Урамсен ячĕсенче халăх кун-çулĕ сăнлантăр

11 Янв, 2017

Çулсем ылмашăннă май пирĕн хула хитреленсе анлăланчĕ, урамсен шучĕ те ÿсрĕ. Юлашки çулсенче Шупашкарта чылай тăкăрлăкпа бульвар çĕкленчĕ. Паллă таврапĕлÿçĕн Александр Терентьевăн «Чебоксары и чебоксарцы» кĕнекинче çырнă тăрăх — ĕлĕк ял-хулара урам палли пулман, çуртсене ăçта май килнĕ çавăнта лартнă. «Шупашкарта тăкăрлăксем 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче палăрма тытăннă. Çакă хулара 1773 çулта питĕ вăйлă пушар алхаснă хыççăн пысăк строительство пуçланнипе çыхăннă. Çав çулах хула ертÿçисем ятарлă план хатĕрленĕ. Çапах çав план та, 1829 çулти проект та туллин пурнăçланайман. Хула хуçин 1842 çулхи отчетĕнче кун пирки тĕплĕн çырнă: «Шупашкарта 1 тÿрем, 59 тăкăрлăк пур, икĕ вăрăм урам тăсăлса выртать». 1913 çулта хулара 56 урама шута илнĕ, унта 995 килпе пахча вырăнĕ пулнă. Вĕсен йышĕ, унчченхипе танлаштарсан, кăшт чакнă, мĕншĕн тесен пĕчĕк урамсем, слапатасемпе тăкăрлăксем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе кайнă», — вулатпăр эпир кĕнекере.

«Урамсемпе тăкăрлăксем: çĕр çул каялла тата паян» статьяра та çак шухăшах палăртнă: «Çĕр çул каялла Шупашкарта 76 урам, тăкăрлăк, тÿрем, слапата тата квартал пулнă. Хула урамĕсемпе Хусана, Чулхулана, Мускава çитмелли магистраль çулсем кайнă. Çавăнпах пулĕ 19-мĕш ĕмĕрте хулара Пысăк Мускав, Хусан тракчĕсем, Çĕнĕ Мускав урамĕ пулнă. Çырма-çатра урам йĕркелеме кансĕрленине пула хулара тăкăрлăксем «вăй илнĕ». Вĕсен йышĕ те сахал мар: Успени, Склад, Пукрав, Больница, Çĕнĕ Завод... Пĕр енлĕ урамсем те нумайланнă: Архангельск погосчĕ, Яриле урамĕ, Салтак çырми... Икĕ-виçĕ, пилĕк киллĕ урамсем те пулнă».

Ĕлĕк урамсене ăçта вырнаçнине кура е пĕлтерĕшлĕ пĕр-пĕр пулăма палăртса ят панă. Тĕслĕхрен, Пасар урамĕнче пасар вырнаçнă, Ярмăркка тÿремĕнче — ярмăркка. Чиркÿ ларакан вырăнсене Собор, Введени урамĕсем тенĕ. Тимĕрçĕ урамĕнче тимĕрçĕсем ĕçлесе пурăннă, Басурмансен урамĕнче тутарсем тĕпленнĕ, Рязань урамĕнче Рязаньтен килнĕ салтаксем хурал тăнă. Каярахпа купсасемпе пуян çынсен килĕ-çурчĕ вырнаçнă урамсене вĕсен ятне пама пуçланă: çапла Коротаев, Кривоногов, Клюев урамĕсем «тупăннă». Паллах, ун чухне вĕсем официаллă пулман, çавăнпа ятсем вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса пынă е пачах çухалнă.

Ĕлĕк пĕр евĕрлĕ ятсем темиçе пулнă. Тĕслĕхрен, Качака тăкăрлăкĕ — 4, Басурмансен урамĕ — 3... Çакнашкал урамсем те пулнă Шупашкарта: Салтак урамĕ, Çăкăр тÿремĕ, Тăлăп урамĕ. Анчах вĕсем хăш тĕлте вырнаçнине паянхи тĕпчевçĕсем те татăклăн калаймаççĕ. Шел те, пĕр пек ятсенчен халĕ те хăтăлаймастпăр. Калăпăр, Кăнтăр урамĕ — 9 /!/, Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕ — 7 /!/, Якимовка çырмин урамĕ — 3, тата ытти те.

Урамсене ят парас тата улăштарас ĕç революци хыççăн пуçланнă. Акă 1926-1927 çулсенчи документсем тăрăх — Куславкка урамне Ленин урамĕ тесе çирĕплетнĕ, вăрçă хыççăн ăна Чулхула урамĕ тенĕ. Революциччен хулан хĕвеланăç енче Кивту урамĕ пулнă, 20-мĕш çулсенче вара вăл Иккĕмĕш Карл Маркс урамĕ ятпа çÿренĕ, совет тапхăрĕнче Плеханов урамĕпе пĕрлешсе кайнă. Çакнашкал тĕслĕхе чылай илсе кăтартма пулать.

