майпа штрафланă. Çийĕнчен представленисем те çырнине кура асăннă муниципалитетсен администрацийĕсен должноçри çыннисем дисциплина енĕпе явап тытнă.

— Ирина Владимировна, саккунлăх теми анлă — Çĕнĕ çул хыççăнах пуçарнă калаçăва тăсмашкăн çулталăк тăршшĕпе сăлтавсем татах пулĕç-ха. Паян вара сире тата ĕçтешĕрсене Прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Çынсемшĕн, патшалăхшăн тăвакан ĕçĕр ăнса пытăр!

— Тавах!

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.