Кинозалсем уçĕç, клубсене юсĕç

10 Янв, 2017

Патшалăхăн культура енĕпе тытса пыракан политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — культурăпа искусство учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси.

Çак ĕçе пурнăçлама иртнĕ çул республика бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çав нухратпа учрежденисене юсанă, музыка инструменчĕсем, куллен усă курмалли хатĕрсем туяннă тата ытти ĕç пурнăçланă. Иртнĕ çул республикăра икĕ культура çурчĕ — Елчĕк тата Çĕрпÿ районĕсенче — хута кайнă, кăçал Вăрмар районĕнчи халăха йышăнма пуçлĕ.

Пĕлтĕр çавăн пекех ЧР патшалăх истори архивĕн тĕп хулари Уруков урамĕнчи çуртне реконструкцилеме те май килнĕ.

Республикăна влаçăн федераци органĕсем пулăшнине те палăртса хăвармалла. Иртнĕ çул Чăваш Ен Раççей Кино фондĕнчен тавăрса памалла мар майпа 30 миллион тенкĕ субсиди илнĕ. Унпа цифрăпа ĕçлекен кино оборудованийĕ туяннă, кинозалсем уçнă. Кăçал та кĕмĕле çав шайрах уйăрса пама шантарнă. Унсăр пуçне РФ Культура министерстви яллă вырăнти культура учрежденийĕсене çĕнетме 33,8 миллион тенкĕ укçа парĕ. Çакă çирĕм ытла клуба юсама пулăшĕ.