Çĕнĕ влаç та пĕр евĕрлĕхсенчен уйрăлайман. Тĕнпе тата купсасемпе çыхăннă ятсенчен хăтăлас тĕллевпе хулара пĕр ятлă урамсен йышĕ ÿснĕ. Калăпăр, Рязань çырмин, Рязань хысакĕн тата Ятсăр çырма тăкăрлăкĕсене Пĕрремĕш, Иккĕмĕш тата Виççĕмĕш Пролетари çырми теме тытăннă. Введени урамне Свердлов ячĕпе хисепленĕ, Тури Басурмансен урамне Урицкий урамĕпе улăштарнă. Анатри Басурмансен урамне вара темĕнле сăлтава пула виçĕ хут реформăланă. Пукрав, Раштав, Собор тата ытти урама та вăхăт иртнĕçемĕн çĕнетнĕ. Çĕнĕ саманара та ятсене улăштарнă. Калăпăр, 2004 çулта Карл Маркс урамĕн пĕр пайĕ Ехрем купсан бульварĕ пулса тăчĕ, унччен маларах Володарский урамĕ Воробьев композиторсен урамне çаврăнчĕ.

Хальхи вăхăтра шурă Шупашкарăмăрта /хула тытăмне тĕрлĕ ялпа поселок та кĕреççĕ/ — 586 урам. Ленин, Иван Яковлев, Мир, Трактор тăвакансен, Максим Горький, Мускав проспекчĕсем, Гагарин, Граждан, Университет, Энтузиастсен, Андриян Николаев космонавт, Богдан Хмельницкий, Тимофей Кривов, Карл Маркс, Афанасьев урамĕсем — чи паллисем. Юлашки çулсенче Президент бульварĕ «вăй илчĕ». Сăмах май, пĕр блогер пирĕн республикăра Президентлăх институтне пĕтернĕ хыççăн бульвар ятне те улăштарма сĕннĕ: Пуçлăх бульварĕ е Тĕп проспект. Унччен Урицкий ячĕпе хисепленнĕскер хальхи вăхăтра тĕп урамсен йышне кĕчĕ. Çавна май Пирогов урамĕ автомобильçĕсем килĕштерекен çул пулса тăчĕ. Çав вăхăтрах хула çыннисем «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский проспектне темиçе çул каяллах çирĕплетнĕ пулин те пуррине пĕлменни тĕлĕнтернĕччĕ. Паллах, пысăк хулара пĕчĕк пĕр-пĕр урама е тăкăрлăка çитсе килмелле пулсан хамăр та çухалса каятпăр. Тĕслĕхрен, Хурăнлă е Чиеллĕ урамсем Шупашкарăн хăш кĕтесĕнче вырнаçнине карттăпа кăна шыраса тупайăн. Çакнашкал урамсем хулара вун-вун. Калăпăр, çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче, унтах пурăнатăп пулин те, «чечеклĕ» урамсем пурри пирки шухăшлама та пултарайман, çав тăрăхра пĕр çынна шыраса Утмăлтурат, Кĕлчечек, Шурчечек урамĕсемпе çÿрени халĕ те асрах-ха.

«Хитре ят илем кÿрет», — теççĕ. Вĕсене калама та, асра тытма та йывăр мар: Пĕве, Ешĕл, Çурçĕр, Çăлкуç, Шанчăк урамĕсем, Пасар, Кăкшăм, Ача-пăча тăкăрлăкĕсем... Çакнашкал «çăмăл» ятсем нумайланчĕç пирĕн хулара. «Капăр, Таса, Çутă, Эрешлĕ» текеннисем унта пурăнакансене ялан тирпейлĕ пулма чĕннĕн туйăнать. Мĕншĕн çакнашкал тĕслĕхсем анлăн сарăлчĕç-ха? /Урамсен чăвашла варианчĕсене Чăваш Республикинчи Чĕлхе комиссийĕ 2010 çулта çирĕплетнĕ/.

Шупашкар хулин администрацийĕнче урамсене ят парас тата ятсене улăштарас енĕпе ĕçлекен комисси пур. Унăн секретарĕ Наталия Максимова пĕлтернĕ тăрăх — урамсене ят парас ĕçе уйрăм çынсем, ушкăнсем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ят сĕнеççĕ, комисси членĕсем пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну кăлараççĕ. Вăл е ку урамăн ятне хула администрацийĕн пуçлăхĕ çирĕплетет. Калăпăр, Чăваш халăх поэчĕн Георгий Ефимовăн ятне Çĕнĕ хулари пĕр-пĕр урампа çыхăнтарма унăн мăшăрĕ — ЧАССР халăх тата тава тивĕçлĕ артистки Светлана Ефимова сĕннĕ. Уйрăм çынсен витĕмĕ те пысăк. Акă ытларах чухне урам ячĕсене строительсем палăртаççĕ иккен. Чăвашсен мухтавлă ывăлĕсемпе хĕрĕсем халăх йăли-йĕркипе çыхăннă япала ячĕсене упраса хăварма хушаççĕ. Çак рете вĕсем тухьяна, шăрттана тата ыттине кĕртеççĕ. Калама тата çырма йывăр ятсене улăштарма сĕнекен те пур. Калăпăр, хăшĕ-пĕри Сăкăт шыв çыранлăхĕн /хулара кунашкалли 3 урам/, Мопр, Осоавиахим урамĕсене килĕштермеççĕ. «Хура» ятсен йышне Освод, Париж коммунни, Шакмак урамĕсене кĕртеççĕ. Списока Интернетри çăлкуçсем тăрăх йĕркелерĕм.

Юлашки 6 çулта çĕнĕ 35 урам ят илнĕ. Хăшĕ-пĕрне каласа тухар-ха: Пукрав, Шуçăм, Спорт, Çăлтăр, Чĕрĕлÿ, Туслăх, Çыран, Санатори, Сад урамĕсем... Чăннипе, кашниех илемлĕ те хăйнеевĕрлĕ. Анчах мĕне кура çапла ят панă-ши? Акă Чантăр поселокĕнчи çĕнĕ урама Спорт урамĕ тенĕ. Унта спортсменсем пурăнаççĕ-ши е пысăк коттеджсем çĕкленнĕ урамра спортпа туслисем нумаййăн-ши — калама йывăр. Шел те, çÿлерех асăннă ятсен хушшинче паллă çынсен темиçе ятне кăна куратпăр. Чăваш халăх çыравçи Леонид Агаков ячĕпе «Волжский-3» микрорайонти çĕнĕ урам хисепленет, Филипп Лукин композитор ячĕллĕ урам «Университетский-2» микрорайонта вырнаçнă, Анисим Асламас композиторăн ятне те хула урамĕсен йышне кĕртнĕ. 2015 çулта Шупашкарта Веденин архитекторсем /«Радужный»/, Авенир Токарев композитор, Иван Андреев профессор, Вячеслав Галкин баянист — Çĕнĕ хула/ ячĕллĕ урамсем «çуралнă». Кăçал Калинин урамĕн пĕр пайне Сергей Радонежский ячĕпе çыхăнтарса улăштарнă.

Хула администрацийĕнче урам ячĕсен резервне йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, çынсем Эстафета, Олимп, Барбарис, Кĕтмел, Каврăç тата ытти ят сĕнеççĕ. Унта Чăваш халăх çыравçи Лаврентий Таллеров та пур. Шел те, резервра паллă çын нумай мар.

Андрей МИХАЙЛОВ.

 

Сергей КОДЫБАЙКИН, истори наукисен кандидачĕ:

— Хула урамĕсен ячĕсенче халăх культурипе кун-çулĕ сăнланмалла. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре паллă мусăкçăсемпе артистсем, политика деятелĕсемпе наука ĕçченĕсем, вăрçăпа ĕç паттăрĕсем чылаййăн. Совет Союзĕн Геройĕсен йышĕ те пысăк пирĕн. Калăпăр, чăваш чĕлхин тĕпчевçи Николай Золотницкий çак хисепе тивĕç мар-им? Çитĕнекен ăрăвăн паллă çынсен ячĕсене асра тытмаллах.

Юрий ПЕРВУШИН, строитель:

— Эпир хулари Мартăн 8-мĕшĕн урамĕнче уйрăм çуртра пурăнатпăр. Хăйнеевĕрлĕ ят ку. Малтан хамăр та ĕненменччĕ, халĕ хăнăхрăмăр паллах. Хăçан тата кам çапла ят панă-ши ăна? Тăвансемпе юлташсем Шупашкарта кунашкал урам пурринчен тĕлĕнеççĕ. Вăл ăçта вырнаçнине тата унта епле çитмеллине ăнлантарма тивет яланах. Мартăн 8-мĕшĕн урамĕнче пурăннă май Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ пирĕншĕн тĕп уяв пулса тăчĕ.

Елена САВИНА, управляющи компани ĕçченĕ:

— Эпир хулари кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче 2010 çултанпа пурăнатпăр. Ку тăрăхра урам нумай, анчах чылай ятăн пĕлтерĕшне пĕлместпĕр. Ывăлăмсем те, калăпăр, Матэ Залка, Грасис, Яноушек урамĕсемпе иртнĕ чухне вĕсем мĕне пĕлтернине яланах ыйтатчĕç, анчах ăнлантарса параймастăм. Ют çĕршыв çыннисем пулнине илтнĕччĕ-ха. Ирĕксĕрех Интернетра шырама тиврĕ. Эльмен кам пулнине те сетьрех тупрăм. Ачамсем Ломоносовпа Лермонтовăн хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, Чкаловпа Королев çинчен те пĕлекен пулчĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.